Мордвинов Николай Дмитриевич

Никола́й Дми́триевич Мордви́нов (1901 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Етĕрне, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1966 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ, Мускав, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — театрпа кинора вылянă совет актёрĕ, виçĕ хутчен Сталин парнин лауреачĕ (1942, 1949, 1951), СССР халӑх артисчӗ (1949).[3]

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Николай Мордвинов 1901 çулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Етӗрне хулинче (халӗ Чӑваш Республикине кӗрет) купса çемьинче çуралнă.

Етĕрнери ĕç училищинче пĕлӳ пухнă чухнех халăх театрĕн спектаклĕсенче вылянă. 1925 çулта Ю. А. Завадскин студине (Мускав) вĕренме кӗнӗ.

1936 çултанпа Ростоври М. Горький ячĕллĕ академи драма театрĕнче, 1940 çултанпа — Мускаври Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлет.

Николай Дмитриевич Мордвинов 1966 çулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Мускавра ĕмĕрлĕхех куçне хупать[3], Новодевичье масарӗне пытарнă.

Пултарулăх

Мордвинов сăнарланă ролĕсенчен чи паллисем Ричард («Ученик дьявола» Шоу), Ваграм («Ваграмова ночь» Л. С. Первомайскин), Соболевский («Простая вещь» Лавреневăн), Петруччо («Укрощение строптивой» Шекспирăн).[3]

1937—1939 çç. А. С. Пушкинăн «Каменный гость» пьесинче Дон Гуан рольне вылянă, Фридрих Шиллерăн «Разбойники» пьесинче Карл Моора сăнарланă.

Мордвинов театрта темпераментлă, паттăрлă-трагедиллĕ сăнарсене — Отелло, Лир («Отелло», «Король Лир» Шекспир), генерал Огнев («Фронт» А. Е. Корнейчук) — хайлать. Питĕ тарăннăн, пĕр тиркевсĕр Василий Забродин сăнарĕ («Ленинградский проспект», И. В. Шток[4]). Ялкăш буффонлă-драма манерле вăл камитле Рипафратта кавалер («Трактирщица», Карло Гольдони) рольне сăнарлать.

1935 çултанпа кинопа çыхăнать. 1936—1942 çç. «Последний табор» фильмра Юдко чикан, (1936), «Маскарад» фильмра (1941) Арбенин, «Богдан Хмельницкий» (1941) фильмра Богдан Хмельницкий, «Котовский» фильмра (1943) Котовский тĕп ролĕсене сăнарлать. Çаплах «Парень из нашего города» (1942) фильма хутшăнать.

М. Ю. Лермонтовăн сăввисемпе поэмисене вуласа кăтартнă, унăн поэмисене магнит ленти çине çырнă. Мордвиновăн пысăк ĕçĕ — М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» пьесинчи Арбенин ролĕ. Малтанах ăна Мордвинов кинора (1941) сăнарлать. Н. Д. Мордвиновăн Арбенинӗ — пăлхавçă-паттăр. Çак роле театрта сăнарланăшăн (1952, 1963) актёра Ленин парнине (1965) тивĕçтереççĕ.

Парнесемпе чыславсем

  • РСФСР тата тивĕçлĕ артисчĕ (1935);
  • Сталин парни пĕрремĕш степеньлĕ (1942) — «Богдан Хмельницкий» фильмри тĕп рольшĕн;
  • СССР халӑх артисчӗ (1949);
  • Сталин парни иккĕмĕш степеньлĕ (1949) — А. А. Суровăн «Обида» («Большая судьба») спектаклĕнче Костюшкин ролĕшĕн;
  • Сталин парни иккĕмĕш степеньлĕ (1951) — А. А. Суровăн «Рассвет над Москвой» спектаклĕнче Курепин ролĕшĕн;
  • Ленин парни (1965) — М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» спектаклĕнче Арбенин ролĕшĕн;
  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • медальсем.

Фильмографи

  • 1935 — Последний табор — Юдко, чухăн чикан
  • 1941Богдан ХмельницкийБогдан-Зиновий Хмельницкий, Запорожье çарĕн гетманĕ
  • 1941МаскарадЕвгений Александрович Арбенин
  • 1942 — Котовский — Григорий Иванович Котовский
  • 1942Парень из нашего городаАлексей Петрович Васнецов, Омскри танк шкулĕн пуçлăхĕ
  • 1946 — В горах Югославии — Славко Бабич
  • 1950 — Смелые люди — Кожин, парти ĕçтешĕ, партизансен ушкăнĕн командирĕ
  • 1964 — Ленинградский проспект — Забродин
  • 1965 — Когда улетают аисты — ватă Лука

Ĕçĕсем

  • Размышления о работе актёра. 2001 г., 240 стр.

Астӑвӑм

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Мордвинов Николай Дмитриевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ Nikolaj Mordvinov // Filmportal.de — 2005.
  3. ^ 1, 2, 3 Большая советская энциклопедия. Гл. ред. А. М. Прохоров, 3-е изд. Т. 16. Мезия — Моршанск. 1974. 616 стр., илл.; 32 л. илл. и карт.
  4. ^ Н. Д. Мордвинов. Работа над ролью Забродина. «Ленинградский проспект» И. Штока

Вуламалли

  • Образцова А. Н. Д. Мордвинов. Мускав, 1950.
  • Образцова А. Мордвинов и его герои. «Театр». 1961. № 12