Элпи Валентина Андреевна
Валентина Андреевна Элпи (выр. Эльби Валентина Андреевна, чăн хушамачĕ — Андреева; 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Хусан кӗпӗрни — 2014 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманинчи чăваш çыравçи, драматург.
Кун-ҫулӗ
1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ (халӗ — Чӑваш Республикин Тӑвай муниципаллӑ округӗ).
Вӑл тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, кайран Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнчи сакӑр ҫуллӑх шкулта вӗреннӗ. 1930 ҫулта вӑл Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах укҫа-тенкӗ енчен йывӑр лару-тӑрӑвне кура пӗр курс хыҫҫӑн вӗренме пӑрахнӑ. Ҫав ҫултах вӑл Вӑрмар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи больницӑра медсестра пулса ӗҫленӗ[1].
1932—1934 ҫулсенче Куславкка районӗн хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1934 ҫулта «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ (халӗ — «Хыпар»). Ҫак хаҫатра 1935 ҫулта унӑн пӗрремӗш калавӗ — «Ачасемшӗн» — пичетленнӗ. 1936—1938 ҫулсенче вӑл редакци ӗҫченӗсене хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. 1938—1968 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи радиокомитетра «Хатĕр пул» ача-пӑча радиожурналӗн ертӳҫи тата редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче те «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пӑрахман.
1956 ҫулта Мускавра Валентина Эльбин пӗрремӗш кӗнеки — «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» — тухнӑ[1].
1964 ҫултанпа СССР Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ, 1989 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ[1][2].
Эльби псевдонима ӑна Петӗр Хусанкайпа тата Илпек Микулайӗ унӑн тӑван ялӗ хыҫӗпе юхакан Эль юханшыв ячӗпе суйласа панӑ[1].
Пултарулӑх
Ҫырнӑ хайлавӗсенчен чылайӑшӗ ачасем валли. Унӑн чӑвашла 20 ытла кӗнеке тухнӑ. «Аппапа пӗрле» хайлава шкул программине кӗртнӗ, ҫавӑн пекех марилле те тухнӑ. Хӑшпӗр произведенисене Чӑваш академи драма театрӗнче лартнӑ[1].
Кӗнекисем
- «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (калавсем, 1956);
- «Вунтӑваттӑ тултарас умӗн» (повеҫ, 1959);
- «Калавсем» (1960);
- «Ҫав кунсен чапӗ ҫухалмӗ» (драма, Г. Пласкинпа пӗрле, 1960);
- «Кочующий домик» (калавсем, Детгиз, 1960);
- «Эпӗ халь телейлӗ» (повеҫ, 1963);
- «Аппапа пӗрле» (Марииздат, 1963);
- «Тӑрӑр вӑйӑ картине» (повеҫсемпе калавсем, 1964);
- «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (повеҫсем, 1967);
- «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (повеҫ, калавсем, 1983);
- «Хӑюллӑ пионер» (1970)[2][3];
- «Кашнинех килте кӗтеҫҫӗ» (1972)[2];
- «Тинӗс чечекӗ» (1973)[2][4];
- «Йӑл кулсан» (1978)[2];
- «Пулас кинсем» (1989)[4][2];
- «Качча кайиччен» (1990)[4][3];
- «Малтанхи савни» (1993)[3];
- «Качча кайсан» (2002)[4][2];
- «Пепке ҫуралсан…» (2006)[4][2].
«Пепке ҫуралсан…» кӗнеке 2006 ҫулта иртнӗ «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ[2].
Хисепӗсем
Астӑвӑм
Ӑна Шупашкарти Явӑш ҫӑвинче хисеплӗ ҫынсене пытаракан аллейӑра пытарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Андреева (Эльби) Валентина Андреевна | БУ "Государственный архив современной истории Чувашской Республики". www.gasi.archives21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Эльби, Валентина Андреевна (писатель; 31.01.1913-28.09.2014). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Андреева (Эльби) Валентина Андреевна. БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Эльби Валентина Андреевна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
Литература
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
- Мышкина, А. Ф. Эльби Валентина Андреевна / А. Ф. Мышкина // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 664.
- Валентина Андреевна Эльби (Андреева) : путеводитель по фондам // БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики». — Чебоксары, 2009.
- Эльби Валентина Андреевна (к 95-летию со дня рождения) // Литературная Чувашия: самая читаемая книга года — 2008 : библиографический указатель. — Чебоксары, 2009.
Рецензисем
- В. Эльби пултарулăхĕпе тата кĕнекисемпе çак рецензисемпе статьясем паллаштараççĕ:
- В. Канюков — «Рассказы Валентины Андреевой» («Литература и жизнь», 73 №, 1958);
- В. Компанией, Б. Калир — «Самое главное — труд человека» («Литература и жизнь», 143 №, 1960);
- Г. Пилеш — «Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç» («Ялав», 9 №, 1961);
- В. Алендей — «Таник телей тупать» («Эпĕ халь телейлĕ» кĕнеке çинчен, («Коммунизм ялавĕ», 1963, июнĕн 4-мĕшĕ);
- М. Юрьев — «Ачасен тусĕ» (В. Эльби 50 çул тултарнă май, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат, 1963, декабрӗн 20-мĕшĕ).
Каҫӑсем
- Чăваш энциклопедийӗнчи статья. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- «Наследие Чувашии» порталӗнчи страница