Хутар
Хутар (выр. Ходары) — Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи ял. Хутар ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.
Вырнаҫӑвӗ
Район центрӗнчен — Ҫӗмӗрле хулинчен — 19 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ. Ҫывӑхри Ҫӗмӗрле чукун ҫул чарӑнӑвӗ те унтах вырнаҫнӑ. Ял витӗр Шупашкар — Сӑр регионти автоҫул иртет. Ял Эскетен юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ[2].
Кунҫул
Ял XVIII ӗмӗртенпе паллӑ. Ҫӑлкуҫсенче тӗлпулакан историллӗ ячӗсем: Лобашка, Ходарово, Ходар, Покровское. Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1835 ҫулччен — патшалӑх ҫыннисем, 1863 ҫулччен удел хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗ — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, хурт-хӑмӑр ӗрчетесси, платник ӗҫӗ, ҫавӑн пекех ют ҫӗрсене кайса ӗҫлесе килнӗ. 1748 ҫулта Таса Турамӑш Пукрав чиркӗвне туса лартнӑ[3]. 1870 ҫулта ялта Халӑх ҫутӗҫ министерствин пуҫламӑш шкулӗ хута кайнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне арман тата суту-илӳпе промышленность заведенийӗ ӗҫленӗ. 1929 ҫулта Токсин ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ[2].
Административлӑ йӗркеленӳ
Ял XVIII ӗмӗртенпе 1920 ҫулччен Шупашкар уесӗн Тӑрӑн вулӑсне, Кӑрмӑш уесӗн Атай тата Хутар вулӑсӗсене кӗнӗ (ҫав шутра Атайкасси удел приказне, 1835—1863 ҫҫ.). 1920—1927 ҫулсенче Етӗрне уесӗн Хутар вулӑсӗн, 1927—1935 ҫулсенче Вӑрнар районӗн шутне кӗнӗ, 1935 ҫултанпа Ҫӗмӗрле районне кӗрет, 1965—1966 ҫулсемсӗр пуҫне, ун чухне Ҫӗмӗрле хулин хула канашӗ пӑхӑнӑвӗнче пулнӑ. 1918 ҫултанпа 1927 ҫулччен вулӑс центрӗ пулнӑ. 1927 ҫултанпа — Хутар ял канашӗн тӗпӗ, каярах ӑна Хутар ял тӑрӑхне реорганизациленӗ[4].
Халӑх йышӗ
| 1859 | 1884 | 2010[5] | 2012[6] | 2021[7] |
|---|---|---|---|---|
| 186 | ↗197 | ↗578 | ↗630 | ↗734 |
Килсемпе пурӑнакансен шучӗ:
- 1747: 255 арҫын;
- 1795: 16 кил, 51 арҫын, 41 хӗрарӑм;
- 1869: 72 арҫын, 81 хӗрарӑм;
- 1897: 46 кил, 183 арҫын, 153 хӗрарӑм;
- 1926: 221 кил, 498 арҫын, 549 хӗрарӑм;
- 1939: 540 арҫын, 665 хӗрарӑм;
- 1979: 370 арҫын, 438 хӗрарӑм;
- 2002: 251 кил, 638 ҫын: 316 арҫын, 322 хӗрарӑм;
- 2010-мӗш ҫулхи ҫыравпа ялта 578 ҫын, ҫав шутра 284 арҫын, 294 хӗрарӑм пурӑннӑ[2].
Пурӑнакан халӑх — чӑвашсем, вырӑссем[2].
Хальхи вӑхӑт
Ялта шкул, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ, Культура ҫурчӗ, библиотека, ҫыхӑну уйрӑмӗ тата Перекет банкӗн уйрӑмӗ, музей, 4 спортплощадка, 4 лавкка ӗҫлеҫҫӗ. Ялти предприятисем — Ленин ячӗллӗ ялхуҫалӑх предприятийӗ, «Алёнушка» агрофирма" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳ[2].
Паллă çынсем
- Долгов Василий Архипович (1906—1990) — литература критикĕ, прозаик, сăвăç;
- Кудаков Юрий Дмитриевич (1943) — композитор;
- Федоров Фёдор Владимирович (07.06.1909 — 26.07.1991) — агроном, эколог, публицист;
- Спиридонов Юрий Николаевич (1969) — Раҫҫей кинорежиссёрӗ, сценарисчӗ, актёрӗ, кинопродюсерӗ тата кинооператорӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 И. Н. Евграфова, З. А. Трифонова. Ходары. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Покровская церковь села Ходары. Начало (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Шумерлинский муниципальный округ (8 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Алфавитный список населённых мест с изменениями в названии. Цивильская волость Цивильский уезд Казанская губерния - Мое Семейное Древо (выр.). pomnirod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx.
Вуламалли
- И. Н. Евграфова, З. А. Трифонова. Ходары. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.