Пилешкасси (Çĕмĕрле районĕ)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Пилешкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Пилешкасси, — Чăваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗн ялĕ. Хутар ял тăрахне кĕрет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта 95 кил. Пĕтĕмпе виçĕ урам: тĕп, урлӑ урам, хыçри урам. Ял варринче виçĕ пĕве пур, асфальт çул сарнӑ, газ кĕртнĕ.

Обществӑ тата культура меропрятийĕсене халӑх Хутарти Культура çуртне çӱрет. Ялта апат-çимĕç лавкки пур.

Тавралăхĕ

Юнашар Хутар ялĕнчен хĕвеланӑç еннелле çур çухрӑмра вырнаçнӑ.

Кун-çулĕ

Ял хӑçан пуçланса кайнине татӑклӑ татса паман. 1808 çулхи Чĕмпĕр кĕпернин картти çинче яла Вăрманкас ятпа паллă тунă. 1863 çулхи Чĕмпĕр кĕпернине кĕрекен ялсен списокĕнче ял икĕ ятпа Вăрманкас (Пилешкасси) ятпа тăрать. Каярахри истори хучĕсенче ял Пилешкасси ячĕпе кăна тĕл пулать. Истори докуменчĕсенче (1864 ç.) яла Пилешкасси тесе çеç çырнине кура ял кунне паллӑ тӑвассине çав çулпа çыхăнтарнă.

1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Кӑрмӑш уесӗн Атикасси вулăсне кĕнĕ.

Ял ӳссех пыни паллӑ - 35 килтен пуçласа XX ӗмӗр тĕлне 100 кил урлӑ каçнӑ. Жданов ячĕпе хисепленекен колхоз йĕркеленĕ. Ялта клуб, лаша витисем, хурал пӳрчĕ, пуçламӑш шкул пулнӑ.

Паллӑ çыннисем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли