Андреев Владимир Юрьевич
Владимир Юрьевич Андреев (раштав, 4 1963, Хутар) Çĕмĕрле районĕ — вĕрентӳç, чăвашла пĕрремĕш электрон кĕнекесен авторĕ
Кун-çулĕ
Хутарта (Ҫӗмӗрле районӗ) 1963 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ мĕн пĕчĕкрен Пилешкасси ялĕнче иртнĕ. Пилешкассинчи пуçламĕш класра тата Хутарти вăтам шкулта вĕреннĕ. 1982-1984 çулсенче çарта пулнă.
Михайловкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пуçлать. Çав çулах компьютерпа ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пĕрремĕш программа çырать.
Михайловкăри вăтам шкулта директор пулса вăй хурать
Авланнă, мăшăрĕпе пĕр хĕр ӳстереççĕ.
Чыславсемпе парнесем
- 2007 — Чăваш вĕренӳ министерствин хисеп хучĕ
- 2010 — Çĕрпӳ район администрацийĕн хисеп хучĕ
- 2011 — Раççей Федерацин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- 2013 — Чăваш вĕренӳ министерствин хисеп хучĕ
Электрон пулăшав кĕнекисем
- 2006 - "Чăваш чĕлхи, 5-мĕш класс", "Путене, Чăвашри кайăксем" хушма лексика материалĕ
- 2006 - "Чăваш чĕлхи, 2-мĕш класс"
- 2007 - "Чăваш чĕлхи, 6-мĕш класс", "Сĕтпе ӳсекен чĕрчунсем" хушма лексика материалĕ
- 2008 - "Чăваш чĕлхи, 7-мĕш класс", "Ӳсентăрансем" хушма лексика материалĕ
- 2009 - "Чăваш чĕлхи, 8-мĕш класс", "Пулăсем" хушма лексика материалĕ
- 2010 - "Чăваш чĕлхи, 9-мĕш класс", "Вак чĕрчунсем" хушма лексика материалĕ
Компьютер вăййисем
- 2007 - "Пĕлӳ шыраса", 5-мĕш классра вĕренекенсем валли
- 2011 - "Пулăра", 6-мĕш классра вĕренекенсем валли
- 2013 - "Кукамай патĕнчен", 7-мĕш классра вĕренекенсем валли
Тетелри ĕçĕсем
- "Педканаш"
- "Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ"
- "Шкул ТВ"
- "Шкулта"
- "ЦивильскТВ"