Ту качаки (зодиак палли)
Ту качаки (лат. Capricornus) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе вуннӑмӗш паллине палӑртать, вӑл Ухӑҫӑпа Шывтӑкан хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 270° — 300° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2].
Ту качакисен шутне раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен е 21-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Ту качаки паллинче тӑрать[3].
Ту качаки паллине Ҫӗр стихийӗ тивӗҫтерет[1].
Паллӑна тытса тӑракан планета — Сатурн[4].
Ту качакине ялан пулӑ хӳриллӗ ту качаки пек сӑнлаҫҫӗ[5].
Ту качаки паллине Ту качаки ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑрать[6].
Мифологи
Авалхи грек халаплӑхӗнче тинӗс качаки, унӑн сӑнарне зодиак паллине палӑртма усӑ курнӑ, Крит утравӗ ҫинче Зевс пепкине сӗтпе (ҫавӑн пекех амбрози тесе те тӗл пулать) тӑрантарнӑ Амалфей качакапа тӳр килет. Ҫавӑншӑн тав туса Зевс ӑна ҫӑлтӑр ушкӑнӗ туса хунӑ[7].
Тепӗр версипе, Ту качакин халаплӑхри аналогӗ — вӑрмансемпе сунар ӗҫӗн авалхи грек турри Пан, Дионис ҫулташӗ. «Турӑсем Египетра чухне, пысӑк Тифонран хӑраса, Пан вӗсене тискер кайӑксем пулса тӑма хушнӑ, ӑна ҫапла майпа улталама ҫӑмӑлтарах пултӑр тенӗ. Кайран Юпитер (Зевс) ӑна ҫиҫӗмпе вӗлернӗ. Пана вара турӑсен ирӗкӗпе Тифон хӑватӗнчен хӑтӑлма пулӑшнӑшӑн ҫӑлтӑрсен йышне куҫарнӑ, вӑл качака пулса тӑнӑ, ӑна эгокерос тенӗ, урӑхла каласан — Козерог»[8].
Халапсенчен пӗринче вут-ҫулӑмпа сывлакан Тифон Пана чутах вӗлерменни ҫинчен каланӑ. Хӑвалакан Тифонран тарса Пан Нил шывне ӳкнӗ, ҫавна пула унӑн кӗлеткин аялти пайӗ пулӑ хӳри пулса тӑнӑ[9].
Классификаци
Ту качакине зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе ҫапларах классификацилеҫҫӗ:
- квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — хӗллехи чӗрӗкӗ сивӗ, флегматиклӑ тата нӳрӗклӗ[1],
- триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — ҫӗр (ҫӗр, типӗ тата сивӗ)[1],
- кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — кӑнтӑр[1],
- тригонсемпе — кӑнтӑрла Афродита тригонӗ, ҫӗрле Уйӑх тригонӗ[2],
- тытса тӑракан планета тӑрӑх — Сатурн[4],
- паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — тропик[1][2] е кун таврӑнӑшӗ[1],
- ар-ама паллипе — ама[2],
- пурӑннӑ вырӑнпа — Крона турӑ килӗ[2],
- регион тӑрӑх — Сири[2],
- ҫын кӗлеткин пайӗпе — чӗркуҫҫисем[2],
- пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — пӑхӑнакан[1],
- асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — кӗске е тайлӑк хӑпаракан паллӑ[1].
Символ
Ӳкерчӗксем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Лилли У., 1999, с. 101—106.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
- ^ Smith J. C., 2010.
- ^ 1, 2 Клавдий Птолемей.
- ^ 1, 2 Capricorn (англ.). Encyclopaedia Britannica (2 утӑн 2023).
- ^ Shapiro L. T., 1977.
- ^ Эратосфен. Катастеризмы / Пер. с греч. А. А. Россиуса.
- ^ Псевдо-Гигин. Мифы / Пер. Д. О. Торшилова под общ. ред. А. А. Тахо-Годи. — 2-е изд., испр. — Алетейя. — С. 236—237.
- ^ Энциклопедия символов, знаков, эмблем. М., 1999.
- ^ Unicode Decimal Code ♑. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal: a critical thinker's toolkit(акăлч.). — Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
- Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
- Лилли У. Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
- Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — Советская энциклопедия, 1981. — С. 470. — 1600 с.
- Малый Ларусс символов = Petit Larousse des symboles(фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.