Саша Чеба

Саша Чеба (ҫур. 2004, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей блогерӗ, тиктокерӗ тата ташӑҫи.

Тектоник стильпе ташласа ӳкернӗ роликсене интернета вырнаҫтарса палӑрнӑ. Унӑн видеороликӗсене халӑх тетелӗсенче миллионшар хут пӑхнӑ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗ[1]. Электро-дэнс(выр.)чăв. (тектоник) стилӗпе 2016 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ[1]. 2019 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институчӗн культура колледжне хореографи уйрӑмне вӗренме кӗнӗ, анчах электро-дэнса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ: видеосемпе ӳкерчӗксене тишкернӗ, стиле тӗпченӗ тата техникине ӑсталанӑ[1].

2024 ҫулта колледжран вӗренсе тухнӑ. Колледж хыҫҫӑн Раҫҫей Ҫарӗнче Мускаври Президент полкӗнче хӗсметре тӑнӑ, Мускав Кремлӗн хисеплӗ караулӗнче ҫӳренӗ[1].

Пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Саша Чеба ташӑсемлӗ роликӗсене 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче халӑх тетелӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ[2]. Пурнӑҫри лару-тӑрура ӳкернӗ роликӗсем хастарлӑхпа тата 2000-мӗш ҫулсенчи клуб культурине аса илтерекен хитре сӑн-сӑпатпа халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ[1][3].

Вирусланнӑ роликӗсенчен пӗрне 10 миллион ытла хут пӑхнӑ[2]. Ташӑҫӑ видеороликӗсене паллӑ музыкантсем, вӗсен шутӗнче Tiësto(выр.)чăв. тата Дипло(выр.)чăв. диджейсем, ҫавӑн пекех Мартин Гаррикс(выр.)чăв. пӑхнӑ. Мартин Гаррикс унӑн рилсне репост туни паллӑ[1][2].

2026 ҫул тӗлне Саша Чебӑн тӗп аудиторийӗ — 2000-мӗш ҫулсенчи музыкӑна ҫывӑххисем, миллениалсем[1]. Блог ҫырнипе пӗрлех вӑл Шупашкар филармонийӗнче ӗҫлет, Шупашкарта, Мускавра тата Санкт-Петербургра ташӑ курсӗсем тата мастер-классем ирттерет[1][2].

Ташӑҫӑ малашне блога аталантарма, коллаборацисем тума, ют ҫӗршывсенче гастрольсемпе ҫӳреме шухӑшлать[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Танцор из Чебоксар возвращает тектоник в моду, а миллениалов — в их молодость (выр.). Афиша Daily (31 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Российский зумер прославился благодаря танцам в стиле тектоник (выр.). Lenta.RU (26 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  3. ^ Танцующий Саша Чеба из Чебоксар взорвал сеть: 10 млн просмотров и лайк от Tiesto (выр.). Подмосковье Сегодня (26 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем