Баулина Антонина Николаевна

Баулина Антонина Николаевна (1927 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Ленинск-Кузнецкий[d], Ҫӗпӗр крайӗ[d]2015 ҫулхи акан 19-мӗшӗ, Шупашкар) — совет тапхӑрӗн тата Раҫҫейӗн театр актриси, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1927 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче Ленинск-Кузнецкий хулинчен (халӗ Кемӗр облаҫӗ) ҫывӑхӗнчи станци посёлокӗнче ҫуралнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне Ленинградри эвакуациленӗ театрӑн пӗр актриси йӗркеленӗ драма кружокӗнче ӑсталӑхне туптанӑ[1].

Театр студине пӗтернӗ хыҫҫӑн 1946 ҫулта Кемӗр облаҫӗнчи Ленин комсомолӗ ячӗллӗ Анжеро-Суджа драма театрӗн труппине лекнӗ (1951 ҫултанпа Прокопьевскри Ленин комсомолӗн ячӗллӗ драма театрӗ), унта 1951 ҫулччен ӗҫленӗ. Новокузнецк, Прокопьевск, Новосибирск театрӗсенче ӗҫленӗ.

1959 ҫултанпа Чӑваш Енри Вырӑс патшалӑх драма театрӗн актриси пулнӑ, унта 55 ҫул ытла ӗҫленӗ, 150 ытла роль вылянӑ. Петр Вельяминов актёрпа, В. Романов, А. Харабуга, В. Красотин, А. Восканян режиссёрсемпе ӗҫленӗ. 1980-мӗш ҫулсенче М. Зильберманпа нумай ӗҫленӗ.

2015 ҫулхи акан 19-мӗшӗнче вилнӗ[2].

Ҫемье

  • Упӑшки — Александр Славинский актёр .
  • Хӗрӗ — Татьяна, балетмейстер.
  • Ывӑлӗ — Александр Александрович Славинский актёр, Мускаври «АпАРТе» театрта вылянӑ[3].

Наградӑсем

Театрти ӗҫӗсем

  • А. Софроновӑн «Стряпуха» — Павлина
  • Н. Погодинӑн «Аристократы» — Сонька
  • А. Чеховӑн «Чайка» — Аркадина
  • В. Ухлин «Волчье логово» — Укси
  • В. Шукшинӑн «Характеры» — Соня
  • А. Островскин «Доходное место» — Кукушкина
  • И. Гончаровӑн «Обыкновенная история» — Любецкая
  • А. Островскин «Бешеные деньги» — Чебоксарова
  • В. Розовӑн «Гнездо глухаря» — Наталья
  • А. Абдуллинӑн «Тринадцатый председатель» — Харисова
  • С. Алёшинӑн «Если» — Малышева
  • В. Гуркинӑн «Любовь и голуби» — Шура
  • А. Дударевӑн «Порог» — Мать
  • А. Островскин «Свои люди, сочтёмся» — Сваха
  • Н. Терентьевӑн «Колокола души» — Таисия Фёдоровна
  • В. Распутинӑн «Последний срок» — Мать
  • С. Лобозёровӑн «Семейный портрет с посторонним» — Мать
  • А. Галинӑн «Ретро» — Нина Ивановна
  • А. Толстойӑн «Кукушкины слёзы» — Дарья
  • Н. Гоголен «Женитьба» — сваха Фёкла Ивановна
  • В. Гуркинӑн «Кадриль» — Макеевна
  • «Айдар» — Мать Сендиера
  • Н. Терентьевӑн «Что же такое счастье?» — Надя Айдарова
  • Д. Патрикӑн «Странная миссис Сэвидж» — Пэдди
  • Ж. Сарманӑн «Мамуре», куҫарӑвӗ К. А. Купринан — Селина Муре (Мамуре)

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ушла из жизни народная артистка Чувашии Антонина Баулина. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Не стало Антонины Баулиной… Русский драматический театр (Чебоксары) (20 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ Антонина Баулина: Сибирячка в роли француженки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.