Эскетен

Эскетен (выр. Пояндайкино) — Чăваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкăнь ял тăрăхне кĕрекен ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Эскетен ачисем Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме çӳреççĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 322 çын, çав шутра 153 арçын, 169 хĕрарăм пурăннă[2].

Урамсем

Ялта пурĕ тăватă урам:

  • Гагарин (Кайри Ушкăнь);
  • Колхоз;
  • Мир (Утриван);
  • Николаев (Варринчи Ушкăнь)

Йĕркелӳ вырăнĕсем

  • «Çĕнĕ пурнăç» ял-хуçалăх организацийĕ;
  • Эскетен ялĕн фельдшер пункчĕ;
  • Эскетен ялĕн культура çурчĕ.

Кун-çулĕ

Эскетен ялĕ 250 çул каялла пулса кайнă. Архиври тата музейри материалсем тăрăх, ăсчахсем ял пулса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.Çапах ытларах вĕсем пурте 1744 çул çине кăтартаççĕ. Эскетен тени вара унта тахçан пурăннă Эскетен ятлă таркăн салтакăн ятĕнчен пуçланнă.

Паянхи ял ун чухне виçĕ ялтан тытăнса тăнă:

  1. Кайри Ушкăнь (выр. Репейкино) — кунта Пакулаевсен йăхĕ пулнă.
  2. Варринчи Ушкăнь (выр. Пояндайкино) — кунта Пояндаевсем пурăннă. Вĕсем 1914 çулчен трактир тытнă.
  3. Утриван (выр. Отрыванкино) кунта пурăннă Утриван çын ячĕнчен пулса кайнă.

Паллă çынсем

Вуламалли

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"