Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑпа кӗрешмелли кун

Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑпа кӗрешмелли кун — халӑха шыҫӑ чирӗн проблеми ҫине тимлӗх уйӑрма, ун тӗлӗшпе профилактика ирттерме, диагностикӑпа сиплевӗн пӗлтерӗшне палӑртас тӗллевпе ҫулсерен нарӑсӑн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан кун.

Ку куна Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑ чирне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен союз (акăл. Union for International Cancer Control, UICC) пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ, ӑна Парижра онкологи чирӗсемпе кӗрешекен хартине (2000 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче) алӑ пуснӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ[1].

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта шыҫӑ чирне пула 10 млн яхӑн ҫын вилнине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вилнӗ ҫынсен 30%-50% тӗслӗхӗнче вӗсене вилӗмрен ҫӑлма май пулнӑ, ҫакна хӑйӗн тухӑҫлӑхӗпе палӑракан профилактика ӗҫне ирттерсе тата чире аталанма май паракан ӗҫ-пуҫран хӑтӑлса пурнӑҫлама пултарнӑ[2].

Историйӗ тата пӗлтерӗшӗ

Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑпа кӗрешмелли куна 2000 ҫулта Парижра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑпа кӗрешекен пӗрремӗш саммитра никӗсленӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче саммит шайӗнче 10 статьяран тӑракан шыҫӑпа кӗрешмелли Париж хартине алӑ пуснӑ. Ҫав статьясенче шыҫӑпа аптӑракан пациентсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме, тӗпчевсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрма, усал шыҫӑна сиплеме тата профилактикӑллӑ ӗҫсем ирттерме глобальлӗ обязательствӑсем палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пек куна ирттерес пуҫарупа Пӗтӗм тӗнчери шыҫӑ чирне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен союз (UICC) тухнӑ.

Ҫак кун халӑхра усал шыҫӑ пирки пӗлӗве ӳстернӗ май миллион пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери правительствӑсемпе йышӑнусем тӑвакан ҫынсене ҫак чире хирӗҫ ӗҫе хастар тума хистемелле. Ҫак пуҫарӑвӑн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк пулни тӗнче шайӗнче вилӗм сӑлтавӗсен йышӗнче шыҫӑ чи пысӑк тӳпе йышӑннипе палӑрса тӑрать.

Ҫулсеренхи темӑсем

Рака хирӗҫ кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куншӑн кашни ҫулах пӗр-пӗр тема суйлаҫҫӗ.

Ҫул Тема
2008 Эпӗ хамӑн тапак туртниче ирӗклӗ ачалӑха юрататӑп[3]
2009—2010 Сывлӑх тата хастар ачалӑх[3][4]
2010—2011 Шыҫӑран та сыхланма пулать[5][6]
2012 Атьӑр пӗрле мӗн те пулин тӑвар[7]
2013 Шыҫӑна халаплани — фактсем пӗлӗр[8]
2014 Мифсене чӑнлӑха кӑларни[9]
2015 Пирӗнтӗн пӗри[10]
2016—2018 Эпир пултаратпӑр. Эпӗ пултарап[11][12]
2019—2021 Эпӗ пур, эпӗ пулӑп[13]
2022—2024 Медицина пулӑшӑвӗнчи танмарлӑха чакарар[14]
2025—2027 Уникаллӑхпа пӗрлешнисем[15]

Мероприятисем

Пӗтӗм тӗнчери усал шыҫҫа хирӗҫ кӗрешмелли кунта правительствӑсем, правительствӑсем йӗркелемен организацисем тата ытти структурӑсем йӗркелекен тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Унашкал мероприятисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Пӗлӗве ӳстерекен кампанисем: семинарсем, халӑх хушшинче ирттернӗ тата халӑх тетелӗсенче йӗркеленӗ информаци кампанийӗсем ирттересси.
  • Скрининг программисем: усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма май паракан скрининг программисем тата медицина уйлӑхӗсене йӗркелесси.
  • Укҫа-тенкӗ пухасси: усал шыҫӑран сиплекен учрежденисем валли тата тӗпчевсем ирттерме укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе чупу, концерт йӗркелесси.
  • Усал шыҫӑпа чирлекен пациентсене тата чире ҫӗнтернисене пулӑшас енӗпе мероприятисем йӗркелесси (ҫав шутра психологиллӗ пулӑшу парасси те), ҫавӑн пекех вӗсен шутне чире пула вилнисене асӑнни те кӗрет.

