Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ (ЮНЕСКО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Radio Day, арап. اليوم العالمي للإذاعة, исп. Día Mundial de la Radio, китай 世界广播日, фр. Le jour mondial de la radio) — ПНО официаллӑ уявӗ, ЮНЕСКО ӑна 2011 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче иртнӗ Тӗп конференцийӗ вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ. Кашни ҫул нарӑсӑн 13-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут 2012 ҫулта палӑрнӑ.

Историйӗ

Пӗтӗм тӗнчери радио кунне йӗркелес шухӑш Испани радио академийӗн президенчӗн Хорхе Альваресӑн ҫуралнӑ. 2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ЮНЕСКО тӗп директорӗ Коитиро Мацуурӑпа килӗшсе татӑлнӑ.

2011 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО-н Тӗп конференцийӗ 36 C/63-мӗш резолюцире[1] Пӗтӗм тӗнчери радио кунне йӗркелесси ҫинчен пӗлтернӗ. 1946 ҫулта ҫак кун Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗнче ПНО радиовне туса хунӑ пулнӑ. Чи малтанах ку сӗнӳпе Испанин ЮНЕСКО ҫумӗнчи яланхи делегацийӗ тухнӑ[2][3].

Малалла, 2012 ҫултанпа, Испанин радио академийӗ ҫак куна ҫулсерен уявлассине ӳстерес, ҫапла вара ҫак коммуникаци хатӗрӗн сумне хӑпартма Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗн комитетне туса хумалли шухӑша сӗннӗ[4].

2013 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи Пӗтӗм тӗнчери Радио кунне официаллӑ майпа йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. ПНО Тӗп Ассамблейин 67-мӗш ларӑвӗнче ЮНЕСКО-н Тӗп конференцийӗн 36-мӗш сессине тӗпе хурса резолюци йышӑннӑ, ҫапла май нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери радио кунне палӑртассине йӗркеленӗ. Пуҫарӑва малтанхи пекех Испани патшалӑхӗнчен сӗннӗ, ӑна ПНО-ри Испанин яланхи представительстви пӑхса тухма тӑратнӑ[5].

Йӗркеленни

Уяв 2011 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО-н тӗн конференцийӗнче тунӑ йышӑну тӑрӑх йӗркеленнӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи ӑна официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Пуҫарӑва Испани патшалӑхӗ сӗннӗ, сӳтсе явма ӑна ПНО-ри Испанин яланхи представительстви тӑратнӑ[5]. Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ вырӑнне ытларах Радио кунне палӑртаҫҫӗ.

Пӗрремӗш Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ

Аслӑ Британире

Пӗтӗм тӗнчери радио кунне пӗрремӗш хут уявланине халалласа 2012 ҫулта Lifeline Energy, Frontline SMS, SOAS Radio тата Empower house организацисем Лондонра семинар ирттернӗ. Пӗр-пӗр хатӗр-хӗтӗр пулӑшнипе тата тӗрлӗ меслетпе усӑ курса радио хумӗсене чи инҫетри, чи хавшак обществӑсене мӗнле ҫитермеллине сӳтсе явма радиотехника енӗпе практика тӗлӗшӗнчен ӗҫлекен специалистсемпе преподавательсем тата техника эксперчӗсем ҫумне Хӗвелтухӑҫ тата Африка тӗпчевӗсен шкулӗн (SOAS) ҫыннисем хутшӑннӑ[6]. Тухса калаҫакансем хушшинче Гай Бергер (ЮНЕСКО-ри МИХсен аталанӑвӗпе ирӗклӗх пайӗн директорӗ), Чеге Гитиора доктор (SOAS-ри Африка тӗпчевӗсен центрӗн председателӗ), Бриджит Яллов (Empower house / Panos London), Эми О’Доннелл (FrontlineSMS: Radio), Карлос Чиринос (SOAS Radio) тата Линье Маньозо (LSE) пулнӑ. Сӳтсе явассин модераторӗ пек Люси Дуран (SOAS, BBC Radio 3, Human Planet) ӗҫленӗ[7].

Италире

2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Пиза университетӗнче (Итали) Пӗтӗм тӗнчери радио кунне халалласа халӑх мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна Italradio йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех ку ӗҫе инженерипе телекоммуникацисен факультечӗ хутшӑннӑ. Мероприятире радиопа информаци ҫӑлкуҫӗ пек усӑ курассин хакӗпе тата ҫак меслетӗн ансатлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ[8].

Испанире

2012 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Барселонӑра (Испани) Каталони инженерӗсемпе телекоммуникационщикӗсен коллегийӗ (COETTC) пуҫарнипе Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ тӗлне йӗркеленӗ обществӑлла мероприяти иртнӗ. Мероприятие Каталони Правительстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Тӗп вырӑнта «Глобальлӗрех тата конкурентлӑрах усӑ куракан радиошӑн» тема тавра иртнӗ панельлӗ дискусси пулнӑ[9].

Европа Пӗрлӗхӗнче

Европӑри вещани пӗрлешӗвӗ Швейцарире «Цифрӑллӑ радио эрни» (Digital Radio Week) йӗркеленӗ. 2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче техника мероприятийӗсен ярӑмӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, ӑна радио ӗҫне стандартизацилес тӗлӗшпе ӗҫлекен тӗп организацисем (DRM Consortium, WorldDMB тата RadioDNS) хутшӑннипе йӗркеленӗ. Унтах тӳлевсӗр хатӗрсемпе усӑ курса вещанине «демократизацилеме» май паракан DAB+ форматпа ирттернӗ вырӑнти трансляципе паллаштарнӑ[10].

Бангладешра

Бангладешра Bangladesh NGOs Network for Radio and Communication (BNNRC) правительство йӗркелемен организаци нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери радио кунне уявлама вырӑнти тата наци шайӗнчи патшалӑх, коммерци тата общество радиовӗпе пӗрле ӗҫлесе килӗштерсе ӗҫлет. Ҫак тӗллевпе ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери радио кунне ирттермелли наци комитетне йӗркеленӗ[11].

Мероприятисем

Пӗтӗм тӗнчери радио кунне халалласа ирттерекен мероприятисем хушшинче ЮНЕСКО радиовещани организацийӗсем хушшинчи хутшӑнусене аталантарма пулӑшаканнисене сӗнет. Радио аталантарма пулӑшакан интервьюсем, лекцисем, куравсем тата ытти мероприятисем йӗркелеме пулать теҫҫӗ[12]. Тӗслӗхрен, Пӗтӗм тӗнчери радио кунне мӗнле уявлама май пурри валли ЮНЕСКО 2025 ҫулта 13 шухӑш сӗннӗ[13]. Кашни ҫул ЮНЕСКО радиостанцисенче сӳтсе явмалли уява халалланӑ темӑсене сӗнет.

ЮНЕСКО палӑртакан Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗн темисем

Ҫул Тема
2025 Радио тата климат улшӑнӑвӗ
2024 Радио: информаципе тивӗҫтернин, вӑйӑ-кулӑн тата пӗлӳ панин ӗмӗрӗ
2023 Радио тата тӗнче
2022 Радио тата шанӑҫ
2021 Ҫӗнӗ тӗнче, ҫӗнӗ радио
2020 Тӗрлӗлӗх
2019 Диалог, чӑтӑмлӑх тата тӑнӑҫлӑх
2018 Радио тата спорт
2017 Радио вӑл эсӗ
2016 Инкек-синкек тата пӑтӑрмахлӑ пулӑмсем вӑхӑтӗнчи радио[14]
2015 Ҫамрӑксем тата радио[15]
2014 Радио ҫинче арлӑх тӗлӗшӗнчен танлӑх йӗркелесси[16]
2013 Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ 2013[17]
2012 Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ 2012[18]

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Резолюция 36 C/63. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Día Mundial de la Radio. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Всемирный день радио | Организация Объединённых Наций. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  4. ^ world radio day history. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 ООН официально утвердила Всемирный день радио | Организация Объединённых Наций по вопросам образования, науки и культуры. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  6. ^ World Radio Day (англ.). UNESCO (8 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  7. ^ Celebrating the Power of Radio All Over the World(паллӑ мар). FrontlineSMS (8 нарӑсӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
  8. ^ A Pisa la Prima Giornata Mondiale della Radio :: Italradio :: ....perché c'è sempre una radio che trasmette in italiano. (итал.). Italradio (22 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Jornada Fia Mundial de la Radio (кат.). PIMEC. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  10. ^ Digital Radio Summit during Radio Week 2012. EBU. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
  11. ^ Bangladesh is going to observe 7th World Radio Day: Sport and Radio 13 FEBRUARY, 2018 – Bangladesh NGOs Network for Radio & Communication(паллӑ мар). bnnrc.net (23 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  12. ^ Nations, United. Всемирный день радио | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  13. ^ 13 идей для празднования Всемирного дня радио 13 февраля (выр.). www.unesco.org.
  14. ^ О Всемирном дне радио | World Radio Day 2016
  15. ^ Всемирный день радио 2015
  16. ^ Всемирный день радио 2014 | Организация Объединённых Наций по вопросам образования, науки и культуры. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
  17. ^ Всемирный день радио 2013 | Организация Объединённых Наций по вопросам образования, науки и культуры. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  18. ^ World Radio Day 2012 | United Nations Educational, Scientific and Cultural Organization. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.