Петĕр Петти

Петĕр Петти (Михайлов Пётр Петрович; ҫур. 1965 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Уйкас Кипек, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики), — чăваш çыравçи, сăвăçи, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Кун-çулĕ

1965 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралнă.

Петĕр Петти çĕр ĕçтĕшĕн çемйинче çуралнă. Вăрман Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1982 çулта, И. Н. Ульянов ячĕплĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ. 1987 çулта алла диплом илнĕ çамрăка Чăваш Енĕн Куславкка районĕн «Ялав» хаçатне ĕçлеме яраççĕ. Çав çулах республикăри ачасен «Пионер сасси» (хале «Тантăш») хаçатне ĕçлеме куçать. Халĕ асăннă хаçатăн право, кăмăл-сипет пайĕн редакторĕ, чăваш çамрăкĕсен «Самант» журналăн редакторĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Ун калемĕ айĕнчен сахал мар сăвă, юрă, поэма, тĕрленчĕк, очерк, калав, повесть тухнă. Район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Сил çунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ.

Чыславсемпе парнесем

  • Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Ӑнлантарусем

Каçăсем