Пӗтем тӗнчери бармен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери бармен кунӗ (акăл. International Bartender's Day) — барменсен официаллӑ мар професси уявӗ, ӑна ытларах Раҫҫейре тата Украинӑра пӗлеҫҫӗ. 2008 ҫултанпа нарӑсӑн 6-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Тӗнчери бармен кунне (акăл. World Bartender Day) палӑртасси анлӑрах сарӑлнӑ шутланать, ӑна ҫулсерен нарӑсӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Историйӗ
Пӗтӗм тӗнчери бармен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери бармен кунне масштаблӑ паллӑ тӑвас йӑлана нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Киевра 2008 ҫулта йӗркеленӗ[1], ку Киеври «Докер Паб» рок-клубӑн тата Пӗтӗм тӗнчери барменсен Planet Z центрӗн пӗрлехи пуҫарӑвӗ пулнӑ. Шухӑш Раҫҫейре те кӑмӑла кайнӑ, 2009 ҫултанпа уяв кунта та вӑйлӑн сарӑлма пуҫланӑ. Пӗтӗм тӗнчери бармен кунӗ сӑваплӑ Аманд кунӗнче иртет пулин те ку икӗ тӗрлӗ уяв, пӗрремӗшӗ — профессиллӗ, иккӗмӗшӗ — католиксен уявӗ. Сӑваплӑ Аманда Вырӑс православи чиркӗвӗ сӑваплисен йышне кӗртмест.
Тӗнчери бармен кунӗ
Тӗнчери бармен кунне уявлама нарӑсӑн 24-мӗшне суйласа илнӗ[2]. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1951 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Аслӑ Британири Торки хулинчи гранд-отель салонӗнче Пӗтӗм тӗнчери барменсен ассоциацине йӗркеленипе ҫыхӑннӑ, ассоциацие 7 пайташ (гильди) никӗсленӗ: Дани, Франци, Итали, Нидерланд, Швеци, Швейцари тата Пӗрлешнӗ Аслӑ Британи Патшалӑхӗ.
Мероприятисем
Ытти кунсем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день бармена. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
- ^ On this day 24 February - World Bartender Day. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Международный день бармена в Минске. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ acusinato. Отмечаем день бармена в Nove – готовим и дегустируем легендарные коктейли – Domina St. Petersburg – (2022-07-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ День бармена 2021: история и традиции международного праздника. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.