Троица соборӗ (Сӗнтӗрвӑрри)
Сӑваплӑ Троица соборӗ (выр. Свято-Троицкий собор) — Вырӑс православи чиркӗвӗ шутне кӗрекен Шупашкар епархийӗн Сӗнтӗрвӑрри хулинче вырнаҫнӑ храмӗ.
Приделсене Турӑ Амӑшӗн Тихвин турӑшӗн тата Серафим Саровский ячӗпе сӑвапланӑ.
Историйӗ
Сӑваплӑ Троица ячӗллӗ храма 1726 ҫулта халӑх укҫи-тенкипе туса лартнӑ, ун валли унччен ҫунса кайнӑ Троица храмӗ (ӑна 1620 ҫултанпа пӗлеҫҫӗ) вырӑнне суйланӑ. 1775 ҫулта соборта виҫӗ алтарь пулнӑ[1]. Приделсене Туррӑн Амӑшӗн Тихвин турӑшӗ тата Илия таса пророк ячӗпе сӑвапланӑ[1]. 1903 ҫулта прихут ҫыннисенчен укҫа-тенкӗ пухса собора ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Храм ҫумне пилӗк яруслӑ чиркӳ тӑррине туса лартнӑ. Чиркӳ тӑрринче храм вырнаҫнӑ пулнӑ.
Чиркӳре пилӗк пысӑк кӑлава тата алтарь тӗлӗнче виҫӗ пӗчӗк кӑлава пур. Чиркӳ тӑрри пилӗк яруслӑ, ҫӳллӗшӗ 13 хӑлаҫ, ун тӑрринче пӗр пысӑк кӑлава, урӑхла каласан, хӗреслӗ купол вырнаҫнӑ. Чиркӳ тӑрринче храм пур. Унта вырнаҫнӑ чи пысӑк чан 312 пӑт та 30 фунт тайнӑ, урӑхла каласан урӑн йывӑрӑшӗ 5 тонна ытла пулнӑ. Чи малтанах иконостас пилӗк яруслӑ пулнӑ. Турӑшсем — ылтӑнланӑ кӗмӗл ризӑсемпе. Ҫак собор ытти мӗнпуррисемпе танлаштарсан чи пуян храм шутланнӑ.
1930-мӗш ҫулсенче прихута хупнӑ, 1935 ҫулта чиркӳ тӑррине салатнӑ. Собортан 80 кг яхӑн ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ, ҫакна упранса юлнӑ архив хучӗсем тӑрӑх кӑна пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех ун чухне питӗ кӑткӑс декораципе прикладной ӳнере тата живопись ӗҫӗсене илсе тухнӑ пулнӑ. Илсе тухнӑ япаласене ҫунтарнӑ, е чӗртавар пек усӑ курнӑ[2].
1994 ҫулта собора юстици министерствинче регистрациленӗ, вӑл ӗҫлекен шутланнӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Собор Святой Троицы - г. Мариинский Посад(паллӑ мар). Собор Святой Троицы. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Собор Святой Троицы: история упадка и возрождения (выр.). Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики (8 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Церковь троицкая в г. Мариинский Посад (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Православный Приход собора Святой Троицы. Город Мариинский Посад. Официальный сайт.(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- Троицкий собор Мариинского Посада: фото, описание.(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.