Хван Александр Фёдорович

Хван Александр Фёдорович (1957 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар2023 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей кинорежиссёрӗ, сценарисчӗ тата актёрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Шупашкарта ҫуралнӑ. Ашшӗ — Фёдор Хван (ҫуралнӑ чухне Хван Бен Мук) (1927—2006), Маньчжурири Надигоу ялӗнчи кореец, унӑн ҫемйи 1933 ҫулта яппунсенчен СССР-а тарнӑ, вӑтам шкул пӗтерсен шахтёр пулса ӗҫленӗ, кайран Алтайри машинӑсем тӑвакан институтра инженера вӗреннӗ[1].

Амӑшӗ — Людмила Яковлевна Шувалова (1930—2002) — Яков Соломонович Копелиович номенклатура ӗҫченӗпе Клавдия Алексеевна Шуваловсен хӗрӗ. Упӑшкипе машинӑсем тӑвакан института вӗренме кӗмелли экзамента паллашнӑ. Вӗсен юратӑвӗн историне «Люсьӑпа Федя» документаллӑ повестьре каласа панӑ, ку хайлава Елена Фёдоровна Хван, Александр Фёдоровичӑн аппӑшӗ — киновед, актёр агентствин ертӳҫи ҫырса хатӗрленӗ[2].

Шупашкарти 16-мӗш шкулта тата ӳнер шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Виҫӗ ҫултанпах вулама юратнӑ, час-часах кинона ҫӳренӗ, шкулта вӗреннӗ чухне Сергей Герасимов мастерскойӗн историйӗ ҫинчен ҫырнӑ «Сергей Герасимов урокӗсенче» кӗнекене вуласа тухнӑ, ун хыҫҫӑн кинорежиссёр пулма шут тытнӑ[3].

1980 ҫулта ВГИКӑн режиссёр факультетӗнчен (Лев Кулиджанов(выр.)чăв. тата Татьяна Лиознова(выр.)чăв. ӑсталӑх лаҫҫи) вӗренсе тухнӑ.

1992 ҫулта Олег Меньшиков тӗп сӑнара вылянӑ «Дюба-дюба» фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Картина чи лайӑх дебютшӑн кинопресса призне тивӗҫнӗ, ҫавӑн пекех темиҫе кинофестивале (ҫав шутра Канн фестивальне те) ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. Ку фильм валли кӗвӗне режиссёр хӑй ҫырнӑ пулнӑ.

1996 ҫултанпа Горький ячӗллӗ киностуди правленин пайташӗ шутланнӑ. Раҫҫейри кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗн правлени секретарӗ пулнӑ.

2002 ҫулта «Партнер фильм» ТМЯП тата «РЕН ТВ» телестудие хирӗҫ суда айӑплавпа тухнӑ: Хван пӗлтернӗ тӑрӑх унӑн «Шатун» мини-сериал монтажне Алексей Серебряков актёр пурнӑҫланӑ, анчах вӑл автор автор шухӑшне йӑлт улӑштарса пӗтернӗ, оператор ӗҫне пӑснӑ, ҫапла май сюжет йӗрки арканнӑ, ҫавӑн пекех сасӑ ҫырас ӗҫе хутшӑнма килӗшмен актёрсен пӗр пайне тепӗр хут ют сасӑсемпе ҫырнӑ[3][4].

2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑраха кайнӑ обструктивлӑ ӳпке чирӗ аталаннине пула ӑна питӗ хӑвӑрт пульницӑна вырттарнӑ, искусствӑллӑ комӑра икӗ эрне ирттернӗ[5].

2023 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Александр Хван йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Мускаври хосписра вилнӗ[6][7][8]. Режиссёрпа авӑнӑн 20-мӗшӗнче Кинематографистсен тӗм ҫурчӗн Шурӑ зал фойинче сывпуллашнӑ[9]. Мускаври Ваганьково масарӗнче пытарнӑ[10].

