Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗРаҫҫей президенчӗ Б. Н. Ельцин 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ Раҫҫей уявӗ[1]. Кашни ҫулах нарӑсӑн 8-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут 1999 ҫулта Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗ 275 ҫул тултарнине уявланӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ.

Историйӗ

Уява Петербургри ӑслӑлӑх академине никӗсленӗ кунпа ҫыхӑнтарнӑ, ӑна 1724 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе нарӑсӑн 8-мӗшӗнче) Сенат I Петӗр император хушнипе йӗркеленӗ.

СССРта Ӑслӑлӑх кунне ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртнӑ пулнӑ, ҫакна 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче В. И. Ленин «Набросок плана научно-технических работ» хайланипе ҫыхӑнтарнӑ.

Ытти палӑртмалли кунсем

Паянхи кунчченех чылай ӑслӑлӑх коллективӗ ӑслӑлӑх кунне «кивӗ йӑлапа», урӑхла каласан, ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче (сӑмахран, 2022 ҫулта уяв акан 17-мӗшӗ тӗлне лекнӗ)[2] палӑртать, мӗншӗн тесен шӑпах 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшине лекекен эрнере В. И. Ленин «Набросок плана научно-технических работ» хатӗрленӗ.

Епле йӗркеленнӗ

1999 ҫултанпа Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунне ҫулсерен нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ, ҫапла май «патшалӑхпа общество аталанӑвӗнчи тӑван ҫӗршыври ӑслӑлӑхӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине шута илеҫҫӗ, историре йӗркеленнӗ йӑли-йӗркене тытса пыраҫҫӗ тата Раҫҫейри Ӑслӑлӑхсен академине никӗсленӗренпе 275 ҫул ҫитнине палӑртнине» тӗпе хураҫҫӗ.

Мероприятисем

Чылай ӑслӑлӑх организацийӗ ачасемпе аслисем валли ҫак куна халалланӑ ҫутӗҫ мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем (куравсем, лекцисем, ӑсталӑх лаҫҫисем, ӑслӑлӑхпа популярлӑ шоусем тата ытти акцисем) хатӗрлекенсен йышӗнче МПУ тата Контактра[3], «Курчатов институчӗ» НИЦ[4], Тимирязев академийӗ[5], В. И. Ленин ячӗллӗ вулавӑш (Санкт-Петербург)[6], Дарвин музейӗ[7], «Зарядье» парк[8], Ҫурҫӗр Кавказри ҫурт-ту металлурги институчӗ[9] ирттернӗ. Раҫҫей банкӗ Ӑслӑлӑх академийӗ 275 ҫул тултарнӑ ятпа «Ӑслӑлӑх» ятлӑ тимӗр укҫасен ятарлӑ ярӑмне кӑларнӑ.

undefined

Тӗрлӗ организацире уяв концерчӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем, тӗслӗхрен, Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ[10]. 2020 ҫулта Мускавра Кремль керменӗнче чаплӑ концерт йӗркеленӗ пулнӑ. Концерт вӑхӑтӗнче ҫамрӑк ӑсчахсене премисемпе чысланӑ[11]. 2024 ҫулта Самарта Ӑслӑлӑх академийӗ 300 ҫул тултарнине халалласа савӑнӑҫлӑ концерт иртнӗ. Дмитрий Азаров кӗпӗрнаттӑр регионти ӑсчахсене премисемпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ[12].

Пӗрешкел уявсем

Раҫҫейри студентсен кунӗ е Татьяна кунӗ, ӑна кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку уявӑн историйӗ тахҫанхи: шӑпах 1755 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче (кивӗ стильпе кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче) Елизавета Петровна императрица «Мускав университетне йӗркелесси ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ. Раҫҫей Президенчӗн 2005 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчи 76-мӗш № Хушӑвӗпе Раҫҫейри студентсен кунне официаллӑ ҫирӗплетнӗ. Датӑсем тӗл килни кӑсӑклӑ: Аспирант кунӗ Студент кунӗ умӗн иртет, ку пӗлтерӗшлӗ япала, мӗншӗн тесен аспирант вӑл, тӗрӗссипе каласан — нумаях пулмасть пулнӑ студент, хӑйӗн пӗлӗвне малалла ӳстерекенскер[13][14][15][16].

Ҫавӑн пекех халӑх сахалрах пӗлекен (анчах ҫакӑ унӑн пӗлтерӗшне пӗрре пӗчӗклетмест) Аспирант кунӗ (кӑрлачӑн 21-мӗшӗ) пур, ӑна аспирантурӑра хатӗрленекен ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене халалланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 07.06.1999 г. № 717. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ Дряхлова, Ирина. День российской науки: как отметят праздник в 2022 году? (2022-02-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ 8 февраля - День российской науки: мероприятия от Минпросвещения РФ | Unifirst (выр.). unifirst.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ Мероприятие для детей в рамках празднования Дня Науки 2024(паллӑ мар). www.pnpi.nrcki.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  5. ^ 08 февраля 2024 – Расписание мероприятий ко Дню российской науки. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ Библиотеки Петроградской Стороны(паллӑ мар). pr-cbs.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ День российской науки в Дарвиновском музее в Москве 2024: билеты и цены, даты проведения, программа, где пройдет и как добраться. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ kudamoscow.ru. День российской науки в парке «Зарядье» 2024 (выр.). kudamoscow.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Мероприятия ко Дню Российской науки. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ Праздничный концерт ко Дню Российской науки (выр.). kazan.ruc.su. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  11. ^ День российской науки(паллӑ мар). Государственный Кремлёвский Дворец. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  12. ^ В Самарской филармонии состоялось торжественное мероприятие ко Дню российской науки и 300-летию РАН. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  13. ^ 25 января — День студента, или Татьянин день. Оренбург 29. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  14. ^ Татьянин день 2025: почему 25 января день студента. СвоёВагро. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  15. ^ 25 января — День российского студенчества. СЗГМУ им. И. И. Мечникова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  16. ^ 21 января – День аспиранта. МАДИ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.

Каҫӑсем