Рак чирӗсем

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ хакланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта тӗнчере усал шыҫӑпа чирленин 20 млн ҫӗнӗ тӗслӗхне тата ҫав чире пула 9,7 млн ҫын вилнине шута илнӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе 5 ҫынран пӗри усал шыҫӑпа чирлет, 9 арҫынтан пӗри тата 12 хӗрарӑмран пӗри вара ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлать[16].

ВОЗ пайташӗ шутне кӗрекен ҫӗршывсен 39% ҫеҫ пур гражданина та тивӗҫтерекен медицина пулӑшӑвӗ шайӗнче шыҫӑ чирӗсенчен сипленмелли никӗсне саплаштараҫҫӗ. Ҫав ҫӗршывсенчен 28% кӑна паллиативлӑ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ, ҫав шутра пӗтӗмӗшле ыратнинчен хӑтаракан эмелсемпе имҫамлаҫҫӗ[16].

Раҫҫейре усал шыҫҫа пула пурнӑҫран уйрӑлни вилекенсен тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри шутланать[17][18][19]. 2021 ҫулхи статистика тӑрӑх, Раҫҫейри кашни 100 пин ҫын пуҫне 182 яхӑн вилнин сӑлтавӗ онкологи пулса тӑнӑ[20].

Усал шыҫӑ чирӗ аталанассинчен 43 % чухне хӑтарма пултараканни шутне сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни кирлӗ:

  • Пирус туртма пӑрахни, тата ҫак пулӑмпа кӗрешни.
  • Хусканусем куллен туни, шайлашуллӑ та сывӑ апат.
  • Пӗверте тата ама мӑйӗнче шыҫӑ аталанма пуҫлассинчен вируссене хирӗҫ вакцинацилени.
  • Хӗвел ҫинче тата солярисенче вӑрах вӑхӑт ирттересрен тӑрӑшни.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Всемирный день борьбы с раковыми заболеваниями. РИА Новости (4 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ Cancer. World Health Organization. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 20 years of World Cancer Day (англ.). NCD Alliance (4 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ 4 февраля — Всемирный день борьбы против рака | Новости ООН (выр.). news.un.org (3 нарӑсӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ World Cancer Day 2010. Healthcare-in-Europe.com (3 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  6. ^ 40% случаев онкологических заболеваний можно предотвратить (выр.). Новости ООН (4 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ World Cancer Day: "Stand Up To Cancer!" and End Mesothelioma and other Asbestos-Caused Cancers - ADAO - Asbestos Disease Awareness Organization(паллӑ мар). www.asbestosdiseaseawareness.org (4 нарӑсӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  8. ^ » Cancer Myths – Get the Facts on World Cancer Day – 4 Feb 2013 | CANSA – The Cancer Association of South Africa (англ.). www.cansa.org.za (22 кӑрлачӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  9. ^ World Cancer Day 2014: Debunk the myths! | UICC (англ.). www.uicc.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  10. ^ World Cancer Day 2015: 'Not Beyond Us' Campaign launched! | UICC (англ.). www.uicc.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  11. ^ World Cancer Day 2018: Theme, goals and significance (англ.). The Indian Express (4 нарӑсӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  12. ^ Всемирный день борьбы против рака (4 февраля) (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
  13. ^ Campaign theme (I am and I will) | World Cancer Day. www.worldcancerday.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  14. ^ World Cancer Day Theme 2022-2024. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
  15. ^ World Cancer Day: a leading international awareness day.
  16. ^ 1, 2 Press release No. 345. Global cancer burden growing, amidst mounting need for services (англ.). World Health Organization (1 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  17. ^ Анастасия Кокоурова. Во время пандемии в России упала выявляемость рака. С тех пор она улучшилась, но появились новые проблемы. Главные цифры об онкологии в стране. По статистике 2022 года, он стал причиной примерно 192 смертей на каждые 100 тысяч населения. Если быть точным (4 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  18. ^ Онкология занимает лидирующие позиции по смертности в России (17 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  19. ^ Беляев Алексей Михайлович. О причинах роста онкологических заболеваний. НМИЦ онкологии имени Н.Н. Петрова. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  20. ^ Смертность по основным классам причин смерти. Росстат. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем