Иванов Иван Геннадьевич

Иванов Иван Геннадьевич (1946 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ, Платка, Шупашкар районӗ, Чӑваш АССР2002 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театр актёрӗ. Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1988), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1946 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Платка ялӗнче ҫуралнӑ.

1954—1958 ҫулсенче Платка пуҫламӑш шкулӗнче вӗреннӗ; 1958—1965 ҫулсенче — Иккассинчи шкулта. Шкул хыҫҫӑн икӗ ҫул колхозра вӑй хунӑ, ҫав вӑхӑтра Шупашкарта Леонид Римовпа Иван Митюковӑн театр студине вӗренме ҫӳренӗ[1].

1972 ҫулта Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтӗнче (халӗ Раҫҫей патшалӑх сцена ӳнерӗсен институчӗ) вӗренсе тухнӑ, А. И. Кацман курсӗнче чӑваш студинче вӗреннӗ.

Вузран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗ пулса ӗҫленӗ. Тӗрлӗ амплуара вылянӑ — громест евӗр камитлисенчен пуҫласа эпикӑллӑ паттӑр сӑнарсем таранах; сцена ҫинче ҫӗр ытла тӗрлӗ сӑнар калӑпланӑ[2]. 1998 ҫултанпа мӗн виличчен Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ шутланнӑ[3].

Вӑл вылянӑ сӑнарсен шутӗнче: Тухтар (Микулай Илпекӗн «Хура ҫӑкӑрӗ»), Яковлев (Н. Терентьевӑн «Çиçĕм хыççăн аслати»), Ахтупай (П. Осиповӑн «Айдарӗ»), Пейд (У. Шекспирӑн «Ашкӑнчӑк инкесем»), Тутимӗр (Яков Ухсайӑн «Тутимӗрӗ»), Григорий (М. Шолоховӑн «Лӑпкӑ Донӗ»), Курука (П. Сидоровӑн «Хӳхĕм хĕрĕн хӳхлевĕ») тата ыттисем те[4].

2002 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, тӑван ялӗнче пытарнӑ. 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Платкари И. Г. Иванов пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ[1].

Хисепӗсемпе сумлӑ ятсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998);
  • Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1988);
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1980);
  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен Комсомолӗн преми лауреачӗ (1983);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Открытие мемориальной Памятной доски И. Г. Иванову в Ямбарусово. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ ИВАНОВ Иван Геннадьевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ История в лицах: 70 лет со дня рождения заслуженного артиста России Ивана Геннадьевича Иванова. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ Артисты и музыканты : Иванов Иван Геннадьевич. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.