Ют Николай Яковлевич

Николай Яковлевич Ют (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ — Яковлев, паспортри хушамачĕ — Золотов, 1898 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ, Синер, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1967 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи пĕрлĕх ĕçченĕ, çыравçă, литература тишкерӳçи, халăх пултарулăхне пухакан, публицист[1].

СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1934).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Николай Яковлевич Яковлев[2] 1898 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Элĕк вулăсне кӗрекен Синер ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Элӗк муниципаллӑ округӗ) çуралнă. Ашшӗ — Гордеев Яков Гордеевич, амӑшӗ — Григорьева Анастасия Григорьевна[2].

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Тухӑҫ халӑхӗсен Коммунизм университетне вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн СССР Ӑслăлӑх академин материаллă культурăн истори институчӗн(выр.)чăв. аспирантурине вӗренме кӗнӗ[1].

«Канаш» хаçат редакцинче секретарь вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă, 1923 çултанпа — хаçатăн редакторĕ. «Сунтал» тата «Капкăн» журналсен пĕрремĕш редакторĕ вырăнĕнче те тăрăшнă. 1923—1925 ҫулсенче Чӑваш çыравçисемпе журналисчӗсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă. Ун чухнехи критика статйисенче Н. Шелепи, П. Хусанкай тата ыттисен литературӑри ҫӑмӑлттайлӑхӗ пирки ҫырнӑ.

Хӑшпӗр коммунистсем парти позицийӗнчен пӑрӑнни ҫинчен ҫырнӑшӑн обком пайташӗсене питлет тесе партирен кӑларнӑ. Анчах та РКП (б) Тӗп комитечӗ Чӑваш обкомӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ.

1925 ҫулта ӑна СССР Ӑслӑлӑхсен академине ӗҫлеме йыхравланӑ. «Канаш» хаҫатӑн, «Сунтал» тата «Капкăн» журналсен тӗп редакторӗ, Чӑваш çыравçисемпе журналисчӗсен пĕрлешĕвĕн председателĕ вырӑнӗнче ӑна икӗ сыпӑкри тӑванӗ Аркадий Иванович Золотов (Арис) улӑштарнӑ[1].

1933 ҫулта ҫемйипех Ленинградран Пушкӑрт АССРне куҫнӑ. Кунта ВКП (б) Пишпӳлек район организацийӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса вӑй хунӑ. Каялла Академие таврӑнма палӑртнӑ.

1937 ҫулта «Красная Чувашия» хаҫатра Сергей Славинӑн статйи пичетленнӗ, унта автор Н. Я. Золотовӑн литература рецензине тапӑннӑ — контрреволюцилле пьесӑна мухтаса ҫырнӑ иккен. Хыҫҫӑнах «Канаш» хаҫатра 20-мӗш ҫулсенче совет влаҫне хурласа ҫырнӑ статьясем пичетленнӗ тесе ҫырнисем кун ҫути курнӑ.

Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ВКП (б) Парти контролӗн комиссийӗн Чӑваш АССРӗнчи уполномоченнӑйӗ М. М. Сахьянова лӑпланма юраманнине, тимлӗ пулманнине палӑртнӑ, Ӳнер ӗҫӗсен управленийӗн пуҫлӑхне А. И. Золотова «тӑратнӑ пӗр айӑплава та йышӑнманшӑн» вӑрҫнӑ[3].

Пишпӳлек райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ ҫакна вуланӑ хыҫҫӑн «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ Н. Я. Золотов контрреволюционер тесе НКВД-на, райкома тата парти контролӗн комиссин уполномоченнӑйне ҫӑхав ҫырать[3].

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Н. Юшунев Шупашкарта А. И. Золотова тата ун майлӑ Д. С. Эльмень, Н. Я. Золотов юлташсене асӑнса статья пичетлет. Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Т. Васильев «Ещё раз о буржуазных националистах» статьяра Ф. Т. Тимофеев, Т. М. Матвеев, Н. Я. Золотов хушамачӗсене асӑнать[3].

Пушкӑрт АССР обкомӗн пленумӗнче Н. Я. Золотова М. М. Сахьянова Эльмень «халӑх тӑшманӗпе» ҫыхӑну тытнӑшӑн питлет. Пленумра А. А. Жданов та пулнӑ.

Пишпӳлек районӗнчи коммунистсен пухӑвӗнче Жданов вӗрентнине шута хурса В. А. Орлов Н. Юшунев статйинчи самахсене калать («Золотов — Шупашкарти контрреволюцин ертӳҫи»). Каярах, 1955 ҫулта, вӑл Золотова НКВД хӗснипе тапӑннине йышӑнать[3].

Николай Золотова ҫулталӑк хупса хурса тӗпченӗ. Пушкӑртри ӗҫӗсемшӗн айӑпланисене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне сирсе пынӑ. Чӑвашри ӗҫӗсемшӗн айӑплани тӑрса юлнӑ. Ӑна этаппа Шупашкара, унтан Ҫӗрпӗве ӑсатнӑ.

Пилӗк ҫул тӗрмере ларса ана пӗрре те суд туман[3]. Ҫӗрпӳ тӗрминче вӑл Аркадий тӑванне тӗлпулнӑ. Йывӑр чирленӗ Аркадий Иванович вӑл Шупашкара Максим Горькие вӗлерес тӗллевпе йыхравланӑ тесе айӑплаҫҫӗ тесе каласа панӑ. Ку Аркадие питӗ пусарнӑ[3]:

Эс шутлама пултаратӑн-и, эпӗ мӗн тери юрататӑп Горькие. Вӗсем мана ҫапла калаҫҫӗ… Мӗнле намӑс![3]

5 ҫул тӗрмере ларнӑ хыҫҫӑн суд тумалӑх айӑплавсем ҫителӗксӗррине шута хурса 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Н. Я. Золотова вӑрҫа хирӗҫле агитациленӗ тесе 8 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ[3]. Тагиллага ӑсатнӑ. Организмӗ хавшанӑ, ӳпкисем чирлеме пуҫланӑ. Фронта яма ыйтса 10 хутчен ҫырнӑ[3].

1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна, ӳпкисем икӗ енчен те чирлӗскере, Тагил вокзалӗнче кӗтме кайнӑ арӑмӗ, Мария Захаровна, тупать.

Сывлӑхне кӑштах юсасан 1944—1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[4], 1-мӗш тата 2-мӗш Балтиҫум, Ленинград фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, тӑшманӑн Курляндири ушкӑнне тӗп тӑвас ҫӗре хутшӑннӑ.

1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Союз пӗлтерӗшлӗ пайӑр пенси пама йышӑннӑ. Ҫӗмӗрлере ӗҫлесе пурӑннӑ[4]

Вилес умӗн пур тӑванӗсем патне те ҫитнӗ, хаклӑ парнесем кӳнӗ, вилсен тӑван ялта пытарма ыйтнӑ.

1967 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă[4].

Литература ĕçĕсем

Чăваш литературине тишкернĕ. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.

Уйрăм кăларăмсем

  • «Краткий очерк народной поэзии чуваш», Шупашкар, 1928.
  • «Материалы по чувашскому фольклору» (чăвашла, вырăсла), Шупашкар, 1930.
  • «Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар», Шупашкар, 1931[4].

Статьисем

  • Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, «Канаш», 1919, ҫурла, 26.
  • К. Ивановпа унăн Нарспийĕ //«Атăл юрри», «Канаш», 1920, çу, 19-21, 23.
  • Çыру чĕлхине çирĕплетес умĕн, «Канаш», 1920, çурла, 1, 3.
  • Литература ĕçĕ, «Канаш», 1920, юпа, 6.
  • Чăнах-ши?, «Канаш», 1920, чӳк, 13.
  • Чăваш чĕлхин çулне уçса паракан майсем, «Канаш», 1920, раштав, 10.
  • Чăваш чĕлхин паттăрĕсем, «Канаш», 1921, кăрлач, 4.
  • Стаканри çил-тăвăл шавлать, «Канаш», 1921, кăрлач, 26.
  • Чуралăх пылакĕпе «ирĕклĕх» сиенĕ, «Канаш», 1921, пуш, 11, 17, 21, 30.
  • Чăваш чĕлхи, «Канаш», 1922, нарăс, 26, 28.
  • Юман тĕлĕкĕсем (М. Юман тунă йӑнăшсем çинчен), «Канаш», 1922, ака, 6.
  • Хирĕçле юрă? (Вантер çырнă «Национализмпа интернационализм» статьи çинчен) , 1922.
  • Ӗçлекенсен сасси, «Канаш», 1924, çĕртме, 13.
  • Чăваш сăмахлăхĕсемпе чăваш пултарăвĕ, «Сунтал», 1924, №1.
  • Чăваш сăмахĕ, 1924.
  • Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен, 1924.
  • Поэт пултарулăхĕ çинчен // Алендей Г. Пирĕн сăвă. Шупашкар, Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1925.
  • Калавçăсем // «Сунтал», 1925.
  • «Юрлама вĕрентекен çинчен» // «Сунтал», 1926, №12.
  • С. Малинниковăн «Хисеплĕ вилĕм» («Сунтал», 1925, №5 пьеси çинчен) // «Сунтал», №2.
  • Академик Н. Я. Марр о культурной работе: Несколько слов о Н. Я. Марр // «Сунтал», 1926, №2.
  • Хамăрăн вăйсене палăртатпăр // «Сунтал», 1926, №7.
  • «Укăлча касси» кăмăлне… // Юман Д. 1927.,
  • Чăваш çĕршывне, чăваш çырнине вĕренес ĕç // «Канаш», 1927, пуш, 5.
  • Месарошăн чăваш сăмахлăхĕ çинчен çырса кăларнă кĕнеки // «Канаш», 1927, çĕртме, 19.
  • Эпир камсем? // «Сунтал», 1927, №11.
  • Ахах (Ундрицов) Иванĕ çинчен пĕр-ик сăмах // «Сунтал», 1927, №12.
  • Хамăр çине çаврăнса пăхни те кирлĕ пире. // Хусанкай П. 1928.
  • Элкер сăвăçпа унăн критикĕсем çинчен // «Канаш», 1928, авăн, 11, 13, 18.
  • И. Я. Яковлевпа чăваш шкулĕн юбилейĕсем пирки // 1928.
  • Чăваш хĕрарăмĕ, 1928.
  • Поведём решительную борьбу с юманизмом и эльменевщиной. О конрреволюционной сущности юманизма // Красная Чувашия, 1930, кăрлач, 11.
  • Пĕр критикăлла статья пирки // «Канаш», 1930, çурла, 7.
  • Усилить борьбу на идеологическом фронте // «Красная Чувашия», 1934, çурла, 17.
  • Н. И. Шелепи, «Сунтал», 1935, №12.

