Кирилл «Батишта» Петров

Петров Кирилл «Батишта» (чӑн ячӗ — Петров Кирилл Валерьевич) (ҫур. 1983 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫей хип-хоп юрӑҫи, кино актёрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ[1].

2006 ҫулта Мускав электроникӑпа математика институчӗн(выр.)чăв. информатика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Вӗреннӗ чухнехи пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне юрӑ-кӗвве халалланӑ, текстсем ҫырнӑ, кӗвӗленӗ, репетицисене тата тӗрлӗ проектсене хутшӑннӑ[1].

Пӗрремӗш каналӑн «Жестокие игры» тата «Специальное задание» проекчӗсене, 2013 ҫулта Пӗрремӗш каналӑн «Универсаллӑ артист» проектне хутшӑннӑ[2].

Пултарулӑх

1998 ҫулта пӗрремӗш демотрекне ҫырнӑ, «Братья Наличные» рэп-командӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавӑн чухне Батишта хушма ят илнӗ.

2000 ҫулта Кирилл Толмацкипе (ДеЦл) паллашни питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ, унпа гастрольте пулнӑ. Ун хыҫҫӑн «Легальный Бизне$$» ушкӑнпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

2005 ҫулта Александр Дулов продюсерӑн «Банд’Эрос» ушкӑнне кӗнӗ, унта ултӑ ҫул ӗҫленӗ[2].

«Банд’Эрос»

2005 ҫул пуҫламӑшӗнче Мускавра «Банд’Эрос»(выр.)чăв. ушкӑн йӗркеленнӗ. Унӑн йышне Батишта (Кирилл Петров), унччен тӗрлӗ музыка проекчӗсенче палӑрнӑ хӗрсем Радӑпа Наташа, Гарик DMCB (вӑлах Burito), юрӑҫ, диджей, ташӑҫӑ, WС тата Руслан ташӑҫӑ (Батиштӑпа пӗрле рэп та вуланӑ) кӗнӗ.

2006 ҫулта ушкӑн йышӗнче «Коламбия Пикчерз не представляет» альбома хатӗрлес тата ҫырас, 2007 ҫулта хит пулса тӑнӑ «Про красивую жизнь» юрра ҫырас ӗҫе хутшӑннӑ.

2011 ҫулта ушкӑнпа «Кундалини» альбом ҫырнӑ.

«Банд’Эрос» ушкӑнӑн ҫак клипӗсенче ӳкерӗннӗ: «Бум-сеньорита», «Не зарекайся», «Коламбия Пикчерз не представляет», «Наоми я бы Кэмпбэл», «Про красивую жизнь», «Манхэттен», «Адьос!», «Полосы», «Не вспоминай», «Мне до весны», «Не под этим солцем», «Китано».

Ушкӑн йышӗнче ҫак юрӑсене ҫырма хутшӑннӑ: «Коламбия Пикчерз не представляет», «Наоми я бы кэмпбелл», «Про красивую жизнь», «Манхэттен», «Адьос!» .

2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ушкӑнран кайнӑ[2].

Харпӑр проектсем

Пӗр вӑхӑт МУЗ-ТВ каналта телеертӳҫӗ пулнӑ.

Ушкӑнран кайсан харпӑр проектсемпе ӗҫленӗ. Чи малтанхи ӗҫӗ — «Перелистни страницу» дебютлӑ трек валли клип. Унӑн пӗччен кӑларнӑ пӗрремӗш альбомӗ «5010», латин саспаллисем пек шутласан «Solo» пек вуланать.

Ҫак юрӑсемпе ӳкернӗ клипсенче хутшӑннӑ: «Лабиринт» («Дискотека Авария»(выр.)чăв. ушкӑнпа пӗрле), «Чувство лёгкости» (Сати Казановӑпа пӗрле), «Формула любви» (Ромади юрӑҫпа пӗрле), «Начало дня» (Женя Петровапа пӗрле)[2].

Фильмографи[3]

Актёр

  • 2026 — Царевна-лягушка-2 (ӳкереҫҫӗ);
  • 2025 — Царевна-лягушка — евчӗ, пристав, хуралҫӑ, регистратор;
  • 2025 — Знахарь;
  • 2025 — Бедные смеются, богатые плачут-2 — Роман;
  • 2024 — Последняя клятва Гиппократа — Кальмар;
  • 2024 — Бедные смеются, богатые плачут — Роман;
  • 2023 — Быть — жюри пайташӗ;
  • 2023 — АльфаРомео — Лев;
  • 2022 — Старикам тут место (кӗске метражлӑ фильм);
  • 2022 — Рикошет-2 — продюсер;
  • 2021 — Сказки Пушкина. Для взрослых — фестивальти хана;
  • 2021 — Рыбка;
  • 2021 — Моя большая тайна — Тамик, Санчес юлташӗ;
  • 2021 — Беспринципные-2 — рэпер;
  • 2017 — Если бы ветки называли цветами (кӗске метражлӑ фильм) — вокал.

Документлӑ фильмсем

  • 2024 — Кто ты, Кирилл Толмацкий?;
  • 2018 — BEEF: Русский хип-хоп.

Композитор

  • 2024 — Последняя клятва Гиппократа.

Музыка продюсерӗ

  • 2024 — Последняя клятва Гиппократа.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Максим Иванов. Родом из Чувашии: топ-10 современных российских актеров (выр.). Издательский дом «Грани» (15 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Дмитрий Туницын. Кирилл Петров (выр.). 7 дней (19 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Кирилл Батишта (выр.). Кино-театр.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.