Пурхи Ахван
Пурхи Ахван (паспорчĕпе Афанасьев Порфирий Васильевич, 1942 çулхи нарӑс, 20, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Тутар АССР, Çарăмсан районĕ çуралнă) — чăваш ҫыравҫи, сăвăçи, драматургӗ, тăлмачи.
СССР ÇП пайташĕ (1977), Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ (1982), Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1992), Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачӗ (2001), Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачĕ (1998), И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002), Трубина Марфи ячӗллӗ преми лауреачӗ. Пĕтĕм тĕнчери тӗнче халӑхӗсен ăс-хакӑл академийӗн пайташӗ.
Пурнăçĕ
1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутарстанăн Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă.
1964 çулта Хусанти педагогика институтĕнче, 1976 çулта КПСС ТК çумӗнчи партин Аслă шкулĕнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнă.
Шкулта ачасене вĕрентнĕ, Çарăмсан район хаçачĕн редактор çумĕ пулнă. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (1967-1974, 1976-1977) редакцисенче ĕçленĕ. Хатĕр пул журналăн редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП правленин председателĕ (1986-1990), Чăваш Радиовĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш Республикин Пичетпе информаци политики министрĕн çумĕнче вăй хунă.
Чăваш Республикин профессиллӗ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ çумӗ пулнӑ.
2026 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[1]. Чӑваш халӑх сӑвӑҫипе 2026 ҫулхи нарӑҫӑн 16-мӗшӗнче сывпуллашнӑ[2].
Пултарулăхĕ
Вильям Шекспирăн «Виндзорские проказницы» комедине, Л. Леоновăн «Нашествие» тата В. Распутинăн «Деньги для Марии» пьесисене чăвашла куçарнă. Ку авторсемсĕр ытти çыравçăсен ĕçĕсене те чăвашла куçарнă.
«Сан ятупа» (1986) сăвăллă трагедие Чăваш драма театрĕнче лартнă. Унăн «Пырса курăр хăнана», «Кĕрхи туслăх» тата ытти сăввисенчен юрă кĕвĕленĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Хисепӗсем
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ;
- Чăваш АСССР Аслă Канашĕн Президиумӗн хисеп хучӗ;
- Чӑваш халӑх поэчӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Таисия Ташней. Порфирий Афанасьев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ (14 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Таисия Ташней. Порфирий Афанасьевпа ыран сывпуллашӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ (15 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Афанасьев, П. В. Дари добро : народный поэт Чувашии = Çынна ырă ту : чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев / [П. В. Афанасьев ; сост. серии и авт. предисл.] Н. Григорьев ; [пер. В. Овчарова и др.]. – Чебоксары : [Новое Время], 2011. – 357 с.[1] 2016 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кузьмина, И. Ентешĕсен хисепĕ / И. Кузьмина // Тăван Атăл. – 2012. – № 12. – С. 109-111.
- Афанасьев Порфирий Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 490.
- Афанасьев Порфирий Васильевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 36-37.
- Афанасьев, П. Афанасьев Порфирий Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 46-48.
- Никитин, В. П. Афанасьев Порфирий Васильевич / В. П. Никитин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 156-157.
Каçăсем
- Çулталăк кĕнеки 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Литературная карта Чувашии 2016 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Культурное наследие Чувашии
- Порфирий Афанасьев: В героях сейчас кто угодно, только не поэты..( ӗҫлемен каҫӑ)(выр.)