Илле Тăхти
Пурнăçĕ
1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Нӳшкасси ялĕнче çуралнă.
Ялти шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти вĕрентӳçсене хатĕрлекен семинарире вĕренсе тухнă, Чăваш Енри Элӗк районӗнчи Тавăт шкулĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче çӳрекен сăвă-юрăна нумай пухнă.
1911 çулта вĕсене Хусанта пĕр харăсах иккĕ кĕнеке калапланă: пĕри — «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем», тепри — «Хураç». 1922-1925 çулсенче республикăри Халăх çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ пулса тăрăшнă.
1925-1928 çулсенче Мускав литература институчĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (каярахпа «Коммунар») хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1928-1931 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1931-1938 çулсенче Илле Тăхти литература ĕçĕпе пурăннă.
Чылай çул хушши ӳпке чирĕпе асапланнă хыççăн вăл 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкар пульницинче вăхăтсăр вилсе кайнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Вуламалли
- «Чăваш литературин антологийĕ», ред.: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Кириллова И. Ю., "Своебразие художественного мира Илле Тăхти", ЧПУ, Шупашкар, 2006.