Казанов Аркадий Петрович

Аркадий Петрович Казанов (1932 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, Пинер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2013 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи тата журналисчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1994), СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1979).

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1982), РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1988). Ҫемен Элкер ячӗллӗ республикӑри журналистсен премийӗн лауреачӗ (1993)[1][2].

Пурнӑҫӗ

Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ.

Аслӑ пӗлӗве И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ университет) илнӗ (1954), унтан Ленинградри Аслӑ парти шкулӗн журналистика уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ (1969)[1].

1954–1957 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[1][3]. 1958 ҫултанпа Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Канашри район хушшинчи «За коммунизм» (халӗ «Канаш») хаҫатсен редакцисенче ӗҫленӗ[3].

1969–2000 ҫулсенче республикӑри «Коммунизм ялавӗ» (1991 ҫултанпа — «Хыпар») хаҫат редакцинче ӗҫленӗ: аслӑ корреспондент, уйрӑм пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулнӑ, 1988–1991 ҫулсенче вара — редактор[1][3]. 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ пулнӑ[3].

2013 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Явӑш масарӗнче пытарнӑ[4].

Пултарулӑхӗ

Прозаик тата публицист пек паллӑ. Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Вӑрмар районӗн хаҫатӗнче пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче унӑн хайлавӗсем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул» журналсенче, «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра тата ытти кӑларӑмсенче кун ҫути курма пуҫланӑ[2]. Казанов хайлавӗсем час-часах этика-дидактика йӗрӗпе пыраҫҫӗ, нумай чухне пӗр паттӑрсемпе ҫыхӑннӑ циклсем йӗркелеҫҫӗ; вӗсем хальхи общество пурнӑҫӗнчи обществӑпа политика тата моральпе этика тӗлӗшӗнчи ҫивӗч проблемӑсене халалланӑ[1][3].

Вӑл 12 кӗнеке ытла ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче сӑвӑ, повесть тата калав пуххисем[2]:

  • «Ачалӑх сукмакӗсем» (Шупашкар, 1987);
  • «Чун йыхравӗ» (Шупашкар, 1989);
  • «Ир ларнӑ хӗл» (Шупашкар, 1991);
  • «Кашкӑр юрттиллӗ этем кӗрчӗ» (Шупашкар, 2001);
  • «Ватӑ Йӑмра вилӗмӗ» (Шупашкар, 2005);
  • «Каҫхи мӗлке» (Шупашкар, 2007);
  • «Тӗнче ытамӗ сарлака» (Шупашкар, 2010);
  • «Ырлӑх таппи» тата ыттисем те.

2001 ҫулта «Кашкӑр юрттиллӗ этем кӗрчӗ» кӗнекишӗн «Литературӑллӑ Чӑваш Енӗ: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулнӑ[2].

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1982)[1]
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1988)[1]
  • С. В. Эльгер ячӗллӗ республикӑри журналистсен премийӗн лауреачӗ (1993)[1]
  • РФКП панӑ «Парти умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2011)[3]
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль (1984)[3]
  • РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1978)[3]
  • СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗ (1982)[3]
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2002)[3]
  • Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗсем (1996, 2002)[3]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Казанов Аркадий Петрович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Светлой памяти А.П. Казанова. Союз журналистов Чувашской Республики (26 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  4. ^ Казанов Аркадий Петрович. Пантеон России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексеев, В. Шав ҫамрӑк Казанов / В. Алексеев // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар р-нӗ). – 2012. – 25 ҫурла. –С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Алексеев, О. Пурнăçран илнĕ сăнарсем / О. Алексеев // Тăван Атăл. – 1992. – № 7. – С. 54-56.
  • Ӑсан Уҫӑпӗ. Калеме алӑран ан вӗҫерт / Ӑсан Уҫӑпӗ // Хыпар. – 2012. – 28 ҫурла. – С. 4 : фот.
  • Васильев-Бурзуй, Е. В. Пӗрремӗш кӗнекисемпех ачалӑхпа ҫыхӑннӑ / Е. Васильев-Бурзуй // Тантӑш. – 2012. – 23 ҫурла (№ 34). – С. 10.
  • Васильев-Бурзуй, Е. В. Пурнӑҫӗ ырлӑх таппинчен тӑратчӗ... / Е. В. Васильев-Бурзуй // Хыпар. – 2014. – 20 нарӑс (№ 32). – С. 4 : фот. - См. текст
  • Григорьев, Н. Ĕçченлĕхпе ырă кăмăл / Н. Григорьев // Ялав. – 1992. – № 8. – С. 24-25.
  • Демьянова, Э. Чăвашсен паллă çыравçи / Э. Демьянова // Хĕрлĕ ялав (Вăрмар р-нĕ). – 2007. – 3 юпа. – С. 3.
  • Казанов, А. П. «Ҫырас кӑмӑл вӗресе тӑрать...» / А. П. Казанов ; В. Григорьев калаҫнӑ // Хресчен сасси. Кил. – 2012. – 24 ҫурла (№ 33). – С. 3 : фот.
  • Казанов, А. Чунра сӳнмест иртнин çути... : [«Хыпар» хаçатра ĕçленĕ вăхăта аса илни] / А. Казанов // Хыпар. – 2006. – 10 пуш. – С. 3.
  • Крысин, П. Кулленхи пурнăç çыравçи / П. Крысин // Хыпар. – 2007. – 25 çурла. – С. 13.
  • Крысин, П. Унӑн хӑйӗн вулаканӗ пур / П. Крысин // Хыпар. – 2013. – 2 ака. – С. 4.
  • Кузнецов, В. Чун йывăрлăхĕпе – пурнăç çулĕпе / В. Кузнецов // Ар. – 2002. – 3-9 авăн.
  • Миронов, В Паянхи пек астăватăп / В. Миронов // Хĕрлĕ ялав (Вăрмар р-нĕ). – 2007. – 3 юпа – С. 3.
  • Нарсова, О. Асра юлнӑ кунсем, ҫулсем / О. Нарсова // Хӗрлӗ ялав (Урмар р-нӗ). – 2012. – 4 нарӑс. – С. 5.
  • Павлов, А. «Хыпарçăсем» – паллă çыравçăсем / А. Павлов // Хыпар. – 2001. – 21 çĕртме.
  • Пирĕн янташăн пархатарлă кун-çулĕ // Хĕрлĕ ялав (Вăрмар р-нĕ). – 2002. – 24 çурла.
  • Сергеева, И. Аркадий Казанова чысларӗҫ / И. Сергеева // Хыпар. – 2012. – 22 авӑн. – С. 9 : фот.
  • Сердюков, А. М. Кун-ҫулсем анаталла суланнӑ ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан хайлавсем / А. М. Сердюков // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата меслетлӗх : статьясен пуххи. – Шупашкар, 2012. – 17-мӗш кӑларӑм. – С. 100-105.
  • Соколова, А. Тарăн шухăш-туйăмпа витĕмлĕ сăнарлăх пĕр кӳлĕмре / А. Соколова // Тăван Атăл. – 2005. – № 5. – С. 68-71.
  • Ҫутӑ сӑнарӗ чӗрере упранӗ : [некролог] // Хыпар. – 2013. – 26 нарӑс. – С. 4 : фот.
  • «Ӳпкев ан тутăр халăхăм мана...» : [Аркадий Казанов çыравçă 75 çул тултарнă тĕле] // Хыпар. – 2007. – 25 çурла. – С. 13.
  • Хаçат редакторĕсем // Хыпар. – 2006. – 10 пуш. – С. 4, 9.
  • Шапеев, И. Хальхи пурнӑҫ тӗкӗрӗ / И. Шапеев // Хыпар. – 2013. – 24 кӑрлач (№ 12). – С. 4.
  • Юман, А. Чун хирӗҫлет: [сӑвӑ] / А. Юман // Хыпар. – 2013. – 21 пуш. – С. 4.
  • Афанасьев, П. Казанов Аркадий Петрович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 184-185.
  • Васильев, Е. Художник слова / Е. Васильев // Совет. Чувашия. – 2007. – 25 авг.
  • Иванов, В. Совесть и творчество неразделимы / В. Иванов // Чебоксар. правда. – 2007. – 30 авг. (№ 28). – С. 4.
  • Иванов, В. Г. Совесть и творчество неразделимы : (судьба журналиста и писателя А. П. Казанова) / В. Г. Иванов // Большая перемена: актуальные проблемы гуманизации современного образования : [материалы науч.-практ. конф., сост. 28 февр. 2014 г, с. Алтышево]. – Чебоксары, 2014. – С. 127-130.
  • Изоркин, А. В. Казанов Аркадий Петрович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 196.
  • Казанов, А. П. Сильный человек с добрым сердцем / А. П. Казанов ; записал Сера Пети // Чебоксар. правда. – 2012. – 29 авг. (№ 29). – С. 4.
  • Казанов Аркадий Петрович : [некролог] // Чебоксар. правда. – 2013. – 27 февр. (№ 7). – С. 8 : фот.
  • Казанов Аркадий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 187.
  • Фокин, П. П. Казанов Аркадий Петрович / П. П. Фокин, Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 175.
  • Ялгир, П. Казанов Аркадий Петрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 46.

Темӑпа ҫыхӑннисем