Парне Георгий Васильевич
Парне Георгий Васильевич (чăн хушамат Васильев, 1901 ҫулхи акан 30-мӗшӗ, Çăлпуç, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1937 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш театрĕн тата киновĕн актёрĕ тата режиссёрĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1933). Мускари ВГИКра режиссёр ĕçĕ енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ (1932)[1].
Биографи
Хальхи вăхăтра Чăваш Енри Тăвай районĕнчи Çăлпуçра çуралса ÿснĕ çын. Театр ĕçне çарта пулнă чухне (1920) явăçнă. Ăна Г. Тал-Мăрса саппас çарăн политуйрăмĕ çумĕнче хăй йĕркеленĕ Чăваш Хастар Театрне чĕнсе илнĕ.
Театрти пултарулăх ĕçĕсем
Театрти актёр пулса хутшăннă рольсем: Гарри [«Уй чÿк» (Зора) Н.Г. Гарин-Михайловский, 1924]; Петров [«Хăват» Л.Я. Агаков, 1933]; Андрей [«Çĕр çĕкленет», И.С. Максимов-Кошкинский, 1933], Шакмак [«Сатурпа Илем» И.С. Максимов-Кошкинский, 1934]; Валькка [«Кушар» П.Н. Осипов, 1934] тата Сентиер [«Айтар», П.Н. Осипов, 1934]; Громов [«Аристократсем», Н.Ф. Погодин, 1935]; Тутар [«Вутра», В.И. Краснов-Асли романĕпе, 1934].
Вырăс труппинчи рольсенчен: Тальма («Наполеон и Жозефина», 1924).
Режиссёр пулса: «Ялта», Ф.П. Павлов (1932); «Кĕпер», Е.И. Романович (1932); «Хаярлăхпа юрату», Ф. Шиллер (1933), И.С. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле); «Айтар», П.Н. Осипов (1934); «Платон Кречет», А.Е. Корнейчук (1935) тата ыттисем те.
Кинори пултарулăх ĕçĕсем
Çак фильмсенче ассистент е иккĕмĕш режиссёр пулса тăрăшнă
«Чăвашкино» ÿкернĕ виçĕ фильма режиссёр ассистенчĕ пулса хутшăннă.
Çак фильмсенче вылянă
«Чăвашкино» ÿкернĕ мĕнпур киносенче тенĕ пекех вылянă
Кино режиссёрĕ пулса хутшăннă
Виçĕ кĕске метражлă фильмăн режиссёрĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Г. В. Кириллов. Парне Георгий Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Терентьев, Г. Парне – чаплă артист тата режиссер / Г. Терентьев // Хыпар. – 1992. – 11 пуш.
- Иванов, А. Парне – рано угасшая звезда / А. Иванов // Совет. Чувашия. – 1991. – 11 дек.
- Кириллов, Г. В. Парне Георгий Васильевич (Васильев) / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 370-371.
- Романов, П. В. Парне Георгий Васильевич / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 314.
- Чӑваш академи театрӗн артисчӗ – К. В. Парне // Сунтал. – 1933. – № 1 (январь). – С. 6.
- Пермяков, Н. Георгий Парне артист та, режиссер та / Н. Пермяков // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай р-нӗ). - 1991. - 26 декабрь : сӑн ӳкерчӗк.
- Соколова, Н. Кино ӳкерме те хутшӑннӑ : [Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ актер тата режиссер Г. В. Парне ҫинчен] / Н. Соколова, Л. Григорьева // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай р-нӗ). - 2016. - 26 апрель. - С. 4.
- Кириллов Г. В. Парне Георгий Васильевич — Электронла чаваш энциклопедири статья.
- Парне Георгий Васильевич — Кино-театр.ру сайтран. Юлашки çĕнетÿ: 13.01.20
- Андюков, Василий. Калмантай и "Белое солнце пустыни".( ӗҫлемен каҫӑ) // Чăваш тĕнчи (хаçат). — 2015,сентябрь/авён,22, 5/72№. — С.11.
Каҫӑсем
- Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Парне (Васильев) Георгий Васильевич — Культурное наследие Чувашии
- “Мой земляк - Николай Конюшев“ с.Калмантай Вольский р-н.. Çаках ак ку тĕлте те пур.
- Парне Георгий Васильевич
- Парне Георгий Васильевич
- Парне Георгий Васильевич
- Парне Георгий Васильевич