Николаев Василий Васильевич
Василий Васильевич Николаев (1939-мĕн çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ, Чăваш Хурамалĕ ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкӑрт Республики çур.) — чăваш халăх кун-çулне тĕпчекенĕ, профессор, çыравçă.
Техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, Раççей ту ĕçĕсен академикĕ.
Пурнăçĕ
1939-мĕн çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкӑрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕ ялĕнче çуралнă.
Ĕпхӳри нефть техника универститĕнче пĕлӳ пухнă. 1956-1976-мĕш çулсенче Салават хулинче, 1976-мĕш çултанпа ПО «Оренбурггазпром» тĕп директорĕ. СССР халăх депутачĕ (1989—1991).
Çутçанталăк газне фракцилемелли меслет тата иккĕ усăллă модель (çутçанталăк газне фракцилемелли тата çутçанталăк газне типĕтсе кӳкĕрт çыхăнăвĕсенчен тасатмалли) шутласа кăларнă тата вĕсене Ăренпурти ГПЗпа Ăренпурти гели савутĕнче ĕçе кĕртнĕ.
2007 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче Санкт-Петербургра вилнĕ. Тăван ялĕнчи çăва çинче пытарнă.
Чыслани
- Раççей Федерацин нефтьпа газ промăçлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992).
- РАО «Газпром» парни (1996, 1997);
- Петр Великий ячĕллĕ наци общество парни (1999);
- Хисеп орденĕ (1996);
Ăслăлӑх ĕçĕсем
30 ăслай хучĕ пур. 70 яхăн ĕç пичетленĕ.
- [http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/1046 "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000].
- "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
- Основные процессы химической переработки газа. М.: Недра, 1996 (в соавт.);
- Основные процессы физической и физико-химической переработки газа. М.: Недра, 1998 (в соавт.);
- История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеалогическое древо первопоселенца Никиты Авдокима (трехтомник в соавт.). Оренбург, 1999—2001;
- Чуваши: этническая история и традиционная культура. М.: ДИК, 2000 (в соавт.);
- Чувашский костюм от древности до современности. Москва — Чебоксары — Оренбург. 2002 (в соавт.);
- Генеалогия чувашского народа. Чебоксары, 2004.;
- История предков чувашей. ХХХ в. до н. э. — ХV в.н. э. Чебоксары, 2005;
- Иллюстрированная история чувашей. Кн. 1. древняя эпоха до 500 г. до н. э. Чебоксары, 2006.;
- Иллюстрированная история чувашей. Кн. 2. Античность-1 с 499 г. до н. э. до 1 г. до н. э. Чебоксары, 2006;
- Иллюстрированная история чувашей. Кн. 3. Античность — 2 с 1 г. н. э. до 500 г.н. э. Чебоксары, 2007.
- Атлас "История культуры чувашей. Античная и древняя эпохи". Чебоксары, 2007.
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ Башкирская энциклопедия (выр.) — Башкирская энциклопедия, 2005. — 4344 с. — ISBN 978-5-88185-053-1