Интернет
Интерне́т (акăл. Internet, МФА: [ˈɪn.tə.net]) — информаципе коммуникаци ҫыххи тата информацие упрамалли тата куҫармалли пӗрлехи компьютер тетелӗн тӗнче шайӗнчи система[1].
Интернета TCP/IP протоколсен стекӗ ҫинче никӗсленӗ[2]. Унӑн никӗсӗ ҫинче Пӗтӗм тӗнчери тетел (World Wide Web, WWW), шырав системисем, электронлӑ почта, IP-телефони тата ытти сервиссем ӗҫлеҫҫӗ[1][3].
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен йышӗ 6 млрд ҫынран иртнӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗнчи мӗнпур ҫынна илес пулсан ку 70% ытла пулать[4].
Термин
РӐА кӑларнӑ «Русский орфографический словаря» 4-мӗш кӑларӑмӗнче (2013) ҫыру практикипе тата РӐА Орфографи комиссийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн икӗ вариант ҫырма сӗннӗ: пӗчӗк тата пысӑк саспаллинчен[5].
Терминпа пӗрремӗш хут 1945 ҫулта АПШ Ҫар департаменчӗ радиооператор руководствинче усӑ курнӑ[6]. Паян «Интернет» тени ытларах пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ компьютер ҫыхӑнӑвӗсен глобаллӑ системине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех ку ятпа пысӑках мар тетелти кирек мӗнле ушкӑнне те калама пултараҫҫӗ[7].
«Интернет» тата «Пӗтӗм тӗнчери тетел» терминсемпе час-часах пӗр шайра усӑ кураҫҫӗ; ытларах чухне веб-браузерпа усӑ курса веб-страницӑсене пӑхма «Интернета тухни» пирки калаҫҫӗ. Апла пулин те Тӗнче тетелӗ гиперкаҫӑсемпе тата URL-адрессемпе ҫыхӑннӑ документсен (веб-страницӑсен) тата ытти веб-ресурссен пӗрлехи пуххи[8], интернет-сервиссенчен пӗри кӑна шутланать[9].
Историйӗ
Интернета йӗркелекен принципсене пӗрремӗш хут 1969 ҫулта DARPA американ ҫар агентствин саккасӗпе йӗркеленӗ ARPANET тетелӗнче усӑ курнӑ[10][11][12]. ARPANET-ра хатӗрленипе усӑ курса 1984 ҫулта АПШ Наци ӑслӑлӑх фончӗ университетсемпе шутлав центрӗсем хушшинче ҫыхӑну тытма NSFNET ҫыхӑнӑвне йӗркеленӗ. ARPANET хупӑ пулсан NSFNET-па ҫыхӑнасси питӗ ирӗклӗ пулнӑ. NSFNET никӗсри ҫыхӑну кӑшӑлне коммерцилле усӑ курма панӑ хыҫҫӑн хальхи Интернет ҫуралнӑ[13][14].
Концепцие йӗркелени
Сообщенисене хӑвӑрт ҫитерес енӗпе ӗҫленӗ пӗрремӗш тӗпчев программине Массачусетри технологи институтӗнчи Джозеф Карл Робнетт Ликлайдер ертсе пынӑ. 1962 ҫулта вӑл «Galactic Network» ӗҫе пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн ӗҫне пула компьютер тытӑмӗн тӗплӗ хатӗрленӗ пӗрремӗш концепцийӗ йӗркеленӗ[15]. Ку ӗҫе Леонард Клейнрок ӗҫӗсем ҫирӗплетнӗ — вӑл файлсене пайӑн-пайӑн вакласа вӗсене тӗрлӗ ҫулпа тетел урлӑ куҫарма май паракан технологие ҫырса кӑтартнӑ[14][10].
1962 ҫулта RAND-ри Пол Бэран доклад хатӗрленӗ, хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл сообщенисене аналоглӑ майпа мар, цифрӑллӑ меслетпе ҫитерме сӗннӗ. Сообщенине хӑйне «пакетсем» ҫине пайласа пӗр вӑхӑтрах анлӑ сарӑлнӑ тетелпе валеҫме сӗннӗ. Ҫитмелли вырӑнта пухнӑ пакетсенчен сообщение ҫӗнӗрен «пуҫтарнӑ»[16][17][3].
1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче АПШ-ра Хӳтӗлев министерстви шайӗнче DARPA (Defense Advanced Research Projects Agency — Перспективлӑ хӳтӗлев тӗпчев проекчӗсен агентстви) ӑслӑлӑх институтне йӗркелеме йышӑннӑ, вӑл университетсемпе организацисем сӗнекен проектсенчен чи аваннисене суйласа вӗсемпе контрактсем алӑ пусмалла пулнӑ[11]. 1962 ҫул тӗлне DARPA Джозеф Ликлайдер ҫырса кӑтартнӑ пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлекен тетел системи пирки пӗрремӗш тезиссем йӗркеленӗ.
1967 ҫулта Ларри Робертс ARPA компьютерӗсене пӗр-пӗрин хушшинче ҫыхӑнтарма сӗннӗ[12]. Ун чухне АПШ Хӳтӗлев министерстви перспективлӑ технологисене хатӗрлеме чылай контракт йӗркеленӗ, ҫав шутра университетсем валли саланнӑ шутлав сечӗн проекчӗ валли те. Ӑна ARPANET (акăл. Advanced Research Projects Agency Network) ят панӑ, ӗҫе Роберт Тейлорпа Лоуренс Робертс ертсе пынӑ[18].
Аталану пуҫламӑшӗ
ARPANET
Пӗрремӗш сообщенисене ARPANET урлӑ 1969 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче Леонард Клейнрокӑн шутлав техникин лабораторийӗн тетелӗнчен (Лос-Анджелесри Калифорни университечӗ) Стэнфордри тӗпчев институтӗнчи тетелне янӑ[10][12].
1969 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тӑватӑ тӗвве ҫыхӑнтарнӑ экспериментлӑ тетел йӗркеленӗ[12]: Лос-Анджелесри Калифорни университечӗ, Санта-Барбарӑри Калифорни университечӗ, Стэнфордри тӗпчев институчӗ тата Юта штачӗн университечӗ[12].
1972 ҫулта Роберт Эллиот Кан тата Винтон Серф TCP/IP протоколсен стекне хатӗрлеме тытӑннӑ, каярахпа вӑл, 1983 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, ARPANET-ӑн стандартлӑ тетел протоколӗ пулса тӑнӑ. Унтан та ытларах, шӑпах 1983 ҫулта «Интернет» термин ARPANET тетелӗпе ҫирӗпленнӗ[12][10].
1977 ҫулта тетелпе 100 компьютера ҫыхӑнтарнӑ, 1983 ҫул тӗлне ҫак виҫе 4000 иртнӗ[19].
1990 ҫулта ARPANET(выр.)чăв. проекта ҫак тетелӗн малашлӑхӗ ҫук тесе ӑна хупнӑ[19].
NSFNet
1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче АПШ Наци ӑслӑлӑх фончӗ (NSF) университетсем хушшинче NSFNet(выр.)чăв. ятлӑ анлӑ тетел йӗркеленӗ. Ӑна ARPANET принципӗсем ҫине таянса хатӗрленӗ, анчах та ун урлӑ информаци ытларах куҫарма май пулнӑ[13].
1984 ҫултанпа NSF темиҫе университетра суперкомпьютерсемпе шутлав центрӗсем хатӗрлес тӗллевпе укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, 1985 ҫулта вара NSFNET проекчӗн тетелӗпе пӗр-пӗрин хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркеленӗ[13][14].
1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче коммерциллӗ интернет-провайдерсем ӗҫлеме пуҫланӑ. 1990 ҫул тӗлне Америкӑри темиҫе хулара официаллӑ коммерциллӗ организацисенчен Интернет пайӗсемпе уйрӑм ҫыхӑнусем йӗркеленӗ[13].
1995 ҫулта NSFNET проекта хупнӑ[13][14].
Тетел эволюцийӗ
1991 ҫулта Тим Бернерс-Ли пӗрремӗш WWW-сайтпа паллаштарнӑ: Пӗтӗм тӗнчери тетелпе Интернет урлӑ пурте усӑ курма пултарнӑ. 1993 ҫулта чапа тухнӑ NCSA Mosaic веб-браузер ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗтӗм тӗнчери тетел халӑх хушшинче сарӑлма тытӑннӑ.
