Ҫӗмӗрле
| Ял-хула | |||||
| Ҫӗмӗрле | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| выр. Шумерля | |||||
| | |||||
|
|||||
| 55°30′00″ с. ш. 46°25′00″ в. д.GЯO | |||||
| Патшалӑх |
|
||||
| Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
| Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ | Васильев Эдуард Михайлович | ||||
| Историпе географи | |||||
| Никӗсленӗ | 1916 | ||||
| Лаптӑк | 13,3 км² | ||||
| Ҫӳллӗш | 100 | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| Халӑх йышӗ |
|
||||
| Халӑх йышлӑхӗ | 13,3 ҫын/км² | ||||
| Национальноҫсем | вырăссем, чăвашсем, тутарсем, ирçесем | ||||
| Официаллӑ чӗлхе | чӑвашла тата Вырăс чĕлхи | ||||
| Цифра идентификаторӗсем | |||||
| Телефон кочӗ | +7 83536 | ||||
| Почта индексӗ | 429120 | ||||
| ОКТМО кочӗ | 97550000001 | ||||
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 97413 | ||||
|
|
|||||
| gshum.cap.ru | |||||
|
|
|||||
Çӗмӗрле — Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикинчи республика пӗлтерӗшлӗ хула.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӑн тата Ҫӗмӗрле районӗн администраци центрӗ, анчах та 2004 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин муниципаллӑ йӗркеленӳсен чиккисене палӑртасси тата вӗсене хула, ял тӑрӑхӗн, муниципаллӑ районпа хула округӗн статусне парасси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн унӑн шутне кӗмен[2].
Ят пӗлтерӗшӗ
Хула ячӗ Ҫӗмӗрле чӑваш ялӗн ятӗнчен пулса кайнӑ.
Хӑй ял ячӗ вара, пӗр шухӑшпа килӗшӳллӗн, чӑвашла «Ҫӗмӗртлӗх» («Ҫӗмӗртсем ӳсекен вырӑн») сӑмахран пулса кайнӑ.
Тепӗр шухӑшпа «Ҫӗмӗрле» сӑмах ҫак районти путлӑхлӑ шурлӑхсем нумаййипе ҫыхӑннӑ, вӗсем «Ҫӗмӗрлӗ тана», урӑхла каласан, иртсе ҫӳреме йывӑр «лачака» туса хунӑ, ял шӑпах юханшывӑн сылтӑм енче, ҫӳллӗ ҫыранӗнче вырнаҫнӑ, вӑл шыва «туртма» пулӑшать те).
Виҫҫӗмӗш шухӑшпа «Ҫӗмӗрле» ят «ҫӗмӗр» (ват, аркат) сӑмахран пулса кайнӑ: тахҫан, кунти малтанхи ҫынсем шыв пайланӑвӗ пуҫланакан Ҫӗмӗрлепе Тӑванкасси хушшинче ҫырма хӗррипе ларса тухнӑ пулнӑ. Ҫак тӳпемлӗхрен Мӑн Ҫавал пуҫламӑшӗ тата Палан юханшывне юхса кӗрекен пӗчӗк юханшывсем пӗрлешсе пысӑк хӑвӑртлӑхпа аркатуллӑ вӑй илнӗ[3].
Тепӗр шухӑшпа хула ячӗ «шу мер ля» ирҫе гидронимӗнчен пулса кайнӑ — шурлӑх ҫырлиллӗ (клюква) ҫырма (юханшыв), унран вара — чӑваш ячӗ «Ҫӗмӗрле».
Кунҫулӗ
Хула пуҫланса кайнӑ вырӑнта сӗм вӑрман, кӳлӗсем, путлӑхлӑ шурлӑхсем тата тарӑн варсем пулнӑ. Мамӑк тирлӗ тискер кайӑксем — сӑсар, юс, кӑш тата ыттисем те — пурӑннӑ. Шурлӑхсенче кӑвакалсем, кайӑк хурсем пурӑннӑ. Сӑр хӗррипе хӑнтӑрсем, юханшывра ҫӗкӗ те ытти пулӑ ӗрченӗ.
1916 ҫулта Мускав-Хусан чукун ҫул тунӑ чухне Ҫӗмӗрле чукун ҫул чарӑнӑвне туса хунӑ, ӑна ҫывӑхри Ҫӗмӗрле чӑваш ялӗ ячӗпе ят панӑ. Станцире вокзал ҫуртне тата темиҫе хуралтӑ туса лартнӑ[4].
1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Ҫӗмӗрле Чулхула кӗпӗрнине кӗнӗ.
Чылай хушӑ посёлокра станцие пӑхса тӑракан темиҫе йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан персонал ҫемйисем кӑна пулнӑ[5]. Кайран ҫӗнӗ уйрӑм ҫуртсем тума пуҫланӑ.
Урамсем вырӑнне — «пӗрремӗш лини», «иккӗмӗш лини», «виҫҫӗмӗш лини» ҫурчӗсем[4].
Посёлока пысӑк юманлӑхсем хупӑрласа илнӗ, ҫавӑнпа та Ҫӗмӗрлери пӗрремӗш предприятисенчен пӗри, йывӑҫ тирпейлекен комбинат пулса тӑнӑ[4]. 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче юман экстракчӗ туса кӑларакан пысӑк савута тума тытӑннӑ, ӑна «Большевик» ят панӑ.
1930 ҫулта завод пӗрремӗш продукцине кӑларнӑ.
1930 ҫулта кунта ӗҫ посёлокӗ туса хунӑ.
1937 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хула статусне илнӗ.
1939—1940-мӗш вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле хулара 4 шкул пулнӑ — 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш шкулсем[5].
1941 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлене ОКБ-28 «хуҫалӑхӗпе» пӗрремӗш эшелон ҫитнӗ, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кунта пӗрремӗш десант планерне пуҫтарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 471-мӗш завод (йывӑҫ тӑвакан завод) сериллӗ 10 аппарат хатӗрленӗ, вӗсене турттаракан десантниксен шучӗпе Г-11 (В. К. Грибовский конструктор проекчӗ) тесе палӑртнӑ. Г-11 туса кӑларасси 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗчченех пынӑ, 1942 ҫулта вара ӗҫлеме чарӑннӑ, ОКБ-28 ӗҫлекенсен йышне Як-6 самолетсем туса кӑларассине тӗпе хунӑ 471-мӗш савутӑн техперсоналӗпе пӗрлештернӗ.
1950 ҫул вӗҫнелле хулара пульница, ача ҫуратмалли ҫурт, поликлиника хута янӑ[4].
50-мӗш ҫулсенче каҫхи техникум — Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗн филиалӗ — ӗҫе пуҫӑннӑ[5].
Чӑваш Республикин 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле хули — хула округӗпе Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округне пӗрлештернӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн административлӑ тӗпӗ Ҫӗмӗрле хули пулса тӑнӑ[6].
Вырӑнӗ
Хула Тухӑҫ-Европа тӳремӗнче, Чӑваш платовӗнче[7], Шупашкартан 110 ҫухрӑмра, Сӑр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ.
Географи-экономика тӗлӗшӗнчен меллӗ вырӑнта вырнаҫнӑ:
- «Мускав — Хусан» чукун ҫул магистралӗ ҫинче вырнаҫнипе;
- Автоҫулсем лайӑх аталаннипе — Чӑваш Республикин тӗп хулипе, ҫавӑн пекех Канаш, Улатӑр, Етӗрне хулисемпе аслӑ ҫулсем ҫыхӑнтараҫҫӗ;
- Сӑр юханшывӗ тӑрӑх шыв ҫулӗ пуррипе[7].
Ҫӗмӗрле хулипе юнашар ҫулла Сӑр шывӗ урлӑ Чӑваш Республикине[8] Чулхула облаҫӗпе ҫыхӑнтаракан понтон кӗперӗ ӑсталаҫҫӗ[7].
Хӗлле Ҫӗмӗрле — Нават пӑрлӑ каҫӑ ӗҫлет.
