Алексеев Григорий Алексеевич
| Григорий Алексеевич Алексеев | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1903 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1943 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ (40 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн |
|
| Пӑхӑнни |
|
| Ҫар тӗсӗ | |
| Хӗсметри ҫулсем | 1941-1943 |
| Звани | |
| Часть | Вăта фронтăн 63-мĕш çарĕн 149-мĕш стрелоксен дивизин 744-мĕш стрелоксен полкĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Алексеев Григорий Алексеевич (1903 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ, Исетерккă, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ, паллӑ мар) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫар ҫынни, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кун-çулĕ
1903 çулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче (юпан 25-мĕшĕнче) Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Муркаш муниципаллӑ округӗ) Исетерккĕ ялӗнче çуралнă[1].
1925 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Чикĕ çарĕнчи артиллери полкĕнче хĕсмете тăнă. Салтакран Иваново облаçĕнчи Долматовский посёлока таврăннă. Кинешма хулинче участок милиционерĕ пулнă. 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. Килĕнчен пĕтĕм 8 пĕртăван та вăрçа хутшӑннă[1].
Çапăçусенче хастарлăх кăтартнă, Ржев хули патĕнче танк çунтарнă. Днепр урлă каçнă чух хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гомель облаçĕнчи Лоев посёлокӗ патĕнче тăшман хăрушă пенине пăхмасăр десант ушкăнĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарма хӳтĕленĕ чухне темиçе танка персе çунтарнă. Темиçе хут аманнă пулсан та, çапăçу хирĕнчен кайман[2].
1943 çулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче госпитальте вилнĕ. Хăшпĕр ҫӑлкуҫсемпе — 1944 çулхи кăрлач уйăхӗнче вилнĕ (çапăçура).
Вăрçăран 8 пӗртăванран 4-шĕ анчах таврăннӑ, иккĕшĕ часах вилнӗ.
Хисепĕсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943);
- Ленин орденӗ (30.10.1943);
- Муркаш районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2005, вилнӗ хыҫҫӑн)[3].
Астӑвӑм
- Тăван ялӗнче ун ячӗллӗ урам пур.
- Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Исетерккӗ ялӗнче пӗртӑван Алексеевсен амӑшне — Алексеева Татьяна Николаевнӑна — сума суса палӑк лартнӑ, унта пур ывӑлӗн ячӗсене те ҫырса хунӑ.
- Чӑваш Республикинчи Муркаш ялӗнче ун палӑкне лартнӑ.
- Иваново облаçĕнчи Заволжск хулинче Алексеевăн палăкне лартнă.
- Иваново облаҫӗнчи палӑк ҫинче унӑн ятне ҫырса хунӑ[1][2][3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 А. В. Изоркин, В. М. Михайлов. Алексеев Григорий Алексеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сергей Каргапольцев. Алексеев Григорий Алексеевич (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Алексеев, Григорий Алексеевич (Герой Советского Союза; 07.11(25.10).1903-09.11.1943) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Белова, И. Григорий Алексеев пурнăçĕнчи çĕнĕ йĕрсем / И. Белова // Çĕнтерӳ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). – 2008. – 22 нарăс. – С. 2.
- Николев, А. Григорий Алексеев : Пĕрремĕш хут ; Днепр, Днепр... ; Тăшман иртеймерĕ ; Паттăрсем вилĕмсĕр // Николаев, А. Паттăрсен çемйи / А. Николаев. – Шупашкар, 1979. – С. 22-32.
- Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеев // Хатĕр пул. – 1985. – № 9. – С.24-25.
- Алексеев Григорий Алексеевич (25.10.1903–1944) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии [Изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
- Алексеев Григорий Алексеевич // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 32.
- Ашик, М. В. Этергомский десант / М. В. Ашик. – С.-Пб., 2000.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. – Т. 1. – М. : Военизд., 1987.
- Изоркин, А. В. Алексеев Григорий Алексеевич / А. В. Изоркин, В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 77.
- Навечно в сердце народном. – 3-е изд., доп. и испр. – Минск, 1984.
- Подвиг. – 3-е изд., испр. и доп. – Ярославль, 1980. – С.11-13.
- Савельев, Г. Алексеев Григорий Алексеевич // Савельев, Г. Люблю тебя, край родной! / Г. Савельев. – Аликово, 2007. – С. 71-72.
Каçăсем
Алексеев Григорий Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
