Луч Григорий Васильевич
Григорий Луч | |
---|---|
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Васильев Григорий Васильевич |
Ҫуралнӑ | 1931, ҫурла, 1 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Уйкас Кипек ялĕ, Вӑрнар районӗ, Чăваш АССР |
Вилнӗ | 1998, чӳк, 16 |
Вилнӗ вырӑн | Шупашкар, Чăваш Республики |
Гражданлӑх |
![]() ![]() |
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | прозăç |
Жанр | калав, очерк, повеç |
Хайлавсен чӗлхи | чăваш, вырăс |
Луч Григорий Васильевич (чăн хушамачĕ Васильев), — прозаик. 1931 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1970 çултанпа СССР ÇП пайташĕ[1].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Шăхасан вăтам шкулĕнче, партин Ленинградри аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Шăхасан район хаçачĕн редакциĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçат редакторĕн çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн çырусен уйрăмĕн заведующийĕ, парти обкомĕн пичет секторĕн заведующийĕ, «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕ, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пропоганда бюровĕн ертӳçи пулнă.
Ӗçĕсем
Очерксем, калавсем, повеçсем çырнă. Кулăшлисем чылай: «Ӳркенмен кахал», «Арăслан», «Кĕтӳç шăхличĕ», тата ыттисем те.
Кĕнекисем:
- «Ӳркенмен кахал» (1973);
- «Каçарăр, тархасшăн» (1982);
- «Журавли» (Тăрнасем, вырăсла, 1969);
- «Возвращение талисмана» (Талисман таврăнни, вырăсла, 1983);
Вуламалли
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Ӑнлантарусем
Каçăсем
Ҫулталӑк кӗнеки=книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Литературная карта Чувашии( ӗҫлемен каҫӑ)
«Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
- Чăваш Енре ҫуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Рувики:Ҫыравҫӑсем пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш çыравçисем
- Ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1931 ҫулта ҫуралнисем
- Раштавӑн 16-мӗшӗнче вилнисем
- Раççей çыравçисем
- 1998 ҫулта вилнисем
- СССР çыравçисем