Алексеев Павел Алексеевич
Алексеев Павел Алексеевич (20.6.1876, Кутемер ялĕ, Шупашкар уесӗ (халĕ Куславкка районӗ, Чăваш Республики) – 24.1.1939, Шупашкар, Чăваш АССР, тĕрмере) – «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, 1905–07 çулхи революцие хутшăннăскер[1].
Биографи
1876 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (Хусан кĕперни) Кутемер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялта пуçламăш классенче пĕлӳ илнĕ.
1904–1906 çулсенче Санкт-Петербург хулинче электромонтёр ĕçĕпе пурăннă. Вырăс педагогика пĕрлĕхĕ йĕркелесе янă курссенче, çав шутра Лесгафт ирĕклĕ аслă шкулĕнче, пĕлĕвне аталантарнă.
1906 çулта тăван яла таврăннă. Пропаганда ĕçĕпе хăтланнă, Хусанти чăваш эсерĕсен организаципе çыхăннă пулнă. «Хыпар» хаçатăн редакторне С.И. Игнатьева ареслесен, эсерсем ăна хаçата кăларакан редактор ĕçне сĕннĕ. Хусан кĕпернинчи чăвашсем ăна 2-мĕш Патшалăх думине суйлама кандидата тăратнă, анчах та кăрлач уйăхĕнче кĕпернери суйлакансен пухăвĕнче Павел Алексеевича аресленĕ. Унпа пĕрлех «Хыпар» хаçата та аресленĕ. Тӳре унран айăпне сирнĕ пулин те, редактор ĕçне каялла таврăнайман.
1912 çулчен Хусанти электростанцире электромонтёр пулса ĕçленĕ. 1930-мĕш çулсенче колхозра тăрăшнă.
1937 çулта Павел Алексеевич репресси айне пулнă. 1939 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тĕрмере вилнĕ.
1958 çулта ăна реабилитациленĕ.
Асăрхавсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕсем |
|
|---|---|
| «Хыпар» (1906—1907) | |
| «Хыпар» (1917—1918) | |
| «Канаш» (1918—1937) |
Ефимов Д. Е. (1918) • Элмен Д. С. • Лбов А. П. • Фадеев Е. М. (1920—1921) • А. Л. Лукин • Лукин Л. М. • Ют Н. Я. • Львов П. З. • Алендеев Г. Т. • Арис А. И. • Дмитриев В. Д. • Казаков Г. Н. • Ложников Ф. Т. • Титов Г. М. • Васильев А. В. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. |
| «Чӑваш коммуни» (1937—1952) | |
| «Коммунизм ялавӗ» (1952—1991) |
Якимов М. Н. (1954—1974) • Семёнов Д. Ф. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. • Семёнов Н. М. • Казанов А. П. |
| «Хыпар» (1991-па) | |
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- «Хыпар» хаҫӑтӑн тӗп редакторӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вилнисем
- Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1876 ҫулта ҫуралнисем
- 1939 ҫулта вилнисем
- Репрессиленисем
- Тĕрмере вилнисем
- Пайăр çынсем:Куславкка районĕ
- Общество ӗҫченӗсем
- Хаçат редакторĕсем