Фильмографийӗ

Режиссёр

Сценарист[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Актёр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Наградӑсем

  • 1990 — Мускаври «Дебют» кинофестивальте «Доминус» киноальманах йышӗнчи «Хуҫа» новеллӑшӑн ятарлӑ призӗ.
  • 1992 — Анапӑра иртнӗ «Киношок» ОКФ-ра «Дюба-дюба» фильмри режиссурӑшӑн илнӗ приз.
  • 1992 — «Дюба-дюба» фильмшӑн ҫулталӑкри чи лайӑх дебютшӑн кинопресса призӗ.
  • 1994 — «Дюба-дюба» фильмшӑн «Кинофорум» ҫамрӑк кино МКФ-ӗнче «XXI ӗмӗрти кино» номинацире илнӗ приз.
  • 1995 — Сочире иртнӗ «Кинотавр» ОРКФ-ра «Пуйӑс ҫитни» киноальманах йышӗнчи «Туй маршӗ» новеллӑшӑн FIPRESCI призӗ.
  • 1995 — «Пуйӑс ҫитни» киноальманах йышӗнчи «Туй маршӗ» новеллӑшӑнҫулталӑкри чи лайӑх фильмшӑн панӑ кинопресса призӗ.
  • 2001 — Архангельскра иртнӗ «Сполохи» РТФ-ра «Хура пӳлӗм» киноальманахри «Тухатмӑш» новеллӑшӑн жюрин ятарлӑ призне илнӗ.
  • 2003 — Благовещенскра иртнӗ «Амурти кӗр» кинофестивальте «Кармен» фильмшӑн В. Приемыхов ячӗллӗ тӗп приза тивӗҫнӗ.
  • 2003 — Бердянскра иртнӗ кинофестивальне «Кармен» фильмшӑн Гран-прие тивӗҫнӗ.

Ҫемье

Пӗрремӗш арӑмӗ Елена Астафьева пулнӑ, вӑл «Пӗччен ҫынсене общежити вырӑн парать» фильмра палӑрнӑ актриса. Мӑшӑр ВГИКра вӗреннӗ вӑхӑтрах паллашнӑ. Ывӑлӗ, Артём, инженер профессине суйланӑ[11].

Иккӗмӗш арӑмӗ — Александра Яковлева куҫаруҫӑ. Мӑшӑрӑн Игнат ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ. Александра Яковлевӑпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Александр Хван урӑх авланман[12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хван Федор. Памятка моим детям
  2. ^ Хван Елена. Люся и Федя. Документальная повесть в письмах
  3. ^ 1, 2 Алла Юлина. Александр Хван: «У меня мощные крылья — гены». «Российские корейцы» №3 (24) (Пуш 2002).
  4. ^ Телевизионный "Шатун" нарушил права режиссёра Александра Хвана. Лента.ру (6 нарӑсӑн 2002).
  5. ^ Режиссёр фильма "Умирать легко" провёл в коме две недели. Вести.ру (28 нарӑсӑн 2020).
  6. ^ Соколов К., Пашкова Л., Овсянникова М. Умер работавший с Балабановым режиссер и сценарист Александр Хван. РБК (17 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Друг рассказал о тяжелой болезни скончавшегося режиссера Хвана. Известия (17 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  8. ^ Умер режиссёр Александр Хван. ТВ Центр (17 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  9. ^ В Доме кино попрощались с режиссером Александром Хваном: сыновья приехать не смогли. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  10. ^ Могилы знаменитостей. Некрополи Москвы. Хван Александр Фёдорович (1957-2023). m-necropol.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  11. ^ Александр Хван: фото, биография, фильмография, новости - Вокруг ТВ. (англ.). Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  12. ^ Режиссёр «греховного» фильма с Олегом Меньшиковым решил принять православие. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.

Ҫӑлкуҫсем

  • Собств. корр. Александр Хван: сразу три праздника // Аргументы и Факты. — 2005. — 14 дек.

Вуламалли