Хула лаптӑкӗ — 1378 га, ҫав шутра йывӑҫ-тӗм, чечексем 28 га йышӑнаҫҫӗ[7].
Хулара уйӑхри вӑтам температура кӑрлачрр — 12-рен пуҫласа утӑ уйӑхӗнчи +18 таран. Ҫулталӑкри вӑтам температура +3,4 ºС танлашать. Ҫулталӑкра вӑтамран 500 мм яхӑн нӳрӗк ӳкет[7].
Халӑх йышӗ
| 1926[9] | 1931[10] | 1939[11] | 1959[12] | 1967[13] | 1970[14] |
|---|---|---|---|---|---|
| 15 200 | ↘4100 | ↗15 220 | ↗30 213 | ↗31 000 | ↗33 816 |
| 1979[15] | 1989[16] | 1992[17] | 1993[18] | 1996[19] | 1997[20] |
| ↗37 347 | ↗41 986 | ↗42 800 | →42 800 | ↘42 100 | ↘41 600 |
| 1998[21] | 1999 | 2001[22] | 2002[23] | 2003[24] | 2005[25] |
| ↘41 300 | ↘41 000 | ↘39 500 | ↘36 239 | ↘36 200 | ↘35 200 |
| 2006[26] | 2007[27] | 2009[28] | 2010[29] | 2011[30] | 2012[31] |
| ↘34 800 | ↘34 200 | ↘33 708 | ↘31 722 | ↘31 700 | ↘31 101 |
| 2013[32] | 2014[33] | 2015[34] | 2016[35] | 2017[36] | 2018[37] |
| ↘30 798 | ↘30 536 | ↘30 347 | ↘29 954 | ↘29 553 | ↘29 071 |
| 2019[38] | 2020[39] | 2021[40] | |||
| ↘28 647 | ↘28 356 | ↘26 873 |
2020 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Ҫӗмӗрле хули Раҫҫей Федерацийӗнчи 1118 хула хушшинче 540-мӗш вырӑнта пулнӑ.
- Наци йышӗ
2022 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Ҫӗмӗрле хулинче чӑвашсем— 67,6 %, вырӑссем — 26,5 %, тутарсем — 2,7 %, ирҫесемпе мӑкшӑсем — 1,2 % тата ытти халӑхсем пурӑннӑ.
Экономика
Хулан промышленнӑҫӗнче тӗп вырӑнта машиностроени отраслӗ (унифициленӗ автофургонсем, ятарлӑ кузовлӑ автомобильсем — автомобиль-столовӑй, васкавлӑ пулӑшу автомобилӗ т. ыт. те — туса кӑларакан Ҫӗмӗрлери автофургонсен комбиначӗ тата Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ). Ҫавӑн пекех ҫӑмӑл промышленность предприятийӗсем (ҫӗвӗ фабрики), апат-ҫимӗҫ предприятийӗсем (ҫӑкӑр завочӗ, ҫу завочӗ, «Лесной» апат-ҫимӗҫ комбиначӗ) пур.
Хулан малашнехи аталанӑвӗ машинӑсем тӑвакан специализацие тарӑнлатнипе тата Ҫӗмӗрлене Пӗтӗм Раҫҫейри рынока илсе тухакан меллӗ транспорт магистралӗсем пуррипе ҫыхӑннӑ.
Тупӑшлӑ, тирпейлекен производствӑсенче тата электроэнерги, газ тата шыв валеҫес ӗҫре харпӑр хӑй вӑйӗпе тунӑ таварсен калӑпӑшӗ 4534,3 млн тенкӗпе (2008 ҫ.) танлашнӑ.
Хула ҫывӑхӗнчи территорире тата районта кирпӗч кӑларма юрӑхлӑ тӑм (2006 ҫулччен Ҫӗмӗрлере кирпӗч завочӗ пулнӑ), строительство валли хӑйӑр пуррине палӑртнӑ[7].
Культура, МИХсем, физкультура тата спорт
Хулара таврапӗлӳ музейӗ, музыка тата ӳнер шкулӗсем, «Восход» культура керменӗ, 7 вулавӑш ӗҫлеҫҫӗ.
