Шывтӑкан (зодиак палли)

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Шывтӑкан (лат. Aquarius) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе вунпӗрмӗш паллине палӑртать, вӑл Ту качакипе Пулӑсен хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 300° — 330° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2].

Шывтӑкансен шутне кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Шывтӑкан паллинче тӑрать[3].

Шывтӑкан паллине Сывлӑш стихийӗ тивӗҫтерет[1].

Паллӑна тытса тӑракан планета — Сатурн[4].

Шывтӑкана ялан кӑкшӑмран шыв тӑкса тӑракан арҫын пек сӑнлаҫҫӗ[1][2].

Шывтӑкан паллине Шывтӑкан ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑрать[5].

Мифологи

Пӗр шухӑш тӑрӑх Шывтӑкан мифологири Ганимеда ҫывӑх, кӳлепипе иҫӗм эрехӗ яракан арҫына аса илтерет. Ганимед пите хитре ҫын пулнӑ, турӑсем ӑна Зевс патне хӑпартнӑ, вӑл ҫак чыса тивӗҫ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех Ганимед вилӗмсӗр пулса тӑнӑ. Унӑн кӑкшӑмӗнчен юхакан ӗҫме турӑсем ӗҫекен симпыл шутланать, апла пулсан турӑсен симпылӗ чӑн пулнине ҫирӗплетет[6].

Унӑн ҫӑлтӑрӗсем ҫапла вырнаҫнӑ: пуҫӗнче икӗ тӗксӗм; икӗ хулпуҫҫийӗнче кашнийӗнче пӗрер пысӑкки; икӗ чавси ҫинче пӗрер; сылтӑм алли вӗҫӗнче пӗр ҫутӑ; кӑкӑрӗ ҫинче чӗччисем ҫумӗнче пӗрер; сылтӑм пӗҫҫи синче пӗрре; чӗркуҫҫийӗсем ҫинче кашнийӗнче пӗрер; сылтӑм ура тунинче пӗрре; ура тупанӗсем ҫинче кашнийӗнче пӗрер. Юхакан шывӗ сулахай енче, вӑл икӗ ҫутӑ ҫӑлтӑртан тӑрать.

Эратосфен «Катастеризмсем».

undefined

Классификаци

Шывтӑкана зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе ҫапларах классификацилеҫҫӗ:

  • квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — хӗллехи чӗрӗкӗ сивӗ, флегматиклӑ тата нӳрӗклӗ[1],
  • триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — сывлӑш (сывлӑш, вӗри тата нӳрӗк)[1],
  • кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — кӑнтӑр[1],
  • тригонсемпе — кӑнтӑрла Крона тригонӗ, ҫӗрле Гермес тригонӗ[2],
  • тытса тӑракан планета тӑрӑх — Сатурн[4],
  • паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — хытӑ[2] е пӗр калӑпӑшлӑ[1],
  • ар-ама паллипе — арҫын[2],
  • пурӑннӑ вырӑнпа — Крона турӑ килӗ[2],
  • регион тӑрӑх — Египет[2],
  • ҫын кӗлеткин пайӗпе — урасем[2],
  • пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — пӑхӑнакан[1],
  • асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — кӗске е тайлӑк хӑпаракан паллӑ[1].

Символ

Шывтӑкан паллине ♒ символпа палӑртаҫҫӗ (хӑш-пӗр браузерсенче урӑхла курӑнма пултарать). Юникодра — 9810 номерпе ҫырӑнать, вунултӑ паллӑллӑ кодра 2652 номерпе, HTML-кодпа &#9810 е &#x2652 пулма пултарать[7].

Ӳкерчӗксем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Шывтӑкан (ҫӑлтӑр пуххи)

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Лилли У., 1999, с. 101—106.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
  3. ^ Smith J. C., 2010.
  4. ^ 1, 2 Клавдий Птолемей.
  5. ^ Shapiro L. T., 1977.
  6. ^ Эратосфен.
  7. ^ Unicode Decimal Code ♒. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Shapiro L. T. The Real Constellations of the Zodiac (англ.) // Planetarian : журнал. — International Planetarium Society, 1977. — March (vol. 6, no. 1). — P. 17—18. — ISSN 0090-3213.
  • Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal : a critical thinker's toolkit (англ.). — Malden, MA: Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
  • Zodiac // Малый Ларусс символов = Petit Larousse des symboles (фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.
  • Абдулманова И. В. "Введение в астрологию" Павла Александрийского: особенности структуры и содержания // Самарский научный вестник. — 2021. — Т. 10, № 4. — С. 155—158. — doi:10.17816/snv2021104204.
  • Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
  • Лилли У. Глава XVI. О двенадцати знаках Зодиака и их множественном делении // Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — М.: Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
  • Знаки астрономические // Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — М.: Советская энциклопедия, 1981. — С. 470. — 1600 с.
  • Эратосфен. Катастеризмы / Пер. с греч. А. А. Россиуса.

Категорисем