1994 ҫулта Интернетӑн никӗсри тетеле приватизациленӗ: коммерци компанийӗсем интернет-трафика инҫете ҫитерме тытӑннӑ, ҫакна пула NSFNet тетелӗнчен пӑрахса тухма май панӑ. Раҫҫейре коммерциллӗ «ахаль монополисем» йӗркеленме тытӑннӑ, апла пулин те вӗсем патшалӑхпа ҫыхӑну татман. Вӗсенчен пӗри «Ростелеком»(выр.)чăв. пулса тӑнӑ, вӑл совет телефон ҫыхӑнӑвне хӑй аллине илнӗ те вӗсем ҫийӗн ҫӗнӗ цифрӑллӑ линисем хывма тытӑннӑ. Ҫапла май вӑл тӗнче шайӗнчи пысӑк магистраль провайдерӗ пулса тӑнӑ. Тепӗр монополи, РЖД(выр.)чăв., «Транстелеком» ятлӑ магистраль интернет-провайдера туса хунӑ.
1990-мӗш ҫулсен варринчен пуҫласа Интернет культура, суту-илӳ тата технологи ҫине, ҫав шутра хутшӑнусем электронлӑ почта, сообщенисемпе хӑвӑрт ылмашӑнмалли сервис, интернет-протоколлӑ телефон ҫыхӑнӑвӗ, видеоҫыхӑну, онлайн-вӑйӑсем урлӑ йӗркеленнӗ. Унсӑр пуҫне тӗнче тетелӗ урлӑ сӳтсе явмалли канашлусем, блогсем, халӑх тетелӗсем тата интернет-лавккасем аталаннӑ.
Хальхи вӑхӑтри пӗлтерӗш
2018 ҫул тӗлне, Пӗтӗм тӗнчери электроҫыхӑну пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Интернетпа ҫынсен 51,2 % усӑ курнӑ (3,9 млрд ҫын). Интернетӑн Раҫҫей пайӗнче, электронлӑ коммуникацисен ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра 90 млн ҫынпа танлашнӑ. Смартфонсемпе усӑ курма пуҫланӑ хыҫҫӑн интернетпа усӑ куракансен йышӗ 2020 ҫул тӗлне тӗнчери халӑхӑн ҫурри ытла таран ӳснӗ.
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Интернетпа усӑ куракансен йышӗ 6 миллиардран иртнӗ. ПНО даннӑйӗсем тӑрӑх Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ҫак вӑхӑтра 8,25 млрд ҫын пурӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен йышӗ 294 миллион ҫынпа ӳснӗ. Ку ӳсӗм ытларах енӗпе Индири халӑха пула пулса иртнӗ. Апла пулин те, Kepios консалтинг фирми палӑртнӑ тӑрӑх, 2,2 млрд ҫын тӗнче тетелне тухаймасть[4].
2020-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне Интернетпа социаллӑ тата экономика процесӗсен чылай пайӗ ҫыхӑнса тӑнӑ, электронлӑ тӳлевсен, йӑлари пулӑшусен саккасӗсен тата тавар кӳрсе килмелли системӑсем анлӑ аталаннӑ. Раҫҫейре майӗпен дистанциллӗ электронлӑ сасӑлава пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ.
Surfshark компанин специалисчӗсем тӗрлӗ ҫӗршыври цифра пурнӑҫӗн пахалӑхне ҫулсерен тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта ку енчен чи аван Интернет Израильпе Арменире пулнӑ. Раҫҫей те рейтингӑн улттӑмӗш йӗркине йышӑнса чи лайӑх вунӑ ҫӗршыв шутне кӗчӗ.
Техника аспекчӗсем
Тетел тытӑмӗ тата архитектури
Компьютер тетелӗсем — калӑпӑшӗпе, усӑ курма май пур тата усӑ куракан технологисемпе палӑрса тӑракан кӑткӑс объектсем. Пӗр ҫурт таврашӗнчи тетелсене локальлӗ (LAN) теҫҫӗ, ытларах чухне вӗсем ятарласа уйӑрнӑ компьютер — сервер(выр.)чăв. —тытса тӑнипе ӗҫлеҫҫӗ. Глобаллӑ е территори тетелӗсем (WAN) пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑракан компьютерсене пӗрлештереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне локальлӗ тата глобаллӑ тетелсен тӗрлӗ тӗсӗсем чылай. Вӗсем тӗрлӗ физика тата логика принципӗсем ҫинче никӗсленсе йӗркеленме, нумай программа продукчӗсемпе, протоколсемпе, маршрутизаци хатӗрӗсемпе, даннӑйсен формачӗсемпе усӑ курма, диагностика, ҫирӗплӗх, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене хӑйсене май татса пама пултараҫҫӗ[20].
WAN хӑйӗн уйрӑмлӑхне пула урӑх ҫертен илнӗ пулӑшусӑр пӗрле ӗҫлеймест. Вӗсене интертетел е Интернет пулӑшаҫҫӗ. Тетелсен хушшинчи ҫыхӑнусем — темиҫе тетеле пӗрлештерсе вӗсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме май паракан тетел тӗсӗ[10].
Веб-сервиссем
Веб-сервиссем — Интернетра ятарлӑ программӑсемпе усӑ курса тивӗҫтерекен пулӑшусем. Веб-сервисӑн пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхӗ — унпа мӗнле провайдер, компьютер е браузера пулнине шута илмесӗр усӑ курма пулать. Интернета кӗме май пур пулсан унпа тӗнчери кирек хӑш вырӑнти даннӑйсемпе уҫа курса ӗҫлеме май пур[21].
2024 ҫул тӗлне Интернетӑн чи паллӑ пулӑшӑвӗсем — ҫаксем[22]:
- Тӗнче тетелӗ
- Веб-форумсем
- Блогсем
- Вики-проектсем (тӗслӗхрен, Рувики)
- Интернет-лавккасем
- Интернет-аукционсем
- Халӑх тетелӗсем
- Электронлӑ почта тата салатакан списоксем
- Хупарсен ушкӑнӗсем (ытларах Usenet)
- Файлсемпе ылмшӑнмалли тетелсем
- Электронлӑ тӳлев системисем
- Интернет-радио
- IPTV интернет-телекуравӗ
- IP-телефони
- Мессенджерсем
- FTP-серверсем
- IRC (веб-чат евӗр те хатӗрленӗ)
- Шырав системисем
- Интернет-реклама
- Инҫетри терминалсем
- Унсетрен ӗҫлеме май парасси
- Нумаййӑн вылямалли вӑйӑсем
- Веб 2.0
- Интернет-трейдинг
- Потоклӑ мультимеди
Тӗп компонентсем тата ӗҫ принципӗсем
Интернет ҫак пайсенчен тӑрать[10]:
- Кабельсем информацие пӗр тетелтен теприне оптика сигналӗсем евӗр ҫитереҫҫӗ. Пирӗн планетӑна, Антарктидӑсӑр пуҫне, пӗтӗмпех тенӗ пекех ҫавнашкал кабельсемпе карса тухнӑ. Вӗсенчен ытларах пайне пысӑк инҫӗше ҫыхӑнтарма шыв айӗпе хывнӑ.
- Маршрутизаторсем сообщенине хӑвӑрт тата пӗр чӑрмавсӑр ҫитерессишӗн яваплӑ. Информацие темиҫе маршрутпа ҫитерме пултараҫҫӗ, маршрутизаторсем вара, хӑйсем енчен, чи лайӑххине суйлаҫҫӗ.
- Тетелсемпе вӑл е ку хатӗрсене Интернетпа ҫыхӑнтарма усӑ кураҫҫӗ. Пӗр локальлӗ тетелпе ҫыхӑнтарнӑ хатӗрсем (LAN) даннӑйсемпе пӗр-пӗр йывӑрлӑхсӑрах ылмашӑнма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак тетелӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ даннӑйсемпе ылмашӑнма Интернет-провайдер(выр.)чăв. (ISP) пулӑшӑвӗ кирлӗ. Интернет-провайдер Интернета кӗме май тата Интернетра ӗҫленӗ чухне сиксе тухакан ытти пулӑшупа тивӗҫтерет[10].
Хӑй Интернет темиҫе пин корпоратив, ӑслӑлӑх, правительство тата килти компьютер тетелӗсенчен тӑрать. Тӗрлӗ архитектурӑллӑ тата топологиллӗ тетелсене пӗр тӗвве пӗрлештерме IP протоколӗ (акăл. Internet Protocol) тата даннӑйсен пакечӗсене маршрутизацилемелли принцип пулӑшать[10][20].
IP протоколӗ IETF организацире (унӑн ятне ирӗклӗн «Интернета проектлас ӗҫе татса паракан ушкӑн» тесе куҫарма пулать) нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. IETF тата унӑн ӗҫ ушкӑнӗсем паянхи кун та Пӗтӗм тӗнче тетелӗнчи протоколсене аталантарас ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ. IETF пурин валли те уҫӑ: кашни унта хутшӑнма, сӳтсе явма пултарать. Организаци комитечӗсем RFC(выр.)чăв. текен документсене хатӗрлесе кӑлараҫҫӗ. Ҫак документсенче техника спецификацийӗсен палӑртаҫҫӗ, нумай ыйтӑва тӗрӗс ӑнлантарса параҫҫӗ[23]. Хӑш-пӗр RFC докуменчӗсене IAB организаци Интернет стандарчӗсен статусӗпе тивӗҫтереҫҫӗ[24]. 1992 ҫултанпа IETF, IAB тата ытти интернет-организаци Интернет обществи(выр.)чăв. йышне кӗреҫҫӗ. Вӑл Интернета аталантарас енӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ тӗпчевпе консультаци ушкӑнӗ валли йӗркелӳ никӗсӗ хатӗрлет[25][10].
Протоколсем
Протокол, ансатла каласан, компьютерсем тетелте ӗҫленӗ чухне даннӑйсемпе ылмашӑннӑ чухне усӑ куракан «чӗлхе». Тетелти тӗрлӗ компьютерсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пултарччӑр тесен вӗсен пӗр «чӗлхепе» «калаҫмалла», урӑхла каласан, пӗр протоколпа усӑ курмалла. Ансатрах каласан, протокол вӑл — компьютер тетелӗн тӗввисен хушшинчи даннӑйсене ҫитермелли правилӑсем. Интернет протоколӗсен системине «TCP/IP протоколӗсен стекӗ» теҫҫӗ[10][20][26][27].
Интернетра чи анлӑ сарӑлнӑ протоколсем (алфавит йӗркипе, OSI моделӗпе ушкӑнланипе)[10][26][27]:
| OSI шайӗ | OSI шайне тивӗҫтерме пултаракан протоколсем |
|---|---|
| Куллен усӑ курмалли | BGP, DNS, FTP, HTTP, HTTPS, IMAP, LDAP, POP3, SNMP, SMTP, SSH, Telnet, XMPP (Jabber) |
| Сеанс/Представлени | SSL, TLS |
| Транспорт | TCP, UDP |
| Тетел | EIGRP, ICMP, IGMP, IP, IS-IS, OSPF, RIP |
| Канал | Arcnet, ATM, Ethernet, Frame relay, HDLC, PPP, L2TP, PPTP, SLIP, Token ring |
Унсӑр пуҫне стандартламан, анчах Интернетра анлӑ сарӑлнӑ протоколсем те пур[28][29]:
|
|
Ҫак протоколсем ытларах чухне файлсемпе тата текстлӑ сообщенисемпе ылмашӑнма кирлӗ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинче файлсемпе ылмашӑнмалли тетелсем(выр.)чăв. йӗркеленӗ[20].
Чӗлхесем
Информаци ресурсӗсемпе усӑ курмалли Интернетри ирӗклӗх патшалӑх тата/е наци доменӗсемпе чикӗленмест, анчах чӗлхе чиккисем ҫавах пур. Интернетра ытларах сарӑлнӑ чӗлхе акӑлчан чӗлхи шутланать. 2024 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне вырӑс чӗлхи 6 вырӑн йышӑнать[30].
Чӗлхе Интернета пайланӑвӗн час-часах усӑ куракан паллисенчен пӗри. Ҫаван пекех унӑн уҫлӑхне патшалӑхсемпе, регионсемпе тата пӗрремӗш шайри доменсемпе пайлаҫҫӗ. Интернетӑн чӗлхе сферисен ятне усӑ куракан чӗлхе ячӗпе параҫҫӗ. Интернетӑн вырӑс чӗлхиллӗ пайне «Вырӑс Интернечӗ», е кӗскен Рунет теҫҫӗ[31][32].
Рунет
Рунет — Интернетри сайтсен вырӑс чӗлхиллӗ пайӗ.
Вырӑс чӗлхипе анлӑ усӑ куракан доменсем: .su, .ru, .рф, .рус, .дети, .ua, .by, .kz, .com, .org, .uz, .kg, .am, .az, .ge, .md. Вырӑс чӗлхипе доменсен (IDN) адресӗсене регистрацилеме пултараҫҫӗ, тӗслӗхрен, вӗсен пӗр пайне — .su тата .com доменсенче, туллин — .рф доменра. Пур паллӑ вырӑс чӗлхиллӗ сайтсем СНГ ҫӗршывӗсен доменӗсенче вырнаҫман пулин те (тӗслӗхрен, «ВКонтакте» халӑх тетелӗ .com доменпа усӑ курать), 2024 ҫулхи пуш уйӑхне илес пулсан, 1994 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче регистрацилен .ru ҫӳлти шайри домен тӗнчери чи паллӑ наци доменӗ шутланать[33], унтан анлӑрах сарӑлнисем .com тата .org кӑна[34].
Раҫҫей Федерацийӗн влаҫӗсем 2010-мӗш ҫулсен вӗҫнелле наци хӑрушсӑрлӑхӗнче Интернет тӗп вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. «Суверенный Интернет» концепцине[35] — тетеле сӳнтерсен «Раҫҫей сегменчӗ» ӗҫлеме пултарнине тивӗҫтермелли мерӑсене — хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ[36]. 2010-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнчен Раҫҫей влаҫӗсем Microsoft Windows усӑ курассинчен хӑтӑлма хӑтланаҫҫӗ, ҫавна май малтан Раҫҫей ҫарӗнче, унтан ытти патшалӑх тытӑмӗнче, ҫавӑн пекех «Росатом», «Газпром» тата РЖД патшалӑх ҫумӗнчи монополисенче ҫӗршывӑн альтернативӑллӑ Astra Linux операци системи ҫине куҫма тытӑннӑ[37].
2023 ҫулта Раҫҫейри Интернет тетелӗн кулленхи аудиторийӗ 100 млн яхӑн ҫынпа танлашнӑ, Рунет вара ҫӗршыв экономикине 12 трлн тенкӗ ытла тӳпе хывнӑ[38]. Global Digital—2023 дайджест пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей Интернет витӗмӗ шайӗпе тӗнчери топ-30 ҫӗршыв шутне кӗрет, Интернетра ирттерекен вӑхӑтпа тӗнчере 10-мӗш вырӑн йышӑнать[39].
Чӑвашнет
Чӑвашнет — тӗнче тетелӗнчи чӑвашла сайтсен тытӑмӗ.
Усӑ курмалли тӗп облаҫсем
Электронлӑ коммерци
Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх, Интернет ресурсӗсенчен ытларахӑшӗ апла е капла коммерци ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Интернетпа реклама тата таварсемпе пулӑшусене тӳрремӗнех сутма, маркетинг тӗпчевӗсем, электронлӑ тӳлевсем валли тата банк счечӗсене тытса тӑма усӑ кураҫҫӗ[20].
Интернет-аукционсем анлӑ сарӑлма пуҫланӑ, унта кирек мӗнле япалана та — йӑлари техникӑран пуҫласа ӳнерпе коллекци япалисем таранах — туянма май пур[20].
Интернет аталанӑвӗ умӗнче тӑракан чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри вӑл — интернетри ҫынсене чиксе тухакан веб-страницӑсемпе спамран (ыйтман электронлӑ ҫыру) хӳтӗлесе вӗсем патне ҫавах рекламӑпа коммерци продукчӗсемпе тивӗҫтересси пулса тӑрать[40].
2024 ҫул тӗлне электронлӑ коммерцире криптографин(выр.)чăв., электронлӑ алӑ пуснин тата компьютер хӳтлӗхӗн ҫӗнӗ системисем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсемне усӑ курса виртуаллӑ суту-илӗве шанчӑклӑрах та хӑрушсӑртарах ирттерме май пур[20].
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем
Интернет-кӑларӑмсем хӑйсен жанрӗпе офлайнрисенчен уйрӑлсах тӑмаҫҫӗ — хыпар сайчӗсем, литература, ансат ӑслӑлӑх, ача-пӑча, хӗрарӑм т. ыт. те пур. Апла пулин те офлайнри кӑларӑмсене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн (кунне, эрнере, уйӑхра пӗрре) кӑлараҫҫӗ пулсан, интернет-кӑларӑмсем вара ҫӗнӗ материал тухнӑ май ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех интернет-радио тата интернет-телевидени пур[41][42][43].
Интернетра тухакан МИХсем аталаннине пула хут ҫинче пичетленекен прессӑна вулама кӑмӑллакан шучӗ ҫулсерен чакса пырать. Сӑмахран, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, ВЦИОМ(выр.)чăв. ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри ҫул ҫитмен ҫамрӑксенчен 16 проценчӗ хаҫат-журналпа кунсерен Интернетра (онлайн кӑларӑмсем, пичет хаҫачӗсен электронлӑ версийӗсем) вуланӑ, тепӗр 20 % эрнере темиҫе хут вуланӑ. Электронлӑ версисене кӑмӑллакансен тӳпи 47 % таран ӳснӗ[44].
Литература тата музыка
Интернет урлӑ усӑ курма май пур электронлӑ вулавӑшсенче питӗ нумай хайлав вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тетелте усӑ курма май пур чылай кӗнекене кӗнекен тытса вулама май ҫук, хӑш-пӗрисене вара пачах та кӑларман. Ҫырма пуҫлакансем те, паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те хӑйсен пултарулӑхне Интернета вырнаҫтараҫҫӗ[20].
Интернетра музыка сарӑласси сасӑ файлӗсене пахалӑха упраса хӑварма тата тӗнче тетелӗ урлӑ ҫитерме май паракан MP3 формат хатӗрленӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Интернетра юрӑҫӑн ҫӗнӗ дискӗнчи уйрӑм юрӑсем тухни уншӑн лайӑх реклама пулса тӑрать, ҫакӑ унӑн дискӗн сутлӑхне самай ӳстерет.
Интернетра литературӑпа музыкӑна пит ҫӑмӑл копилесе вырнаҫтарма май пурри автор прависене хӳтӗлес ыйтӑва уйрӑмах ҫивӗчлетнӗ[20].
Вӗренӳ
Компьютер тетелне йӗркеленӗ хыҫҫӑн классенче компьютерсем нумайлансах пыраҫҫӗ, ҫавна пула ачасен цифрӑллӑ информаци нумайланса пырать. Педагогсем вара электронлӑ майпа хатӗрленӗ документсен пуххипе усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫапла май вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен ӗҫӗсене анлӑ ҫӑлкуҫ архивӗпе танлаштарма пултараҫҫӗ[40].
Апла пулин те пӗлӳ парас процессра Интернетпа усӑ курнинче япӑх енсене те уйӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, офлайн вулавӑшсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатаҫҫӗ: студентсемшӗн вӗсем кивелнӗ учрежденисем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсен шухӑшӗпе вулавӑшсене кӗнеке пуххи пек мар, компьютер терминалӗсем вырнаҫтармалли вырӑн пек уса курсан аванрах. Унсӑр пуҫне Интернет икӗ тӗрлӗ пӗлтерӗшпе компьютер тапхӑрне плагиат кӗртнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, электронлӑ текстсем пурри студентсене «касса кӗртсе ларт» мелпе усӑ курса хӑйсен ӗҫӗсене ҫырассине ансатлатнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, халӗ веб-сайтсенче анонимлӑ ӗҫсем тупма е тӳлесе туянма чылай ансатрах[40].
Коммуникаци
Электронлӑ почта чи анлӑ усӑ куракан ҫыхӑну хатӗрӗсенчен пӗри шутланать. Ҫавӑн пекех IP-телефон тата Skype йышши программа обеспеченийӗ анлӑ сарӑлнӑ. Юлашки ҫулсенче мессенджерсемпе анлӑ усӑ курма пуҫланӑ — кулленхи пурнӑҫра вӗсем ахаль карас ҫыхӑнӑва хӗсме пуҫланӑ. Вӗсен функцийӗсем вӑйлӑрах аталаннӑ, хӑвӑртлӑх пысӑкрах тата калаҫу хакӗ те йӳнӗрех[3][45][20].
Интернет тӗрлӗ енпе кӑсӑкланакан ҫынсене пӗрлештерекен массӑллӑ хутшӑну мелӗ шутланать. Ҫакӑн валли интернет-канашлусемпе(выр.)чăв., блогсемпе тата халӑх тетелӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хальхи Интернетӑн социаллӑ тата культура енӗсем те питӗ нумай. Вӑл пӗтӗм тӗнчене ҫавӑрса илекен универсаллӑ информаци хутлӑхӗ шутланать[20].
Интернет-сообществӑсем
Интернет пӗр-пӗринпе хутшӑнма техника енчен анлӑ майсем туса парать: Интернетра пӗрешкел интерессемпе тата тӗнче ҫине пӗрешкел пӑхакан ҫынсене тупма, е пурнӑҫри лару-тӑрӑва пула Ҫӗр чӑмӑрӗн инҫетри тӑрӑха сапаланнӑ пӗлӗшсене тупма питӗ ҫӑмӑл. Унсӑр пуҫне тетел урлӑ, тӗл пулса хутшӑннипе танлаштарсан, калаҫӑва пуҫлама самай ҫӑмӑлрах. Ҫак сӑлтавсем пӗрлехи интерес пур тата Интернет урлӑ хутшӑнакан ҫынсен ушкӑнӗсене йӗркелеме ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр интернет-сообществӑсем майӗпен пӗтӗм общество пурнӑҫӗнче самай пысӑк вырӑн йышӑнма тытӑнаҫҫӗ[46].
Интернетри сообществӑсен тӗслӗхӗсем шутне вики-проектсем, канашлусем, чатсем, веб-конференцисем, халӑх тетелӗсем(выр.)чăв., ушкӑнпа ертсе пыракан блогсем, имиджбордсем(выр.)чăв., нумаййӑн вылямалли онлайн вӑйӑсем тата ытти те кӗреҫҫӗ[47].
Троллинг
Троллинг — 1990-мӗш ҫулсенче Интернетра аталаннӑ, час-часах тетелте йӗркеллӗ хутшӑнма чӑрмантаракан психологиллӗ тата социаллӑ пулӑм. Тӗнче тетелӗнче Интернет-тролль е тролль (акăл. troll) тесе провокациллӗ сообщенисемпе статьясене юри вырнаҫтаракан ҫынсене калаҫҫӗ (форумсенче, Usenet хыпар ушкӑнӗсенче, вики-проектсенче). Мӗн те пулин ҫавнашкал япала вырнаҫтарса вӗсем хутшӑнакансем хушшинчи хирӗҫӳ чӗртсе яма, флейм ҫыртарма, пӗр-пӗрин тӗлӗшпе кӳрентерӳ ҫуратасшӑн тата ытти те[48]. Ҫавнашкал статьясемпе сообщенисене те хӑш чухне тролль теҫҫӗ. Ҫакӑн пек текстсене ҫырас ӗҫе троллинг теҫҫӗ[49][50].
Краудсорсинг
Интернет обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑнма хатӗр ҫынсен вӑйӗпе татса пама май парать. Краудсорсинг (акӑлчан чӗлхинчи crowdsourcing-ран пулнӑ, crowd тата sourcing — ушкӑнпа усӑ курни е ресурссене пухни) — ҫынсен анлӑ йышӗпе, вӗсен пултарулӑх вӑйӗпе, пӗлӗвӗпе тата опычӗпе усӑ курса, инновациллӗ ӗҫе пурнӑҫлани е пӗр-пӗр ыйтӑва татаса пани[51].
Рувики — ирӗклӗ ҫынсен вӑйӗпе хатӗрлекен онлайн-энциклопеди, вӑл ҫакӑн йышши проектсенчен пӗри шутланать[52][53].
Йӗркелӳ ыйтӑвӗсем
2011 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Интернетпа ҫыхӑну тивӗҫтересси ҫыннӑн никӗҫри право пулнине ҫирӗплетекенПНО резолюцине йышӑннӑ. Ҫапла вара вӑл е ку региона Интернетран татни ҫын правине пӑсни пулать[54].
2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче АПШ тата 55 ытла ҫӗршыв «Пулас Интернет декларацине» палӑртнӑ[55].
Тетелти нейтралитет
Тетелти нейтралитет вӑл — пӗтӗм интернет-трафика пӗр пек пӑхмалли принцип[56]. «Уҫӑ интернет» системинче Интернетӑн мӗнпур ресурсӗсемпе тата унти ӗҫ хатӗрӗсемпе пур ҫын та, компани те, организаци те ҫӑмӑллӑнах усӑ курма пултармалла[57].
2017 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче АПШ ҫыхӑнӑва йӗркелес ыйтусемпе ӗҫлекен федераци комиссийӗ 2015 ҫулта ҫирӗплетнӗ тетелти нейтралитет принципне пӑрахӑҫлама пӗр сасӑ ытларах пухса сасӑланӑ. Нейтралитета пӑрахӑҫлани интернет-провайдерсене вӑл е ку сайт популярлӑ пулни ҫине витӗм кӳме пултарнӑ: вӗсене тиенессин хӑвӑртлӑхне, тӳлевсӗр усӑ курассине тата ытти те улӑштарма пултарнӑ. Апла пулин те, комисси председателӗ каланӑ тӑрӑх, ку йӗрке кирлех те пулман: Интернет тетелти нейтралитетсӑр та питӗ лайӑх аталаннӑ[58].
2018 ҫул пуҫламӑшӗнче Раҫҫей министрӗсен кабинечӗ тетел нейтралитечӗн принципне пӑрахӑҫлама сӗнчӗ. Ҫав ҫулхи ҫуллах ҫыхӑну операторӗсем Раҫҫей Федерацийӗн правительствине интернет-ресурссен хӑвартлӑхне чакарма юрамассинчен хӑтарма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех тетел нейтралитетне пӑснипе ҫыхӑннӑ проблемӑсем хальхи антимонополипе кӗрешекен саккунсене татса пама май панине палӑртнӑ.
Киберхӑрушсӑрлӑх
Киберхӑрушсӑрлӑх — усал шухӑшӑ ҫынсем компьютерсем, серверсем, мобильлӗ хатӗрсем, электронлӑ системӑсем, тетелсем тата даннӑйсем ҫине тапӑнассинчен хӳтӗленмелли меслетсемпе практикӑсен йышӗ[59].
2018 ҫулта патшалӑхсем «глобализациленӗ общество условийӗсенче террористсемпе вӗсен майлисем информаципе коммуникаци технологийӗсемпе анлӑрах та анлӑрах усӑ курни, уйрӑммӑн илсен Интернетпа тата ытти информаци хатӗрӗсемпе террористла актсене пропагандӑлама, вӗсене тума хӗтӗртме, вӗсене пурнӑҫлама ҫынсене шырама, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме е планлама усӑ курни» пӑшӑрханни пирки пӗлтернӗ[60].
ПНО террорпа кӗрешекен управленийӗ киберхӑрушсӑрлӑхпа ҫӗнӗ технологисем енӗпе программа хатӗрленӗ, вӑл техника ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫсӗр усӑ курнин сиенне сирме тата ҫемҫетме тӗллев лартнӑ[60]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Она предусматривает противодействие угрозе кибератак, осуществляемых террористическими организациями на критически важную инфраструктуру, а также поощрение использования социальных сетей для сбора информации из открытых источников и цифровых доказательств в целях противодействия онлайновому терроризму и насильственному экстремизму при соблюдении прав человека.
Вӑл террористла организацисем питӗ пӗлтерӗшлӗ инфраструктурӑна тапӑннинчен, ҫавӑн пекех ҫын правине сыхласа халӑх тетелӗпе усӑ курса онлайнри терроризмӗпе тата пусмӑрлакан экстремизмпа кӗрешме уҫӑ ҫӑлкуҫсенчен тата цифрӑллӑ докозательствӑсене пухнине ырлама хавхалантармалла.
Приватлӑх тата даннӑйсене хӳтӗлени
2010-мӗш ҫулсен вӗҫнелле Интернет аталанӑвӗ приватлӑха хӳтӗлесси тата ытти нумай ыйту кӑларса тӑратнӑ. Эдвард Сноуден паллӑ IT-корпорацисем саккунсӑр майпа пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчери усӑссем хыҫҫӑн АПШ влаҫӗсем сӑнаса тӑни пирки пӗлтернӗ[61][62][63]. Facebook проект ӳсни тата ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсем сиксе тухни АПШ Конгресне пӑшӑрхантарнӑ. 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Тим Бернерс-Ли онлайн хутшӑнусене пӑхса тухма сӗннӗ, ҫакӑ влаҫа, онлайн-бизнеса тата уйрӑм ҫынсене пырса тивнӗ. Ҫакӑн валли вӑл Contract for the Web документ йӗркеленӗ, ӑна уҫҫӑн алӑ пусса ҫирӗплетме сӗннӗ. Ӑна ҫавӑнтах Гана, Франци тата ФРГ влаҫӗсем алӑ пуснӑ[64].
Анпа пулин те конфиденциаллӑх тӗлӗшӗнчен чи пысӑк хӑрушлӑх патшалӑх агенчӗсенчен мар тухать, ку енӗпе ҫитменлӗх тетел архитектуринче ытларах вырнаҫнӑ — вӑл харпӑр информацие ҫырса пырать, унпа ылмашӑнать. Информаци пухма cookie файлсемпе — электронлӑ йӗрсемпе — усӑ кураҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курса веб-сайтсемпе реклама тетелӗсем ҫынсем мӗнле куҫса ҫӳренине онлайн мелпе йӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех cookie файлсемпе усӑ курса ҫынсем мӗн шыранине, мӗнле статьясем тата мӗн вӑхӑт хушши вӗсене вуланине пӗлеҫҫӗ[40].
Харпӑр информаци пухассинчен хӳтӗленме браузерта приватлӑ режим пур, ун ҫине куҫма пулать. Сӑмахран, Chrome-ра(выр.)чăв. вӑл «Режим инкогнито» ятлӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр разработчиксем ятарлӑ расширенисем кӑлараҫҫӗ, вӗсем cookie файлсемпе усӑ курса йӗрлессинчен сыхлама пултараҫҫӗ тата контекстлӑ рекламӑран хӑтараҫҫӗ[65].
Цензура
Нумай ҫӗршывра тетелпе усӑ курас тӗлӗшпе чарусем пур, урӑхла каласан, патшалӑх шайӗнче уйрӑм сайтсемпе (МИХсем, аналитика, порнографи) е пӗтӗм тетелпе усӑ курас тӗлӗшпе чараҫҫӗ. Тӗслӗх пек КХР-та пурнӑҫа кӗртнӗ «Ылтӑн щит» проекта асӑнма пулать — провайдерсемпе тӗнчери информаци тетелӗсем хушшинчи интернет-каналти трафика фильтрлакан система[66][67].
Ытти ҫӗршывсем те трафика фильтрлакан хӑш-пӗр формӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вулавӑшпа шкулсенчи хӑш-пӗр компьютерсенче патшалӑх палӑртнӑ Интернет фильтрацийӗ пур. Нацизма е холокоста хирӗҫленипе ҫыхӑннӑ контента Франципе Германире хуплаҫҫӗ. Юлашкинче 2009 ҫулхи акан 22-мӗшӗнчен ача-пӑча порнографиллӗ сайтсене чарнӑ. Ача-пӑча порнографийӗпе курайманлӑха хӗтӗртессине тӗнчери нумай ҫӗршывра хуплаҫҫӗ[68].
Тӗнчере те, ҫав шутра шухӑша ирӗклӗ пӗлтерме ирӗк паракан тата пресса ирӗклӗхне тивӗҫтерекен хӑш-пӗр демократиллӗ ҫӗршывсем те вӑл е ку енӗпе онлайн-цензурӑпа усӑ кураҫҫӗ, ытларах общество ырланипе[69]. Унтан та ытларах, чылай информаци ресурсӗсем хӑйсем палӑртнӑ политикӑпа тата хӑйсен шалти правилӑсемпе килӗшӳллӗн пичетлекен информацие официаллӑ майпа цензурӑлаҫҫӗ (модерацилеҫҫӗ).
Даркнет
Даркнет — вӑрттӑн, анонимлӑ тетел, унти ҫыхӑнусене шанакан пирсем хушшине кӑна йӗркелеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсене «туссем» теҫҫӗ. Ҫыхӑнӑва стандартлӑ мар протоколсемпе тата портсемпе усӑ курса йӗркелеҫҫӗ[70].
Файлсемпе ылмашӑнасси анонимлӑ пулса пырать (IP-адреса ахаль мелпе пӗлме май ҫукран), ҫапла вара ҫынсем никамран шикленмесӗр тата патшалӑх хутшӑнассинчен хӑрамасӑр хутшӑнма пултараҫҫӗ[71]. Шӑпах ҫавӑнпа даркнета час-часах тӗрлӗ вӑрттӑн тата саккунсӑр ӗҫ-пуҫра ҫыхӑну йӗркелемелли хатӗр пек йышӑнаҫҫӗ[72].
2016 ҫулта киберхӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен Британи специалисчӗсем шырав машинипе усӑ курса тӗп сӑмахсем тӑрӑх (акăл. Weapons — хӗҫ-пӑшал, акăл. Illegal Pornography — вӑрттӑн порнографи, акăл. Extremism — экстремизм тата ытти те) Даркнетри суйласа илнӗ веб-сайтсене тӗрӗсленӗ. 5 205 тишкернӗ сайт хушшинче ӗҫлекеннине 2 723 кӑна тупса палӑртнӑ, вӑрттӑн контента вара 1 547 сайтра шыраса тупма май килнӗ. Тӗпчев авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, даркнетра чи анлӑ наркотиклӑ япаласемпе суту-илӳ тумалли тата финанс преступленийӗсем йӗркелемелли виртуаллӑ площадкӑсем анлӑ сарӑлнӑ[73][74].
Интернет пуласлӑхӗ
Коммерци енӗпе ӗҫлекен интернет-провайдерсем трафикпа ылмашӑнмалли вырӑн урлӑ пӗрлешнӗ пекех, тӗпчев тетелӗсен те хӑйсен ҫыхӑнӑвӗсем пур, сӑмахран[75]:
- National LambdaRail;
- Abilene Network;
- GEANT;
- GLORIAD[75].
Хальхи тӗнчере даннӑйсем ялан ӳссе пыракан хӑвӑртлӑхпа пухӑнса пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра пухнӑ даннӑйсен калӑпӑшӗ кирек мӗнле пӗр ӑслӑлӑх ушкӑнӗ ӑса хывма пултарнинчен пысӑкрах тесе шутлаҫҫӗ, часах информаци калӑпӑшӗпе мӗнпур этемлӗх ӗҫлеме пултаракан калӑпӑшран иртсе кайӗ. Тӗп тӗллев — пухнӑ информацине ӑнланса, шухӑша палӑртса пӗтӗмлетӳсем тума май пурри[75].
Раҫҫейре чи паллӑ проект «Абилин» (акăл. Abilene Network) шутланать, Америкӑри «Интернет 2» (акăл. Internet2) консорциум йӗркеленӗ тата унӑн ӗҫне тытса тӑракан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ экспериментлӑ тетел. Хӑй консорциум коммерцилле мар организаци шутланать, вӑл малашлӑхра усӑ курма май пур приложенисемпе тетел технологийӗсене хатӗрлес енӗпе ӗҫлет. Унӑн Абилин тетелӗ Америкӑри 230 ытла университета, ӑслӑлӑх центрӗсене тата ытти учреждение пӗрлештерет. Абилин тетелӗн уйрӑмлӑхӗ — даннӑйсене питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫитерме май пурри[76].
Нумайӑшӗ интернет ҫыххине малалла семантика тетелӗн концепцине тӗпе хурса лайӑхлатма май пур тесе шутлаҫҫӗ, ҫапла тусан ҫынсемшӗн тата компьютерсеишӗн машинӑпа ӗҫлеме юрӑхлӑ информацие хатӗрлес, классификацилес тата тирпейлес ӗҫе тухӑҫлӑрах тума май парать[77][78].
Культурӑра
Интернет умӗнхи
- XIX ӗмӗрти вырӑс ҫыравҫи, философӗ тата общество ӗҫченӗ Владимир Одоевский(выр.)чăв. 1837 ҫулта ҫырса пӗтермен «4338 ҫул» утопиллӗ романӗнче хальхи блогсемпе Интернет йӗркеленессине малтанах пӗлтернӗ. Роман текстӗнче ҫакӑн пек йӗркесем пур[79]:
Палланӑ ҫуртсем хушшине магнитлӑ телеграфсем вырнаҫтарнӑ, вӗсем урлӑ инҫетре пурӑнакан ҫынсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
- Электричество информаци ҫыхӑнӑвӗпе бизнесра усӑ курас шухӑша 1908 ҫулта Никола Тесла асӑннӑ:
Проект вӗҫленсен Нью-Йоркри бизнесмен инструкцисем ҫырса пама пултарать, вӗсем вара тӳрех унӑн Лондонри офисне е ытти ҫӗре ҫитеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнчен, хӑйӗн ӗҫ хатӗрӗсене улӑштармасӑр, планета ҫинчи кирек кама та чӗнме пултарӗ. Сехетрен пысӑк мар йӳнӗ хатӗр хӑйӗн хуҫине юрӑ-кӗвӗ, политиксемпе ӑсчахсен сӑмахӗсене, священниксен кӗллисене итлеме май парӗ, ҫакна ҫӗр ҫинче те, шыв ҫинче те инҫе ҫула тухсан та тума май пулӗ. Ҫавӑн пекех кирек мӗнле сӑнӳкерчӗке те, символа та, ӳкерчӗке те, текста та пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫитерме пулӗ. Ҫакӑн пек миллионшар хатӗре пӗр станцирен тытса пыма пулӗ.
Анчах ҫакӑнтан та чи пахи энергине пралукпа усӑ курмасӑр ҫитересси пулса тӑрӗ… - Акӑлчан ҫыравҫи Эдвард Морган Форстер(выр.)чăв. «Машина чарӑнать» (1909) фантастикӑлла антиутопиллӗ повеҫре этемлӗх усӑ куракан пӗтӗм тӗнчери автоматлӑ системӑна сӑнласа панӑ. Ҫынсем ӑна пӑхӑнса тӑракан пулса тӑраҫҫӗ, майӗпен ӳт-пӳ енчен деградациленӗ, хваттерсенче пӗччен пурӑнса пӗр-пӗринпе виртуаллӑ кӑна хутшӑнаҫҫӗ. Система ӗҫлеме пӑрахать те пурте вилсе пӗтеҫҫӗ. Ҫапла май ку хайлавра ун чухнехи вӑхӑтшӑн пуласлӑхри ҫитменлӗхе — Интернета пӑхӑнма вӗреннине — малтанах каласа хунӑ[80].
- Мюррей Лейнстерӑн(выр.)чăв. «Джо ятлӑ логика компьютерӗ» калавӗнче (1946) пӗтӗм сервисран (банк, авиарейс, рецепт тата ыт. те) информаци илекен, видео кӑтартакан (ҫав шутра саккас тума та) тата ытти ӗҫсене тӑвакан «логиксене» (компьютерсене) ҫыхӑнтаракан тӗнче тетелне ҫырса кӑтартнӑ. Тӗп герой, катӑк Джо логик, юлашкинчен ИИ пулса тӑрать[81].
- 1974 ҫулта Андрей Сахаров(выр.)чăв. хӑйӗн «Ҫур ӗмӗртен пите кӗтекен тӗнче» ӗҫӗнче ҫапла ҫырнӑ[82]:
Малашлӑхра, тен, 50 ҫултан кӑна, эпӗ шутланӑ тӑрӑх пӗтӗм тӗнчери информаци тытӑмӗ (ВИС) йӗркеленӗ, вӑл кирек хӑш самантра та, кирек хӑҫан та тата кирек ӑҫта та пулин пичетленнӗ кирек мӗнле кӗнекен содержанине, кирек мӗнле статья содержанине, кирек мӗнле справка илнине кашниншӗн юрӑхлӑ тӑвӗ. ВИС уйрӑм пӗчӗк приёмник-передатчиксенчен, информаци юхӑмӗсемпе ӗҫлекен диспетчер пункчӗсенчен, пин-пин искусствӑлла ҫыхӑну спутникӗ, кабель тата лазер линийӗ кӗрекен ҫыхӑну каналӗсенчен тӑрӗ. ВИС-ӑн пӗр пайне пурнӑҫа кӗртни те кашни ҫын пурнӑҫне, унӑн пушӑ вӑхӑтне, унӑн интеллектуаллӑ тата ӳнер аталанӑвне тарӑн витӗм кӳрӗ. Хальхи вӑхӑтри нумай ҫыншӑн информаци тӗп ҫӑлкуҫӗ шутланакан телевизорпа танлаштарсан, ВИС кашнине информаци суйлас ӗҫре чи пысӑк ирӗклӗхпе тивӗҫтерӗ.
Кайранхи тапхӑрта
Интернет, киберуҫлӑх тата виртуаллӑ реальность хальхи ӳнерте те сӑнланнӑ. 1980-мӗш ҫулсен варринчех компьютерсемпе, пысӑк технологисемпе тата техника прогресӗн продукчӗпе усӑ курса обществӑра сиксе тухакан ҫивӗч ыйтусемпе ҫыхӑннӑ ӑслӑлӑх фантастикин(выр.)чăв. уйрӑм ҫумжанрӗ йӗркеленнӗ. Ҫак жанрти хайлавсен сюжетӗнче ытларах чухне хакерсем хӑватлӑ корпорацисемпе кӗрешеҫҫӗ. Жанр литературӑра, кинематографра, альтернативлӑ музыкӑра, графика хайлавӗсенче (уйрӑмах анимере) тата компьютер вӑййисенче(выр.)чăв. анлӑ сарӑлнӑ. Киберпанк термина Брюс Бетке ҫыравҫӑ шутласа кӑларнӑ, 1983 ҫулта вӑл пӗрешкел ятлӑ калав пичетлесе кӑларнӑ. Жанрӑн тураттисем шутланакан кибертрэш тата нанопанк жанрсем сахалтарах сарӑлнӑ[83][84].
Унсӑр пуҫне нет-арт(выр.)чăв. (акăл. net.art — «тетелти ӳнер») евӗр феномен сарӑлнӑ. Нет-арт хайлавӗ тесе ӑна ӑша хывма, художникӑн идейисене палӑртма, е хутшӑнма (интерактивлӑ проектсенче) Интернетпа усӑ курмалли тӗп услови пулса тӑнӑ чухне калама пулать. Раҫҫейре тунӑ пӗрремӗш илемлӗ сайтсене 1996 ҫулта ӑсталанӑ. Вӑл вӑхӑталла тетелте ӗҫлекен О. Лялина, А. Шульгина, Т. Деткина, В. Могилевский вырӑс художникӗсен пултарулӑхӗ медиаӳнерпе тачӑ ҫыхӑнса аталаннӑ[85].
Апла пулин те нет-артпа аппаланма халӑх пӑрахнӑ та ун вырӑнне пост-интернет ӳнерӗ(выр.)чăв. йӗркеленнӗ, вӑл хальхи ӳнерӗн чи паллӑ юхӑмӗсенчен пӗри шутланать. Ҫак юхӑм киберуҫлӑхра хастар ӗҫленине кӑна мар, хальхи общество Интернетпа активлӑ усӑ курнипе ҫыхӑннӑ культура тата общество хутшӑнӑвӗсенче пулса иртекен улшӑнусене те палӑртать[86]. Пост-интернет ӳнерӗ онлайнра кӑна мар, матери уҫлӑхӗнче те пур, вӑл хальхи общество Пӗтӗм тӗнче тетелӗпе ҫав тери анлӑ усӑ курнин сиенне палӑртать[87].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 В. Д. Ильин, К. В. Харабет. Интерне́т. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Казахстан. Национальная энциклопедия, 2005.
- ^ 1, 2, 3 Батыр Каррыев, 2015.
- ^ 1, 2 Kepios: на октябрь 2025 года интернетом пользуется более 70% населения Земли (выр.). Хабр (24 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Русский орфографический словарь, 2013, с. 243.
- ^ United States Army Field Manual FM 24-6 Radio Operator's Manual Army Ground Forces June 1945 (англ.). United States War Department (18 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Philip B. Corbett. It's Official: The 'Internet' Is Over (акăлч.), The New York Times (1 June 2016). 2020 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Links (англ.). World Wide Web Consortium. — «The link (or hyperlink, or Web link) is the basic hypertext construct. A link is a connection from one Web resource to another. Although a simple concept, the link has been one of the primary forces driving the success of the Web.» Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ World Wide Web Timeline (англ.). Pews Research Center (11 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Анна Арбузова, Мария Решетникова. Что такое интернет, кто его придумал и как он устроен: история создания. РБК (10 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Paul E. Ceruzzi. Computers and Space Exploration (англ.). OpenMind. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Barry M. Leiner, Vinton G. Cerf, David D. Clark, Robert E. Kahn, Leonard Kleinrock, Daniel C. Lynch, Jon Postel, Larry G. Roberts, Stephen Wolff. Brief History of the Internet (англ.). Internet Society (1997). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 NSFNET -- National Science Foundation Network (англ.). Internet Society. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 История Интернета. РИА Новости (2 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Как зарождалась инфраструктура интернета. Хабр (24 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Пол Бэрен — один из изобретателей сети с коммутацией пакетов. Хабр (28 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Скончался один из создателей интернет-технологий американец Пол Бэран. РИА Новости (28 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ John Naughton, 2000.
- ^ 1, 2 Асель Минбаева. 50 лет назад в Минобороны США изобрели первый в мире интернет. Почему проект глобальной сети не выжил? Lenta.ru (1 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Сергей Гришин. Интернет. Энциклопедия Кругосвет. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Вебсервис. Словарь компьютерных терминов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Рейтинг топ веб-сайтов. Similarweb. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Introduction to the IETF (англ.). IETF. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ We guide the Internet's technical development as a global communication and innovation platform. (англ.). IAB. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ About us. Internet Society. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Протокол. Skillfactory (16 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Михаил Полянин. Что такое протокол. Журнал «Код». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ OSCAR Protocol (англ.). AOL Developer Network (5 пушӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Multi-server file download (англ.). Google Patents. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Historical trends in the usage statistics of content languages for websites (англ.). W3Techs. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Paolillo, John, Pimienta, Daniel, Prado, Daniel. Измерение языкового разнообразия в Интернете. UNESCO. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Рунет. Яндекс.Словари. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Сети рунета, Коммерсантъ (2014-10-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Usage statistics and market shares of top level domains for websites (англ.). W3Techs. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Федеральный закон от 1 мая 2019 г. N 90-ФЗ "О внесении изменений в Федеральный закон "О связи" и Федеральный закон "Об информации, информационных технологиях и о защите информации". Российская газета (7 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ "Отключить людей от интернета невозможно". Соавтор законопроекта о "суверенном Рунете" объяснила его суть. Инфо24 (9 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Минобороны удаляет Windows. Газета.ru (9 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Ежедневная интернет-аудитория в России выросла до почти 100 млн человек, Ведомости (2023-09-30). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Digital 2023 (англ.). We Are Social UK. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Robert Kahn, Michael Aaron Dennis. Internet (англ.). Britannica. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Игорь Райхман, 2013.
- ^ Принят закон, определяющий статус Интернет-СМИ. Министерство цифрового развития, связи и массовых коммуникаций Российской Федерации (6 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Н. К. Сюндюков, 2014.
- ^ Эпоха цифровых медиа: бумага против экрана. ВЦИОМ (10 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Филонов. На связи: 10 самых популярных мессенджеров, Forbes (2014-01-17). 2016 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Социальные сети и виртуальные сетевые сообщества, 2013.
- ^ А. Сенаторов, 2015, с. 30.
- ^ Уитни Филлипс, 2016, с. 34.
- ^ Р. А. Внебрачных, 2012, с. 48—51.
- ^ Д. И. Семёнов, Г. А. Шушарина, 2011, с. 135—136.
- ^ Джефф Хау, 2012, с. 65.
- ^ Алексей Харнас. Владимир Медейко: «Энциклопедия — это факты, а факты требуют проверки». Эксперт (8 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Олег Давыдов. В России запускается энциклопедия «Рувики». Ее создатель — о хейтерах и о том, почему ее не стоит путать с «Википедией». Lenta.ru (29 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Сергей Смирнов. ООН причисляет доступ в интернет к основным правам человека. Ведомости (7 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ США и еще более 55 стран подписали "Декларацию о будущем интернета". ТАСС (28 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Inside Net Neutrality: Is your ISP filtering content? (англ.). Macworld (12 нарӑсӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Tom Wheeler. What is the Open Internet Rule? (англ.). Brookings (15 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Карпенко, Ольга Власти США отменили сетевой нейтралитет: что это значит? Ain (15 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Что такое кибербезопасность? Kaspersky. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кибербезопасность. ООН. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Пентагон подсчитал, что Э.Сноуден похитил 1,7 млн секретных файлов. РБК (10 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Barton Gellman, Laura Poitras. U.S., British intelligence mining data from nine U.S. Internet companies in broad secret program (англ.). The Washington Post (7 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Glenn Greenwald, Ewen MacAskill. NSA Prism program taps in to user data of Apple, Google and others (англ.). The Guardian (7 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Создатель интернета призывает сделать его безопасным (англ.). ТАСС (25 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Что такое приватность данных? Kaspersky. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Леонид Ковачич. Как устроен великий китайский файрвол. Ведомости (25 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ А. Г. Верник, 2014, с. 174—182.
- ^ Jonathan Zittrain and John Palfrey. Introduction (англ.). The MIT Press. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Jonathan Zittrain and John Palfrey. Internet Filtering: The Politics and Mechanisms of Control (англ.). The MIT Press. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Steve Mansfield-Devine, 2009, pp. 4—6.
- ^ Jessica A. Wood, 2010.
- ^ Мэтт Иган. На темной стороне интернета: Что такое Dark Web и Deep Web? dgl.ru (18 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Laurent Gayard, 2018.
- ^ Daniel Moore, Thomas Rid, 2016, pp. 7—38.
- ^ 1, 2, 3 Исследовательская сеть Института. Институт фундаментальных системных исследований. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Abilene Network Map (англ.). Abilene. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Tim Berners-Lee. Semantic Web Road map (англ.). w3.org (Авӑн 1998). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ W3C Semantic Web activity (англ.). w3.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Одоевский в 1837 году предсказал Интернет и блоги. Фонтанка.ру (5 юпан 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Машина останавливается. Лаборатория Фантастики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Логический компьютер по имени Джо. Лаборатория Фантастики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Виктория Волошина. «Мир через полвека»: что сбылось из предсказаний Сахарова. Страна Росатом (21 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Egypt severs internet connection amid growing unrest (акăлч.), BBC News (2011-01-28). 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ К. В. Каспарян, 2022, с. 34—60.
- ^ Александр Щуренков. «Net art — искусство конфликтное». Коммерсантъ (8 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Технологическое искусство от А до Я. Culture.pl (21 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Tanja Laden. Navigating the Complexity of Harm van den Dorpel’s Post-Internet Art (англ.). Vice (18 нарӑсӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Rise of the Network Society, Manual Castells, Wiley-Blackwell, 1996 (1st ed) and 2009 (2nd ed), ISBN 978-1-4051-9686-4
- «The Internet: Changing the Way We Communicate» in America’s Investment in the Future, National Science Foundation, Arlington, Va. USA, 2000
- «Lessons from the History of the Internet», Manuel Castells, in The Internet Galaxy, Ch. 1, pp 9-35, Oxford University Press, 2001, ISBN 978-0-19-925577-1
- «Media Freedom Internet Cookbook» by the OSCE Representative on Freedom of the Media Vienna, 2004
- The Internet Explained, Vincent Zegna & Mike Pepper, Sonet Digital, November 2005, Pages 1 — 7.
- «The Internet spreads its tentacles», Julie Rehmeyer, Science News, Vol. 171, No. 25, pp. 387—388, 23 June 2007
- Internet, Lorenzo Cantoni & Stefano Tardini, Routledge, 2006, ISBN 978-0-203-69888-4
- Steve Mansfield-Devine. Darknets(акăлч.) // Computer Fraud & Security. — 2009. — 24 December. — .
- Jessica A. Wood. The Darknet: A Digital Copyright Revolution(акăлч.) // Richmond Journal of Law & Technology. — University of Richmond School of Law, 2010. — Vol. 16.
- Laurent Gayard. Darknet: Geopolitics and Uses. — John Wiley & Sons, 2018. — 208 с. — ISBN 9781119522485.
- Daniel Moore, Thomas Rid. Cryptopolitik and the Darknet(акăлч.) // Survival : scholarly journal. — Taylor & Francis, 2016. — 1 February (vol. 57). — . — ISSN 1468-2699.
- Русский орфографический словарь / Под ред. В. В. Лопатина. — 4-е изд. — АСТ-пресс книга, 2013. — С. 243. — ISBN 978-5-462-01272-3.
- Казахстан. Национальная энциклопедия. — Қазақ энциклопедиясы, 2005. — Т. II. — ISBN 9965-9746-3-2.
- Н. К. Сюндюков. Интернет-СМИ и особенности их функционирования // Управленческое консультирование : журнал. — 2014. — № 12. — .
- Социальные сети и виртуальные сетевые сообщества: Сб. науч. тр. / РАН ИНИОН. Центр социальных научно-информационных исследований. Отв. ред. Верченов Л. Н., Ефременко Д. В., Тищенко В. И.. — 2013. — 360 с. — (Информация. Наука. Общество). — ISBN 978-5-248-00644-1.
- А. Г. Верник. Цензура в Интернете: исторический аспект, современный опыт и перспективы // Дискуссия : журнал. — 2014. — Раштав (№ 11). — .
- А. Сенаторов. Битва за подписчика «ВКонтакте»: SMM-руководство. — Альпина Паблишер, 2015. — 168 с. — ISBN 978-5-9614-4872-6.
- Батыр Каррыев. Интернет, краткая история и влияние на общество. — Lambert Academic Publishing, 2015. — 368 с. — ISBN 978-3-659-81847-9.
- Джефф Хау. Краудсорсинг. Коллективный разум как инструмент развития бизнеса = Crowdsourcing: Why the Power of the Crowd is Driving the Future of Business. — «Альпина Паблишер», 2012. — 288 с. — ISBN 978-5-9614-1889-7.
- Д. И. Семёнов, Г. А. Шушарина. Сетевой троллинг как вид коммуникативной деятельности // Международный журнал экспериментального образования : научный журнал. — 2011. — . — ISSN 1996-3947.
- Игорь Райхман. Практика медиа измерений. Аудит. Отчетность. Оценка эффективности PR. — Альпина Паблишер, 2013. — 432 с. — ISBN 978-5-9614-4499-5.
- К. В. Каспарян, М. В. Рутковская. Особенности отражения компьютерных технологий и социальных сетей в художественной литературе и фантастическом кинематографе в XIX – начале XX вв. // Философские проблемы информационных технологий и киберпространства : журнал. — 2022. — № 1. — .
- Н. А. Хвыля-Олинтер. Интернет-фактор в ценностном развитии молодёжи России // Alma mater. Вестник высшей школы : 5. — 2016. — Ҫу. — .
- Р. А. Внебрачных. Троллинг как форма социальной агрессии в виртуальных сообществах // Вестник Удмуртского университета. Философия. Социология. Психология. Педагогика. — Удмуртский государственный университет, 2012. — . — ISSN 1810–5505.
- Уитни Филлипс. Трололо: Нельзя просто так взять и выпустить книгу про троллинг = This Is Why We Can't Have Nice Things. Mapping the Relationship between Online Trolling and Mainstream Culture. — Альпина Паблишер, 2016. — 300 с. — ISBN 978-5-9614-5376-8.
- Э. Демпси. Стили, школы, направления. Путеводитель по современному искусству = Styles, Schools and Movements : [пер. с англ.]. — М. : Искусство — XXI век, 2008. — 304 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-98051-053-4.
Каҫӑсем
- Berkman Center for Internet and Society(акăлч.)
- Internet: A Medium or a Message?(акăлч.)
- Weaving the Web: The original design and ultimate destiny of the World Wide Web, by its inventor(акăлч.)
- Интерактивная карта Интернета
- Интернет научится мыслить
- Историйӗ
- Первый в мире веб-сайт (архив)(акăлч.)
- A Brief History of the Internet / ISOC(акăлч.)
- Living Internet / Internet history and related information, including information from many creators of the Internet(акăлч.)