Ефимов Дмитрий Ефимович
Дмитрий Ефимович Ефимов (1888 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ, Тускел, Теччӗ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1919, Хусан) — чăваш сăвăçĕ-публицисчĕ, «Хыпар хаçатăн тĕп редакторĕ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1888 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Елчӗк муниципаллӑ районӗ) Тускел ялӗнче ҫуралнӑ.
1909 çулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вĕренсе тухнă. Ӗпхӳ кӗпӗрнин Çтерлĕ уесĕнче ялти ачасене пĕлӳ панă. 1918 çулта, нарăс-çурла уйăхĕсенче «Канаш» хаçатăн (Хусан) яваплă редакторĕ пулса тăрăшнă[1].
Каярах Хусан кĕпĕрнин çутĕç уйрăмĕнче ĕçленĕ, «Шурăмпуç» журнала кăларас ĕçе хутшăннă[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Чӑваш наци обществине никӗслекенсенчен пӗри пулнӑ.
- Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш ҫар ҫыннисен съезчӗ делегатне суйланнӑ (Хусан, 1918)[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Г. Ф. Юмарт. Ефимов Дмитрий Ефимович (выр.). chuvenc.ru. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ефимов, Дмитрий Ефимович (поэт, журналист; 23.09.1888-1919) (выр.). Наследите Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Малышкин, Н. Сӑвӑҫӑн хӑналӑх вӑхӑчӗ / Н. Малышкин // Хыпар. — 1997. — 2 утӑ.
- Малышкин, Н. Ф. Ефимов Дмитрий Ефимович / Н. Ф. Малышкин // Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем : ҫыравҫӑсем, сцена ӑстисем, ӳнерҫӗсем, халӑх коллективӗсем / Н. Ф. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 19-20.
- Ефимов Дмитрий Ефимович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 133.
- Малышкин, Н. Ф. Ефимов Дмитрий Ефимович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 119.
- Юмарт, Г. Ф. Ефимов Дмитрий Ефимович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 575.