Сӗнтӗрвӑрри
Сĕнтĕрвăрри (выр. Мариинский Посад) — Атӑл хĕрринче вырнаçнă хула, Чăваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци центрĕ.
Тавралăхĕ
Сĕнтĕрвăрри Атăлăн сылтăм çыранĕнче, Шупашкарпа Хусан хушшинче, вырнаçнă.
Историйӗ
Ĕлĕк çак вырăн Акас мари кнеçĕн «Акас çĕрне» кĕнĕ.
Халӑх йышӗ
| 1897 | 1931[2] | 1939 | 1959[3] | 1970[4] | 1979[5] | 1989[6] | 1992[7] |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 5000 | →5000 | ↗7200 | ↗8805 | ↗10 239 | ↘10 025 | ↗10 443 | ↗10 800 |
| 1993[8] | 1996 | 1997[9] | 1998 | 2000 | 2001[10] | 2002[11] | 2003 |
| →10 800 | ↗10 900 | ↗11 000 | →11 000 | ↗11 100 | ↘11 000 | ↘10 273 | ↗10 300 |
| 2005[12] | 2006 | 2007[13] | 2008 | 2009[14] | 2010[15] | 2011[16] | 2012[17] |
| ↘10 200 | →10 200 | ↘10 100 | ↗10 133 | ↘10 127 | ↘9088 | ↗9100 | ↘9019 |
| 2013[18] | 2014[19] | 2015[20] | 2016[21] | 2017[22] | 2018[23] | 2019[24] | 2020[25] |
| ↘8892 | ↘8778 | ↘8772 | ↘8754 | ↗8755 | ↘8702 | ↘8550 | ↘8455 |
| 2021[26] | |||||||
| ↘7851 |
- Ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлни
Ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнин йышӗн хисепӗ (1000 ҫын пуҫне): 18,04 (2007), 15,5 (2008), 14,7 (2009)[27]
- Ҫурални
1000 ҫын ҫине пырса тивекен ача ҫуралассин пӗтӗмӗшле хисепӗ: 11,9 (2007), 9,6 (2008), 11,3 (2009)[27].
- Пурнӑҫ тӑршшӗ
Пурнӑҫӑн вӑтам тӑршшӗ (ҫул, арҫынсемпе хӗрарӑмсен): 59/73 (2007), 59/72 (2008), 59/75 (2009)[27].
Паллӑ ҫыннисем
- Маревна (1892-1984) — полякпа вырăс йăхĕнчен тухнă Париж шкулĕнчи ÿнерçĕ[28].
- Родионов Виктор Иосифович (1924-1987) — чăваш актёрĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ (1968), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), РСФСР халăх артисчĕ (1980).
- Серебренников Леонид Васильевич (1902-1965) — СССР Тинĕç-Çар Флочĕн контр-адмиралĕ (1949).
- Шарабрин Иван Георгиевич — (3.7.1905-1995) - РСФСР ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1970), ветеринари ăслăлăх тухтăрĕ (1937), профессор (1935).
- Раиса Иванова (1922-2009), ботаник.
Храмсем
XVIII ӗмӗр пуçламӑшӗнче хулара виçӗ православи чиркӗвӗ туса лартнӑ. Совет саманинче вӗсене хупнӑ, пӗрине аркатнӑ. 1990-мӗш çулсенче упранса юлнӑ икӗ чиркӗве юсаса çӗнетнӗ, хальхи вӑхӑтра вӗсем ӗçлеççӗ: Троица (Свято-Троица соборӗ, 1726 çулта тунӑ) тата Хусан (Хусан Турӑ Амӑшӗн Православи Чиркӗвӗ, 1761 çулта тунӑ)[29][30]. 2013 çулхи утӑн 21-мӗшӗнче Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава Сӗнтӗрвӑрри хулине çитсе курнӑ, Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн кунӗнче Хусан чиркӗвӗнче литурги ирттернӗ[31].
Туризм
2011 ҫулта Сӗнтӗрвӑррипе районӗнче 55 туризм теплохочӗ, 44 экскурси автобусӗ, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата Чӑваш Енри ытти районсенчен килнӗ 73 800 туристпа экскурсант, ҫавӑн пекех Японирен, Австрирен, Италирен, Колумбирен, Испанирен, АПШран, Таиландран, Францирен, Голландирен тата Норвегирен килнӗ ют ҫӗршыв хӑнисем пулнӑ.
Хулан тӗп туризм вырӑнӗсем Майра патша тӑвӗ, Сӑваплӑ Троица соборӗ (1726), Хусан Турӑ Амӑшӗн православи чиркӗвӗ (1761), купса, мещен тата хресчен йӑлин историпе таврапӗлӳ музейӗ, Ҫыранхӗрри тата Ленин урамӗсенчи авалхи ҫуртсем, 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑ Мария Александровна Романова патша майрин палӑкӗ тата ыттисем шутланаҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/marinskpsad/index.html.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
- ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/marinskpsad/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/marinskpsad/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.
- ^ 1, 2, 3 Здравоохранение города Мариинский Посад в цифрах , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнчи копийӗ gov.cap.ru
- ^ Белов, Александр. Ее называли Маревна.
- ^ Путеводитель по Мариинско-Посадскому району , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнчи копийӗ.(выр.)(2025 çулхи утӑн 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Объекты культурного наследия , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ.(выр.)(2025 çулхи утӑн 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Вуламалли
- Дмитриев С. К. «Мариинский Посад: Исторический очерк.» — Шупащкар: Чăваш кĕнеке кăларăмăш, 1990 — 173с.
- «Мариинско-Посадская сторона — новь и старина: летопись района.» — Шупащкар: Чăваш кĕнеке кăларăмăш, 1999. — 149с.
- Дмитриева Э.Я. Города Чувашии. Чебоксары, 1987, 128 С.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |