Нарӑс уйӑхӗ

Кăрлач — Нарăс — Пуш
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
  1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29*  
Эрне кунĕсен ячĕсене 2025 çул валли кăтартнă

 * - ку кун çӳллĕ çулсенче анчах пулать

Нарӑс (выр. Февраль) — чӑваш календарӗнчи иккӗмӗш уйӑх ячĕ. Ҫавӑн пекех ӑна ӗлӗкрех «кӗҫӗн кӑрлач» ятпа та каланӑ. Вырӑс «февраль» уйӑхпа пӗр килет. Уйӑх ячӗ перс чӗлхинчен килнӗ («новруз» перс. نوروز — «ҫӗнӗ кун»), тӗрӗк халӑхӗсем урлӑ чӑвашсем патне ҫитнӗ.

Юлиан тата григориан календарӗсенче иккӗмӗш уйӑх. Кивӗ Рим календарӗнче вуниккӗмӗш уйӑх пулнӑ.

undefined

Ҫулталӑкӑн чи кӗске уйӑхӗ шутланать, унӑн шутне 30 кун та кӗмест: ахаль ҫулта 28 кун шутланать, йӗкӗр ҫулта — 29 кун. Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫурҫӗр пайӗнче хӗллехи вӑхӑтӑн виҫҫӗмӗш уйӑхӗ пулать, Кӑнтӑр пайӗнче — ҫуллан виҫҫӗмӗш уйӑхӗ.

Хальхи саманара григориан календарӗпе нарӑсӑн 16-мӗшӗччен хӗвел Ту качаки ҫӑлтӑр ушкӑнӗнче, нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен Шывтӑкан ҫӑлтӑр ушкӑнӗнче тӑрать[1][2].

Статистика тата сӑнласа пани

undefined

Европӑн ҫурҫӗр пайӗнче нарӑсри вӑтам температура (Ослона тӗслӗх пек илсен): −2,4 танлашать, вӑл −25 градусран 13,8 градус таран улшӑнса тӑрать.

Раҫҫейӗн вӑтам тӑрӑхӗнчи нарӑс уйӑхӗнчи вӑтам температура (Мускава тӗслӗх пек илсен):-9,6 °C. Унӑн улшӑнӑвӗ 1929 ҫулхи − 38,2 °C-ран пуҫласа 1935 ҫулхи +5,7 °C таран пулса иртнӗ[3].

Кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, хӗвел пӑхакан пӗтӗмӗшле вӑхӑт тӑршшӗ 27 сехет ӳсет, 59 сехетпе танлашать[3].

Хура ҫӑхан йӑва ҫавӑрма тытӑнать. Шӗпшӗлпе пысӑк кӑсӑя пӗрремӗш юррисене юрлама тытӑнаҫҫӗ. Шӑланкурӑссем вӗҫсе килеҫҫӗ, уйӑх вӗҫӗнче уйӑпсем ҫурҫӗрелле вӗҫсе каяҫҫӗ. Упа ами хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫурисене ҫурлать[3].

Ку уйӑхра 28 кун кӑна пулнӑран вӑл пачах та тулли уйӑхсӑр иртме пултарать. Унсӑр пуҫне, нарӑс уйӑхӗ кашни ултӑ ҫулта тата 11 ҫулта икӗ хутчен тӑватӑ тулли эрнеллӗ пӗртен-пӗр уйӑх шутланать (юлашкинчен 2010 ҫулта пулнӑ, 2021 ҫулта ҫапла пулса иртнӗ, тепӗр хут 2027 ҫулта пулӗ) пулать.

Кашни тӑватӑ ҫулта тенӗ пекех пӗр хутчен нарӑс уйӑхӗнче 29 кун шутланать. Тӑваттӑмӗш ҫулӗ ним юлми 100 ҫине пайланать пулсан, анчах ним юлми 400 ҫине пайланаймасан хушма кун хушӑнмасть. Тӗслӗхрен, 1900 ҫулта йӗкӗр ҫула сиктерсе хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра йӗкӗр ҫулсем пӗр сиктермесӗр 2100 ҫулччен яланхи йӗркепе йӗркеленсе пырӗҫ[4][5].

Историйӗ

Авалхи римлянсем февраль (februarius mensis) ятлӑ календарьти уйӑха халап тӑрӑх Нума Помпилий е Тарквиний Гордый кӗртнӗ уйӑха каланӑ. Ҫулталӑка 10 уйӑха пайлакан, 304 кунран тӑракан авалхи (Ромулсен) календарь шутне ҫак уйӑх тата январь уйӑхӗ унта кӗмен. Нума (е Тарквиний) вӑхӑтӗнче ирттернӗ календарь реформи хӗвелпе уйӑх календарӗ (тен, хӗвелпе уйӑх ярӑмне) ҫине куҫма палӑртнӑ; ҫакна валли икӗ ҫӗнӗ уйӑх, кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсем кӗртнӗ, унсӑр пуҫне ҫулталӑка вӗҫлекен нарӑс уйӑхӗнче 28 кун кӑна пулнӑ. Авалхи уйӑхсене илес пулсан вӑл мӑшӑрлӑ кун шутлӑ пӗртен пӗр уйӑх кӑна пулнӑ, ытти уйӑхсенче кун шучӗ мӑшӑрлӑ пулман, авалхи римлянсем ӗненӗвӗ тӑрӑх ҫакӑ телей кӳнӗ. Чӑнлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн эрӑчченхи 153 ҫултан пуҫласа ҫулталӑк пуҫламӑшне кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне куҫарнӑ, ҫапла май римлянсен календарӗнче февраль ятлӑ уйӑх шучӗпе иккӗмӗш пулса тӑнӑ. Макробийӗн «Сатурналийӗнче» каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшне кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласси календаре январьпе февраль уйӑхӗсене хушнӑ чухне Нума сӗнӗвӗ пулнӑ.

undefined

Февраль уйӑхӗн ячӗ этрусксен ҫӗр айӗнчи патшалӑх туррин Фебруус ятӗнчен пулса кайнӑ[3]. Ҫакӑ тасалу йӑлипе (februa, februare, februum) ҫыхӑннӑ, вӑл авалхи римлянсен Луперкали ятлӑ пулӑхлӑх уявӗнче иртнӗ (нарӑсӑн 15-мӗшӗ — dies februatus), авалхи римлянсен уйӑх календарӗпе тулли уйӑха лекнӗ. Хӗвелпе уйӑх ярӑмне йӗркеленӗ май темиҫе уйӑх кӗртме тивнӗ чухне ҫак юлашки уйӑхсене римлянсем нарӑсӑн 23-мӗшпе 24-мӗшӗсенче (4 ҫуллӑ ярӑмра — иккӗмӗшпе тӑваттӑмӗш ҫулсенче) кӗртнӗ. Юлий Цезарь кӗртнӗ тӑватӑ ҫуллӑ ярӑмра (виҫӗ ҫулӗ 365 кун тӑсӑлнӑ, тепӗр ҫулӗ 366 кун) тӑваттӑмӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче 29 кун пулнӑ. Ун чухне нарӑсӑн 23-мӗшӗ пуш уйӑхӗнчи календарьчченхи ҫиччӗмӗш кунӗ (a. d. VII Kal. Mart.), нарӑсӑн 24-мӗшӗ — малтанхи улттӑмӗш кун, нарӑсӑн 25-мӗшӗ — пуш уйӑхӗнчи календарьчченхи малалли улттӑмӗш кунӗ (a. d. VI Kal. Mart, posteriorem тата priorem) пулнӑ. Ҫак пуш уйӑхӗчченхи улттӑмӗш кунсем икӗ кун пулнӑ пирки нарӑс уйӑхӗ 29 кунран тӑнӑ чухне вӑл annus bissextus ятлӑ пулнӑ, латин чӗлхинчен тӳрремӗн куҫарсан «икӗ хут улттӑмӗш» пулать (кунтан année bissextile пулса тухнӑ, тепӗр май каласан йӗкӗр ҫул тени). Нарӑс уйӑхӗ грексен календарӗнче те, римлянсен календарӗнче те ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗ шутланнӑ. Ҫапла май ытлашши куна юлашки уйӑх шутне хушнӑ, анчах грексем уйӑхӑн вӗҫне хушнӑ пулсан, римлянсем уйӑхӑн юлашки пилӗк кунӗ умне кӗртнӗ[6].

Европӑри авалхи нарӑс уйӑхӗн ячӗсем шутне Solmonath («таса мар уйӑх») тата Kale-monath («купӑста уйӑхӗ») тата Аслӑ Карл панӑ ят — Hornung (авалхи исланд hjarn сӑмаха тӑванлӑ, вӑл «шӑннӑ юр купи» тенине пӗлтерет[7]) авалхи акӑлчан ячӗсем кӗреҫҫӗ. Авалхи вырӑс календарӗнче (христиан тӗнне ҫирӗплетиччен) уйӑха сечень тенӗ, халӑх палӑртакан уйӑх ячӗсенче — вьюговей («ҫил-тӑманлӑ»), бокогрей («айӑка ӑшӑтса выртни»), снежень (юрлӑ уйӑх), межень, лютый («хаяр»), кривые дороги («кукӑр ҫул»).

Вырӑс чӗлхинчи «февраль» ят чиркӳри славян чӗлхинчи февруарь ятран пулса кайнӑ. Унта хӑйне вара вӑл вӑтам грек чӗлхи (φεβρουάρι(ο)ς) урлӑ латин чӗлхинчен (februārius) лекнӗ. Вырӑсла уйӑха ҫавӑн пекех феврарь, феуларь тесе те каланӑ[8].

1930 тата 1931 ҫулсенче СССРта нарӑсӑн 30-мӗшлӗ советсен революциллӗ календарьне кӗртме сӗннӗ, анчах та сӗнӗве йышӑнман.

Авалхи Ирландире нарӑсӑн 1-мӗшӗнче путексем ҫурланипе ҫыхӑннӑ Имболк уява палӑртнӑ, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтран ҫуркунне пуҫланнӑ, нарӑс уйӑхӗ вара ҫуркунне пӗрремӗш уйӑхӗ пулнӑ[9].

Ытти чӗлхесенче

Европӑри чылай чӗлхесенче нарӑсӑн ячӗ латин чӗлхипе пӗрешкел. Анчах та темиҫе чӗлхере уйрӑлса тӑни те тӗл пулать.

undefined

Финн чӗлхинче уйӑха helmikuu теҫҫӗ, урӑхла каласан, «ахах уйӑхӗ» пулать. Уӑх ятне ҫапла йывӑҫсем ҫинчи юр ирӗлсе шӑннӑ май ахах пӗрчисене аса илтернӗрен каланӑ. Чехсен чӗлхинче нарӑс уйӑхӗ únor ятлӑ, ку ят nořiti se тенинче пулнӑ, вӑл «путса пыр» тенине пӗлтерет (ахӑртнех, пӑр ирӗлнине пула юханшыв ҫийӗ шывпа витӗннӗрен пулас) ятлӑ. Украин чӗлхинче нарӑс — лютий ятлӑ, белорус чӗлхинче — люты, поляк чӗлхинче — luty, урӑхла каласан, «хаяр» (хӑрушӑ, шеллеме пӗлменскер). Хорватла нарӑс уйӑхӗ veljača пулать («аслӑ»): ячӗ Veljak сӑмахран пулса кайнӑ пулас, ку ятпа ӗлӗк Сретени уявне каланӑ пулнӑ, ӑна нарӑсӑн 2-мӗшӗнче палӑртнӑ. Тепӗр версипе унӑн ячӗ авалхи тӗнпе ҫыхӑнма пултарнӑ, ку ят пӗр-пӗр Турӑ ячӗ пулнӑ. Уйӑхӑн турккӑлла ячӗ — Şubat — сирилле «шӑматкун» ятӗнче пулнӑ. Литва чӗлхипе уйӑх vasaris ятлӑ (vasara — «ҫулл» тени, авалхи инди чӗлхинчи vasar — «ир» — тенипе тӑванлӑ[10]).

Хальхи китай тата япун чӗлхисенче нарӑс уйӑхне «иккӗмӗш уйӑх» тесе палӑртнӑ. Авалхи яппун уйӑх календарӗнче нарӑс уйӑхӗпе (каярахпа унпа пӗр килнӗскер) ҫывӑх уйӑха Кисараги тенӗ(如月, 絹更月 е 衣更月, чӑвашла тӳрремӗн куҫарсан «тум улӑштармалли уйӑх» пулать). Нарӑспа ҫыхӑнтарма май пур ытти уйӑх ячӗсем: Мумэцуки (梅見月, тӳрремӗн куҫарсан «слива чечекне курма май пур уйӑх» пулать) тата Кономэцуки (木目月, тӳрремӗн куҫарсан «йывӑҫсем ҫӗнӗ пурнӑҫ илнӗ уйӑх» пулать).

Уявсем

undefined

Ӑнлантарусем

  1. ^ За год Солнце проходит не через 12, а через 13 созвездий. Новый знак зодиака — «Змееносец». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Климишин И. А. Календарь и хронология. — Изд. 3. — Наука. Гл. ред. физ.-мат. лит., 1990. — С. 41. — 478 с. — 105 000 экз. — ISBN 5-02-014354-5.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 В. Д. Грошев. Календарь российского земледельца (народные обычаи и приметы). — МСХА. — 1991. — С. 10. — ISBN 5-7230-0074-8.
  4. ^ Leap years : Time & timekeeping : Fact files & in-depth : Learning : NMM (англ.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ USNO (U.S. Naval Observatory): Leap Years. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  6. ^ Макробий. Сатурналии.
  7. ^ Фасмер Макс Этимологический словарь русского языка. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  8. ^ Фасмер Макс «Этимологический словарь русского языка» (онлайн версия), Февраль. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  9. ^ Праздники кельтов. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  10. ^ весна, этимология весна, весна этимология и происхождение « Этимологический словарь русского языка. Фасмер Макс (online онлайн версия) « Русский язык « Classes.ru. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента РФ № 86. kremlin.ru (21 нарӑсӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  12. ^ Сергей Птичкин. Вежливые люди получили свой День, Российская газета (2015-02-27). 2015 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Круглый год. Русский земледельческий календарь. — М: «Правда», 1989. ISBN 5-253-00598-6
  • Народный Месяцеслов. — М: «Современник», 1992. ISBN 5-270-01376-2

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем