ЦЕРН (CERN) — тĕшĕ тĕпчевĕсен Европа йĕркелĕлĕхĕ, çӳллĕ хăват физикин тĕнчери чи пысăк лаборатори.
Çаплах хăш чухне Европăри йĕтре тĕпчевĕсен центрĕ. CERN аббревиатури фр.Conseil Européen pour la Recherche Nucléaire (Европăри йĕтре тĕпчевĕсен канашĕ) пулса тухнă. Чăваш чĕлхинче, вырăс чĕлхинчи пекех, ЦЕРН аббревиатурăпа усă кураççĕ.
ЦЕРН ШвейцарипеФранцин чиккинче, Женева çумĕнче, вырнаçнă. ЦЕРН территорине иккĕ тĕп тата темиçе вак çĕр лаптăкĕ кĕрет. Пысăк çурт-йĕр комплексĕнче ĕçлев кабинечĕсем, лабораторисем, ĕç-тăвăм пӳлĕмĕсем, ампарсем, конференци залĕсем, пурăнмалли пӳлĕмсем, апатлану залĕсем вырнаçнă.
Тĕп çĕр вырăнĕ — швейцарсен Мейран (Meyrin) пĕчĕк хули, т. с. site Meyrin, патĕнчи территорийĕ. Тепĕр тĕп çĕр лаптăкĕ францисен Превесан-Моэн (Prévessin-Moëns) пĕчĕк хули — site Prévessin — патĕнчи территорийĕ.
Пысăк адрон коллайдерĕ, проектпа максималлă 14 ТэВэнергиллĕ), протон-протонлă коллайдер (LHC (çаплах йывăр ионсене хăвăртлатать) халĕ тĕп проекчĕ пулать. Тăватă тĕп детектор, çав шутра иккĕ нумай тĕллевли, тăваттă çĕр айĕнчи шахтăра вырнаçнă. ATLAS тата CMS нумай тĕллевлĕ экспериментсем. B-физикăна тĕпчемелли ятарласа тунă детектор — LHCb.