«Вперёд» («Малалла») вырӑсла тата чӑвашла хаҫат пичетленет.
Хулари кабель телекуравӗн «Новая Реальность» телеканал ӗҫлет.
Хальхи вӑхӑтра пӗр «Труд» стадион пур.
2007 ҫулта «Олимп» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс уҫнӑ.
Хула варринче культурӑпа кану паркӗ вырнаҫнӑ, вӑл Чӑваш Республикин уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗ статусӗллӗ[7].
Сывлӑх сыхлавӗ
Ҫӗмӗрле хулин халӑхне ҫак учрежденисем медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ:
- «Ҫӗмӗрлери хула стоматологи поликлиники» АУ[41].
- Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин «Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗ» БУ[42].
Вӗренӳ
Вӑтам тата пуҫламӑш професси пӗлӗвӗ параканнисем:
- Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗ[43].
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсем:
- 1-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (1940 ҫул),
- 2-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (1932 ҫул),
- 3-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (1936 ҫул),
- 6-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (1980 ҫул),
- 8-мӗш гимнази (1991 ҫул).
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Закон Чувашской Республики от 24 ноября 2004 года «Об установлении границ муниципальных образований Чувашской Республики и наделении их статусом городского, сельского поселения, муниципального района и городского округа»
- ^ Официальный сайт администрации Шумерлинского городского округа: Что означает «Шумерля?»
- ^ 1, 2, 3, 4 г. Шумерля Чувашской Республики » История города Шумерля. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 г. Шумерля Чувашской Республики » История города Шумерля. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ О преобразовании муниципальных образований города Шумерли Чувашской Республики и Шумерлинского муниципального округа Чувашской Республики и о внесении изменений в Закон Чувашской Республики «Об установлении границ муниципальных образований Чувашской Республики и наделении их статусом муниципального округа и городского округа» (выр.). Нормативные правовые акты Чувашской Республики. Сетевое издание "право21.рф" (17 ҫӑвӑн 2024).
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Шумерля - Союз малых городов Российской Федерации (выр.). Союз малых городов Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Ледовая переправа Наваты – Шумерля закрылась в Нижегородской области | РИА ФедералПресс. fedpress.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus_pop_39_3.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/shumerlja/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.
- ^ Автономное учреждение "Шумерлинская городская стоматологическая поликлиника" - адрес и контакты учреждения.
- ^ БУ "Шумерлинский межтерриториальный медицинский центр" минздрава Чувашии - адрес и контакты учреждения.
- ^ Main. shpt.edusite.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официальный сайт города Шумерля
- Шумерля в энциклопедии «Мой город»
- Блог города Шумерля
- ОАО «Комбинат автомобильных фургонов» 2010 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ОАО «Шумерлинский завод специализированных автомобилей» 2012 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ҫӗмӗрле районӗн пурăнакан вырăнĕсем | |
|---|---|
Администраци центрĕ: Çĕмĕрле хули Ялсем: Автобус • Анат Кăмаша • Атăл • Ахмасиха • Вăрманкасси • Вырăс Улхаш • Дубовка • Кабаново • Кăмаша разъезчĕ • Кĕçĕн Тăван • Коминтерна • Макарин • Малиновка • Мăн Улхаш • Мисчĕ • Мисчĕ разъезчĕ • Мулкачкасси • Паланнă • Патаккасси • Петропавловск • Пĕнер • Пӗренеш • Пилешкасси • Подборный • Пӳкри • Речной • Саватер • Саланчăк • Çĕмĕрле • Çĕнкас • Тарăн Çырма • Тăванкасси • Триер • Тукас • Тури Кăмаша • Турхан • Ульяновски • Уйкас Ялтра • Хĕрлĕ Атмал • Хĕрлĕ Октябрь • Хĕрлĕ Çăлтăр • Хутар • Чартакан • Чăваш Улхаш • Эскетен • Юманай • Якуртушкăнь • Янташ • Яхайкă |
Чăваш Ен |
|||
|---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ | |||