Алюнов Гавриил Фёдорович

Алюнов Гавриил Фёдорович (чăвашла Алюн Кевĕрли, 1876 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Пӑва уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1921 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Хусан[1]) — ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чăваш политика ĕçченĕ, эсерсен партийĕн пайташĕ, чăваш наци юхăмĕн лидерĕсенчен пĕри[2]. Пĕтĕм Раççейри Учредительлĕ Пухăвăн депутачĕ[2].

Пурнăçĕ

1876 çулхи пушăн 13-мĕшĕнче (кивĕ стильпе — нарăсăн 27-мĕшĕнче) Чĕмпĕр кĕпӗрнин Пăва уесĕнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ) çуралнă[1][2][3].

1890–1895 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çакăнта ăна Чĕмпĕр кĕпĕрни çĕр канашĕн стипендипе вĕренме май панă[3]. Пултаруллă вĕренекенсенчен пĕри пулнă май, ăна 1-мĕш класра вырăс чĕлхи вĕрентекенӗ вырăнне хăварнӑ[3]. 1896 çулхи авăн уйăхĕнчен Чĕмпĕр уесĕнчи Аслӑ Пӑла Тимеш пĕр класлă шкулĕнче ĕçленĕ[2]. 1897–1900 çулсенче Чĕмпĕрти тӗн семинарийĕнче пĕлӳ илнĕ, хыççăн икĕ çул хушши Самар кĕпĕрнинчи Ивановка çĕр шкулĕнче вĕрентекен пулса тăрăшнă[3].

1902 çулта Г. Алюнов Ярославльти Демидов юридици лицейне вĕренме кӗнӗ, ăна 1910 çулта юридици ăслăлăхĕн кандидачĕ хисепĕпе вĕçленӗ[3]. 1905 çулхи революци тапхăрĕнче эсерсен партийĕнче тӑнă, Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенӗсен пĕрлешĕвĕн комитечĕн председателĕ пулса тăнă[2]. «Хыпар» хаçатăн редакци коллегинче ĕçленĕ. 1906 çулта арестленӗ, Тӗмен хулине янӑ, кайран ют çĕршыва кăларса янӑ[2]. 1906–1909 çулсенче Германире вĕреннĕ. 1909 çулта амнистипе Раççее таврăннă[2].

1910 çулта Демидов лицейне вĕçленĕ хыççăн присяжнӑй поверенный пулса ĕçлеме пуçланă[2]. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан çара хĕсмете чĕннĕ, Мускаври Александр ҫар училищинче курс вĕçлесен прапорщик хисепне тивĕçнĕ, Ярославльти запас полкĕнче хĕсметре тăнă[3][2].

1917 çулта — Ярославльти ĕçҫынни тата салтак депутачĕсен Канашĕн председателĕ[2]. Авăн уйăхĕнче Чăваш наци пĕрлешĕвĕн правленине кĕрет. Чăваш пĕрлешĕвĕсен наци съезчĕн (Чĕмпĕр, 1917) ертӳçисенчен пĕри. Хусан округĕнче Учредительлĕ Пухăва чăваш салтак комитечĕсен съезчĕн делегачĕ пулса суйланать[2][1]. Учредительлĕ Пухăва салатсан Пĕтĕм Раççейри Учредительлĕ Пухăвăн пайташĕсен комитечĕн йышĕнче ĕçленĕ, Чăваш Енĕн ыйтăвĕсемпе ятарлă уполномоченнӑй вырăнне йышăннă[2]. 1918 çулхи авăн уйăхĕнчи Ĕпхӳри пухӑва хутшăннă[1]. Ĕпхӳри правительствăна пăрахăçланă хыççăн Колчак ҫарӗ арестленĕ, Антантăн чехословак корпусĕн ертӳçисем ыйтнипе ирĕке кăларнă[2].

1920 çулта Тобольск хулинче Пĕтĕм Раççейри чрезвычайлӑ комитет аресленӗ[2]. Хусана илсе килеççĕ. 1921 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Хусанта ӳпке туберкулёзӗ чирĕпе тӗрмере вилнӗ[2][1].

Публицистика

«Хыпар», «Волжский вестник» тата ытти хаçатсенче публицистика статйисем пичетленӗ[2]. Чăваш халăхĕн наци ирĕклĕхĕ, культура тата чĕлхе аталанăвĕ ыйтăвĕсене халалланă ĕçсем çырнă.

Чăваш литературинче тата культуринче

  • Максимов-Кошкинский И. С. «Тĕрлемес таврашĕнче» драма.
  • Терентьев Н. Т. «Çиçĕм хыççăн аслати» драма (ку хайлава вырăсла та куçарса кăларнă, спектакль те лартнă).
  • Юхма Мишшин «Кăвак çӗмрен» роман-легендинче «Алюнов» хушаматлă сӑнар пур[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Алюнов Гавриил Фёдорович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16 Алюнов, Гаврил Федорович. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Выдающиеся наши земляки. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  4. ^ Шырав : Алюнов. Чăваш электронла вулавăш. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Леонтьев А. П. «Хыпар»: Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы. — Шупашкар, 2011.
  • Прокопьева Р. «Я всех вас люблю...». Так сказала редактор газеты «Хыпар» Агафья Гаврилова незадолго до расстрела: [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты «Хыпар» и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. Н. Николаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском. Дайджест. — 2003. — 22 февр. (№ 2). — С. 7.
  • Станьял В. П. «Закатилось золотое солнце...» — «Республика» хаçатăн сайчĕ. — 2016 çулхи пушăн 16-мĕшĕнчи редакци.
  • Алюнов Гавриил Фёдорович // Чувашская энциклопедия. — Шупашкар, 2006. — Т. 1 : А–Е. — С. 76.
  • Фёдоров Ф. Ф. Алюнов Гавриил Фёдорович / Ф. Ф. Фёдоров // Краткая чувашская энциклопедия. — Шупашкар, 2001. — С. 51.