Амалӑх тӗп шкулӗ
Шкул историйӗ
Чи малтанах ялти шкула Егоров Поликарп Егорович уҫнӑ, вӑл ачасене хӑй укҫи-тенкипе вӗрентнӗ. 1902 ҫулта шкула земство шкулӗ пек уҫнӑ. Ачасене 1907 ҫулччен Кольцовка ялӗнче ҫуралнӑ Соловьев Александр Николаевич вӗрентнӗ[1].
1907 ҫултанпа вӑл чиркӳ прихучӗн шкулӗ пулса тӑнӑ[2]. Ачасене Кӗршери Петропавловский Фёдор Евдокимович священник ывӑлӗ вӗрентнӗ, ӑна Киччӗри Герасимов Евдоким Фёдорович пулӑшнӑ. Ҫулталӑкран ачасене Ямашра ҫуралнӑ Семён Родионович вӗрентме пуҫланӑ. 1908–1914 ҫулсенче Антонов Петр Антонович вӗрентнӗ, вӑл Каҫал тӑрӑхӗнчен пулнӑ[1].
1917 ҫулта Пётр Краснов шкул валли хӑйӗн туса пӗтермен ҫуртне уйӑрса панӑ. Халӑх ӑна хӑй вӑйӗпе туса пӗтерет, анчах вӑрҫӑран таврӑнсан Краснов ачасене туса пӗтернӗ ҫуртран хӑваласа ярать[1].
1917 ҫулта Амалӑх шкулӗ 1-мӗш ступенльлӗ совет шкулӗ пулса тӑнӑ, 1932 ҫулта ачасене тӑватӑ ҫул хушши вӗрентме тытӑннӑ[2].
1918 ҫулта ачасене пуянрах ҫынсен килӗсенче вӗрентнӗ. Вӗсен йышӗнче Сергеев Иванӑн (Ҫерçи Иванӗ), Рассадников Василий Егоровичӑн ҫурчӗсене асӑнма пулать[1].
Шкулӑн пӗрремӗш ҫурчӗсем кулаксенчен туртса илнӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ пулнӑ: Мария Герасимова, Назар Иванович ҫурчӗсене йышӑннӑ. Вӗсем паянхи кунччен упранса юлнӑ[1].
1932 ҫулта вӑл колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗ пулса тӑнӑ, 1937 султанпа — тулли мар вӑтам шкул, 1947 ҫулта — ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул. 1960 султан пуҫласа ачасене сакӑр ҫӳл хушши вӗрентнӗ, 1965 ҫултан — тӑхӑр ҫул. 1989 ҫулта шкул ятне тулли мар вӑтам шкул ҫине улӑштарнӑ[2].
1961 ҫулта Мюресов Георгий Осипович директор тӑрӑшнипе пилӗк класлӑ йывӑҫ ҫурт туса лартнӑ. 6 класлӑ кирпӗч ҫурта 1966 ҫулта туса пӗтернӗ[1].
1995 ҫулта вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул пулса тӑнӑ[2].
2003 ҫулта шкула Чутей вӑтам шкулӗпе пӗрлештернӗ, вӑл унӑн уйрӑмӗ шутланма пуҫланӑ. 2009 ҫулта вара ӑна пушшех те хупнӑ.
Шкулта ачасене вӗрентнӗ ҫынсем:
- Борисова Ангелина Григорьевна (1948 ҫ.ҫ.) — пуҫламӑш классене вӗрентнӗ;
- Индюкова Елизавета Ниловна (1955 ҫ.ҫ.) — 1977–1978 вӗренӳ ҫулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ;
- Катякова Екатерина Еремеевна (1942 ҫ.ҫ.) — 1991–2000 ҫулсенче ачасене историпе географи вӗрентнӗ;
- Степанов Николай Петрович (1955 ҫ.ҫ.) — 1978/1979 вӗренӳ ҫулӗсенче ачасене физкультура вӗрентнӗ;
- Чайкин Валерий Васильевич (1954—2020);
- Шайкин Александр Сергеевич (1923—2004) — военрук пулас ӗҫленӗ.
Шкул директорӗсем
Амалӑх тӗп шкулӗн директорӗсемпе заведующийӗсем[3][1]:
- Икишин Павел Александрович (1937–1941, Ҫӑлпуҫ ялӗнчен);
- Семёнов Кузьма Семёнович (1941–1942);
- Матвеев Кирилл Матвеевич (1942);
- Мюресов Георгий Осипович (1942–1962, Тӗмер ялӗнчен);
- Малинин Иван Григорьевич (1962–1966);
- Куракин Роман Павлович (1966–1968, Чутей ялӗнчен);
- Самуилов Иван Самойлович (1968–1973);
- Максимов Василий Максимович (1973–1980);
- Дмитриев Иван Дмитриевич (1980–1988);
- Перлова Галина Сергеевна (1988–2003).
Паллӑ ҫынсем
Шкултан ҫак паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ:
- Кузьмин Валерий Кузьмич (1953 ҫ.ҫ.) — ял хуҫалӑх производствине йӗркелекенӗ;
- Марьин Михаил Иванович (1950 ҫ.ҫ.) — психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ;
- Орлов Наум Романович (1930–2011) — Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗскер;
- Ушакова Ольга Григорьевна (1936–2014) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ;
- Яклашкина Зоя Матвеевна (1927—2017) — ял хуҫалӑх ӗҫӗнче малта пыракан ҫын.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Шкул историйӗнчен. Янтиковский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 42. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
- ^ Энциклопедия Янтиковского района : Амалыковская основная общеобразовательная школа (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
Вуламалли
- Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 42. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
Каҫӑсем
- Энциклопедия Янтиковского района : Амалыковская основная общеобразовательная школа (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
- Шкул историйӗнчен. Янтиковский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.