Ефремов Валерий Валентинович
Ефремов Валерий Валентинович (ҫур. 1953 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле) — совет тата Раҫҫей музыканчӗ, «Машина времени» тата «Високосное лето» ушкӑнсен параппанҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1999).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Ашшӗ — Ефремов Валентин Яковлевич (1932—1997), амӑшӗ — Галина Ивановна Ефремова (1930).
1971 ҫулта Мускав облаҫӗнчи Мытищи(выр.)чăв. хулинчи 2-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1977 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн хими факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Университетра вӗреннӗ чухне Мытищи хулинче, «Авангард» ушкӑнра ташӑ каҫӗсенче вылянӑ[2].
1976—1979 ҫулсенче «Високосное лето»(выр.)чăв. ушкӑнра параппанҫӑ пулнӑ.
1976 ҫулта «Високосное лето» ушкӑнӑн ударникӗ сӑнарӗнче «Шесть писем о бите» фильмра ӳкерӗннӗ.
1977—1979 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн хими физикин ӑслӑх-тӗпчев институтӗнче стажер-тӗпчевҫӗ пулса ӗҫленӗ.
1979—1980 ҫулсенче Мускаври гастроль камит театрӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ.
1979 ҫулта Александр Кутиковпа пӗрле «Машина времени» ушкӑна куҫнӑ, параппанҫӑ вырӑнне йышӑнать.
Йышри сцена ҫинчен нихӑҫан та юрламан пӗртен-пӗр музыкант.
Ушкӑнри ыттисемпе пӗрле ҫак фильмсенче ӳкерӗннӗ: «Душа» (1981), «Начни сначала» (1985), «Рок и фортуна» (1989).
Валерий Ефремов нимӗҫсен параппан турилккисене туса кӑларакан Meinl фирма эндорсерӗ(выр.)чăв. пулса тӑнӑ. Ефремов хӑй каланӑ тӑрӑх, параппанҫӑн чи тӑкаклӑ материал вӑл, паллах, патаксем, анчах турилккесем те ванаҫҫӗ. Килӗшес умӗн Валерий Ефремов ҫав турилккесене тимлӗн итленӗ, каласа пӑхнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пахалӑхӗпе питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ[3].
Ҫемье тата харпӑр пурнӑҫ
- Арӑмӗ (1980 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче пӗрлешнӗ) — Мариана Ефремова — телекуравра 1980 ҫултан пуҫласа 1995 ҫулччен ӗҫленӗ, унпа пӗрле Макаревичӑн пӗрремӗш арӑмӗ Елена Игоревна Фесуненко та ӗҫленӗ; Ефремовсен туйӗнче чылай паллӑ ҫын пулнӑ, тепӗр кунне вӗсем патне шӑнкӑравласа Высоцкий вилнине пӗлтернӗ[4].
Юратнӑ параппанҫӑсем: Джон Бонэм, Чад Смит, Фил Коллинз[7].
Хобби: ту йӗлтӗрӗ, сноуборд, бильярд, виндсерфинг, теннис. Пушӑ вӑхӑта спортпа тата экстремаллӑ спортпа айланать. Социаллӑ тетелсенче вӑл ҫук, вӗсене пит пӗлтерӗшлӗ тесе шутламасть.
Фильмографи
| Ҫул | Ят | Сӑнар | |
|---|---|---|---|
| 1976 | док | «Шесть писем о бите» | камео |
| 1981 | ф | «Душа» | камео |
| 1983 | мф | «Я возвращаю Ваш портрет» | камео |
| 1985 | ф | «Начни сначала» | камео |
| 1989 | ф | «Стеклянный лабиринт» | камео |
| 1989 | док | «Рок и фортуна» | камео |
Хисепӗсем
- Хисеп орденӗ (1999 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ) — музыка ӳнерне аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн[9];
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1999 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ) — ӳнер енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[10].
Дискографи
2000-мӗш ҫулта Sintez Records фирма Ефремовӑн «Сбивчивый рассказ» ятлӑ харпӑр альбомне кӑларнӑ («МВ» сайтӗнчи пӗрремӗш апрель шӳчӗ).
Ӑнлантарусем
- ^ Валерий Ефремов // Discogs (англ.) — 2000.
- ^ Валерий Ефремов - Группа: история создания, участники, цитаты | Машина Времени - официальный сайт рок группы - Машина Времени. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Ефремов Валерий Валентинович - Музыкант - Биография(паллӑ мар). rus.team. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ ««Машина времени». История группы. Юбилейное издание», Евгений Додолев читать онлайн фрагмент бесплатно без регистрации(паллӑ мар). Литрес. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ ВКонтакте | ВКонтакте (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Солист 5sta Family объявил о смерти своей дочки, которая родилась всего 9 дней назад (2020-09-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Чат с Валерием Ефремовым 28.09.2002. www.mashina-vremeni.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Машина с евреями П.Подгородецкий
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 24.06.1999 г. № 814. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 22.11.1999 г. № 1557. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.