Пуш, 27
Уявсем
Пулăмсем
- 1513 — Понсе де Леон халапри Бимини утрава шырама тухса каять
- 1528 — аугсбург банкирĕсем — Вельзерсем — V Карл аллинчен Венесуэлăн колонилеме ирĕк туяннă
- 1794 — АПШ конгресĕ тинĕс-çар флотне тума йышăнать
- 1854 — Аслă Британипе Франци Раççей çине вăрçăпа тухнă
- 1898 — Раççей Китайăн Порт-Артурпа Дальний çĕрĕсене 25 çуллăха усă курма илнĕ
- 1975 — Трансаляска нефть пăрăхне тума пуçланă (капăрл.)
- 1990 — Лондонри Бейкер-стритре Шерлок Холмс музейĕ уçăлнă
- 1993 — КХР председателĕн ĕç вырăнне Цзян Цзэминь йышăннă
Çуралнă
- 1965 — Петĕр Петти, чăваш çыравçи, сăвăçи.
- 2004 — Амира Виллигхаген, — голланди харпăрхăй вĕреннĕ юрăçи.
- 1927 — Баулина Антонина Николаевна, совет тапхӑрӗн тата Раҫҫейӗн артистки.
Вилнĕ
- 1967 — Ют Николай Яковлевич, критик, халăх пултарулăхне пухакан, публицист.
- 2006 — Станислав Лем, поляк çыравçи, сатирик, философ.