Сӑваплӑ Троица чиркӗвӗ (Шӗмшеш)
Шĕмшешри Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (выр. Церковь Святой Троицы (Шумшеваши)) — Чăваш Енĕнчи (Раҫҫей Федерацийӗ) Элӗк районӗн Шĕмшеш ялĕнче вырнаçнă Шупашкар тата Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.
Храмра виççĕ астул: Сăваплă Виçпĕрлев, Турăн Сăваплă Амăшĕн Пукравĕ, Сăваплă Николай Чудотворец. Чиркӳ çуртне чулран хăпартнă, ăшă, çӳллĕшĕ, чана çити, 15,5 хăлаç, чи анлăшĕ 9 хăлаç. Пиллĕк тăрăллă.
Сăваплă Виçпĕрлев чиркӳ прихутне 1999 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче регистăра кĕртнĕ. Прихут канашĕн председателĕ — И.Р.Филиппов.
Чиркӳре иккĕ чиркӳ ĕçченĕ, тиек, иккĕ псалом вулакан.
Кун-çулĕ
Сăвплă Виçпĕрлев чиркĕвне Шĕмшешре тĕне тытакансен укçипе 1881 çулта туса лартнă.
Совет влаçĕсем храма 1941 çулта хупнă. Турăна ĕненекенсем йăлăннипе хăйĕн ĕçлевне 1993 çулта каллех пуçлать. Çуртне çĕнетнĕ.