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, «Элĕк енӗ», Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, «Принципам не изменили», Элĕк — Шупашкар, 1998.
  • Золотов Анатолий Арсентьевич, Золотов Виталий Арсентьевич, Золотов Вениамин Тимофеевич, «Николай Яковлевич Золотов. К 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации Союза писателей «Канаш», Шупашкар, «Новое время», 2008.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Ю. М. Артемьев. Золотов Николай Яковлевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Справка об изменении фамилии с Яковлева на Золотов (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, «Принципам не изменили», Аликово — Чебоксары, 1998
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Золотов, Николай Яковлевич (писатель; 30.07.1898-27.03.1967) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Вӗсен ӗҫӗ пархатарлӑ / А. Михайлов хатӗрленӗ // Хыпар. — 2021. — 12 пуш/март. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗксем. — (Хыпар: 115 ҫул).
  • Золотов, В. Вӑхӑт авӑрӗнче / В. Золотов // Ялав. — 1998. — № 7. — С. 73-75.
  • Иванов, В. Ӑслӑ пулнӑ, хыт утӑмлӑ утнӑ / В. Иванов // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2011. — 22 кӑрлач. — С. 5.
  • Иванов, В. Николай Яковлевич академикпа Николай Яковлевич журналистӑн пӗрлӗхӗ / В. Иванов // Хыпар. — 2008. — 11 авӑн.
  • Изоркин, А. Ҫунатсене хуҫан, талант та сӳнет / А. Изоркин // Хыпар. — 1998. — 30 утӑ.
  • Капитонова, И. Публицист ҫеҫ мар, критик та, тӗпчевҫӗ те… / И. Капитонова // Хыпар. — 2008. — 30 утӑ.
  • Клементьева, И. Писатель те, журналист та, фольклорист та… / И. Клементьева // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2008. — 13-19 авӑн (№ 36). — С. 5.
  • Константинова, Л. Золотовсен сумлӑ вӗрентекенӗсем : [Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче ҫуралнӑ Золотовсен йӑхӗнчи вӗрентекенсем ҫинчен] / Л. Константинова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2022. — 15 ака/апрель. — С. 7 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Тимофеева, Е. Золотовсен ӑрӑвӗ вун икӗ сыпӑка тӑсӑлать / Е. Тимофеева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2008. — 17 авӑн.
  • Хаҫат редакторӗсем // Хыпар. — 2006. — 10 пуш.
  • Ефимов Л. А., «Элĕк Енĕ» (Край Аликовский), Аликово, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, «Принципам не изменили», Аликово — Чебоксары, 1998.
  • Золотов Анатолий Арсентьевич, Золотов Виталий Арсентьевич, Золотов Вениамин Тимофеевич, «Николай Яковлевич Золотов. К 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации Союза писателей «Канаш», Чебоксары, «Новое время», 2008.
  • Афанасьев, П. Золотов Николай Яковлевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 149-150.
  • Васильев, А. Публицист, критик, фольклорист / А. Васильев // Проблемы творческого метода в чувашской литературе : тр. НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1979. — Вып. 95. — С. 155-164.
  • Золотов, В. Т. Золотов Николай Яковлевич (Ют) / В. Т. Золотов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 224.
  • Золотов Николай Яковлевич (Ют) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 154.
  • Золотов Николай Яковлевич (1898 — 1967 гг.) // Вестник Чувашской народной школы им. П. М. Миронова Кировского района г. Уфы. — Уфа, 2002. — Вып. 1. — С. 24. — Библиогр.: с. 24 (2 назв.).
  • Золотов-Ют Николай Яковлевич (1898-1967) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 45-51.
  • Ижеев, М. П. Династия Золотовых / М. П. Ижеев // Журналисты Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 153-159.
  • Капитонова, И. Талантливый публицист, яркий критик : (к 110-летию со дня рождения Н. Я. Золотова) / И. Капитонова // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 2008. — 26 июль.
  • Павлов, Н. Н. Я. Золотов / Н. Павлов // Учёные записки / ЧНИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1967. — Вып. 34 : филология. — С. 239-241.
  • Матвеев, Г. Б. Золотов Николай Яковлевич (Ют) / Г. Б. Матвеев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 174.
  • Ялгир, П. Золотов (Ют) Николай Яковлевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 40.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем