Яклашкин Морис Николаевич

Яклашкин Морис Николаевич (ҫур. 1947 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Чутей, Тăвай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи тата Раҫҫей хор дирижёрĕ, педагог, профессор (1999), Шупашкар хулин тата Чӑваш Республикин Хисеплĕ гражданинӗ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1989), Раççей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1992), Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (1997).

Чăваш патшалăхĕн академи симфони капеллин пултарулăх ертӳçи[1].

Пурнăçĕ

1947 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Тӑвай районӗнчи Чутей ялĕнче çуралнă.

Канаш педагогика училищине (музыка уйрӑмӗ, 1966), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн кĕвĕпе педагогика факультетне (П. Г. Фёдоровӑн хор дирижировани класӗ, 1973), М. И. Глинка ячӗллӗ Чулхула патшалӑх консерваторине(выр.)чăв. (1982, А. А. Лебединский класĕ) вĕренсе пĕтернĕ[2].

Морис Яклашкинăн пултарулăхĕ Чăваш патшалăх телерадиовĕн хорĕпе çыхăннă. Хорта вăл 1977 çултанпа хормейстер пулса ĕçлет, 1986 çултанпа пултарулăх ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ пулнă. 1992 çулта вăл хор Чăваш патшалăх академи капелли ятне тивĕçет. Ун пуҫарӑвӗпе капелла ҫумӗнче симфони оркестрне йӗркеленӗ[3]. Хăйĕн хорĕпе нумай хулана çитсе курнă: Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Тĕмен, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, Ижевск, Ĕпхӳ. Çаплах Венгрире тата Чехословакире хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

М. Н. Яклашкин профессор тăрăшнипе 2005 çулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ йышĕнчи ӳнер кафедрине ӳнер факультечĕ шайне хăпартнă.

2007 çулта Н. Г. Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консерваторинче(выр.)чăв. Раççей, Казахстан тата Тутарстан халăх артисчĕ Ф. Ш. Мансуров профессор класĕнче «опера-симфони дирижёрĕ» ăсталăха вĕренсе тухнă.

Халĕ Морис Яклашкин Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш педагогика университетĕнче композиципе педагогика факультетĕнче хор дисциплинисене вĕрентет.

Пултарулăхĕ

Пĕтĕм Союзри радио валли Яклашкин ертсе пынă хор 200 ытла юрă çырнă. Чăваш музыкин аудио- тата грампластинка çырнисене (пĕтĕмĕшле шăрантару 2 сехет) Пĕтĕм Союзри «Мелодия» тата ХАО «Русский диск» фирмăсем хатĕрленĕ. Яклашкин ертсе пынă хор çырнă 1000 яхăн хайлав Чăваш радиовĕпе телекурав фончĕсенче упранаççĕ. Чăваш патшалăх капелли Профсоюзсен çурчĕн колонна залĕнче, П. И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалăх консерваторин Пысăк концерт тата Рахманинов залĕсенче, «Россия» тата Гнесинсен ячĕллĕ музыка академин, Композиторсен тĕп çурчĕн, А. А. Фадеев ячĕллĕ Литераторсен çурчĕн концерт залĕсенче ӑсталӑхне кӑтартнӑ, «Мускав кĕрĕ» (выр. Московская осень), «Раççей музыкин панорами» (выр. Панорама музыки России) музыка фестивалĕсене хутшăннă.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1989);
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1992);
  • Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1997);
  • Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ (2004);
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2007);
  • Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ (2008);
  • Туслӑх орденӗ (Раҫҫей) (2012);
  • Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ;
  • «Чӑваш автономи облаҫне никӗсленӗренпе 100 ҫул» юбилейлӑ медаль (2020);
  • Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ (2021).

Ҫемье

Хӗрӗсем Наталья тата Елена.

Наталья Морисовна — музыкант, дирижёр, М. И. Глинка ячӗллӗ Чулхула патшалӑх консерваторине вӗренсе пӗтернӗ[4], 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулччен Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин директорӗ пулнӑ.

Елена Морисовнан мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Администрация. Чувашская государственная академическая симфоническая капелла. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ Морис Яклашкин: «Я не могу без музыки». Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ Яклашкин Морис Николаевич. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ Снегина В. Профессор Лебединский научил дирижировать Мориса Яклашкина и его дочь / В. Снегина // СЧ-Столица. — 2000. — 29 марта—4 апр. (№ 12). — С. 17

Темӑпа ҫыхӑннисем