Çурла уйăхĕ
Утă — Çурла — Авăн | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | |||
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Эрне кунĕсен ячĕсене 2024 çул валли кăтартнă |
Çурла сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Çурла (пĕлтерĕшсем)
Çурла, — чăваш календарĕн саккăрмĕш уйăх ячĕ. Вырăссен «август» уйăхпа пĕр пек шутланать. Ку вăхăтра авалтанпах тырă вырнă, уйăх ячĕ çурла ĕç хатĕрĕнчен пулса кайнă. Ку уйăхра 31 кун.
Славянсем малтан ку уйăха серпень (серп (çурла) сăмахĕнчен) тесе чĕннĕ.
Уявсем
- Раççей сывлăш флочĕн кунĕ (Раççей). Çурлан виççĕмĕш вырсарникунĕнче палăртаççĕ.
- Физкультурник кунĕ (Раççей). Çурлан иккĕмĕш шăматкунĕнче палартаççĕ.
- Çурттăвамçă кунĕ (Раççей). Çурлан иккĕмĕш вырсарникунĕнче палартаççĕ.
- Шахтёр кунĕ (Раççей). Çурлан юлашки вырсарникунĕнче палартаççĕ.
- Ҫурла, 1 — Бенинри Пăхăнманлăх кунĕ.
- Ҫурла, 2 — Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ (Раççей).
- Ҫурла, 6 — Раççей Федерацин чугун çул çарĕсен кунĕ (Раççей).
- Ҫурла, 12 — Сывлăш çар вайĕсен кунĕ (Раççей).
- Ҫурла, 22 — Раççей Федерацин Патшалăх ялавĕн кунĕ (Раççей).
- Ҫурла, 27 — Кино кунĕ (Раççей).
Уйăхсем |
|
---|---|