Киев-Николаевски Новодевичи мӑнастирӗ (Улатӑр)

Киев-Николаевски Новодевичи мӑнастирӗ (выр. Киево-Николаевский Новодевичий монастырь) — Чӑваш Республикин Улатӑр хулинчи хӗрарӑмсен мӑнастирӗ. 1919 ҫулта хупнӑ[1]. 1993 ҫулта мӑнастире Вырӑс православи чиркӗвне тавӑрнӑ. 2000 ҫул тӗлне Вознесенски, Покровски храмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗрен Никольски хапха чиркӗвне туса лартнӑ.

Историйӗ

Никӗслени

Улатӑрти Киев-Николаевски 3 класлӑ хӗрарӑмсен мӑнастирне хӑҫан никӗслени паллӑ мар. Темиҫе верси пур:

  1. 1764 ҫулта Чулхула Консисторине(выр.)чăв. панӑ мӑнастир ҫинчен калакан ҫырура мӑнастир 1603 ҫулта уҫӑлни пирки каланӑ. Ҫав ҫулах ҫырса кӑтартнинче ҫавӑн пекех — 1603 ҫул — кӑтартнӑ. Анчах та 1693 ҫулта Сӑр юханшывӗ ҫинче пулӑ тытасси пирки Улатӑрти Таса Троица мӑнастирӗ, посад ҫыннисем(выр.)чăв. тата Раштав соборӗпе Старо-Никольский мӑнастирӗн духовенстви хушшинчи тавлашу пирки ҫырнӑ челобитнӑйра вӗсене (1573 ҫулхи указпа) Киев-Никольски мӑнастирне панӑ тесе палӑртнӑ[2].
  2. Мӑнастире 1619 ҫулта Речь Посполита(выр.)чăв. территоринче, Украинӑри Прилуцк, Ладина тата Подгор ялӗсенчен инҫех мар, йӗркеленӗ. Вырнаҫнӑ вырӑнпа тата хӑйӗн Таса Турамӑш Пукрав чиркӗвӗн ячӗпе мӑнастире чи малтан Пукрав Ладин-Подгор Новодевичи мӑнастирӗ тенӗ. Каярахпа унӑн ятне Киев хула ятне хушса ҫырнӑ, мӗншӗн тесен малтанхи манашкӑсем Киев хӗрарӑмӗсем пулнӑ. 1638 ҫулта православи чиркӗвне хирӗҫле католик чиркӗвӗн хӑвачӗ вӑйланнине пула Ладин манашкисем Раҫҫее тарнӑ. Малтан манашкӑсем Путивльпе(выр.)чăв. Брянскра пурӑннӑ, 1638 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗсене Улатӑра куҫарнӑ, унта 1639 ҫулта Киев-Николаевски Новодевичи мӑнастирне никӗсленӗ[1].

Ячӗ

Мӑнастире чи малтан Пукрав Ладин-Подгор Новодевичи мӑнастирӗ тенӗ.

Каярахпа унӑн ятне — Киев — кӗртнӗ[1].

Новодевичи ятне Улатӑрта урӑх Николаевски хӗрарӑм мӑнастирӗ пуррипе панӑ.

Тӗп датӑсем

  • 1603 (1573) — пӗрремӗш асӑну.
  • 1639 ҫул — «ляхсем хӑваласа янӑ» Ладин-Прилуцк мӑнастирӗн Елисавета (Летинская) игуменьйӗпе Киевран килнӗ 52 манашкӑ тата вӗсен духовникӗ Мефодий игумен тепӗр хут никӗсленӗ[3].
  • 1668 ҫул — Таса Турамӑш Пукравӗ ячӗпе хисепленекен кивӗ чиркӳсене, Алексей Митрополит, Михаил Малевин пределӗсене, Никола Чудотворец ячӗпе тӑракан ӑшӑ чиркӗве сӳтнӗ те Казак слободинчен ҫӳлерех Пятницки чиркӳ вырӑнне куҫарнӑ[1].
  • 1671 ҫул — Киев-Николаевски мӑнастирӗн ҫурт-йӗрӗсем Степан Разин пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче ҫунса кайнӑ[4], анчах тепӗр ҫултан мӑнастире пӑлхава хутшӑннӑ уес хресченӗсемпе мордвасен шучӗпе ҫӗнӗрен туса лартнӑ[2].
  • 1690 ҫул — чиркӳсемпе хуралтӑсем ҫунса кайнӑ[1].
  • 1691 ҫул — кӳршӗллӗ Улатӑр Троица-Сергиев мӑнастирӗнчен Чӗрӗлӗх Троица ячӗпе кивӗ йывӑҫ чиркӗве куҫарнӑ та кивӗ чиркӳ вырӑнӗнче Пӳлӗхҫӗ Вознесени ячӗпе ӑшӑ чиркӳ туса лартнӑ[1]. Елизавета игуменья ҫӗнӗ вырӑнта Сӑваплӑ Николай Чудотворец чиркӗвне хӑпартнӑ[4].
  • 1737 ҫул — Сӑваплӑ Николай Чудотворец ячӗпе чул чиркӳ туса лартнӑ.
  • 1753 ҫул — Ҫӳлхуҫан Вознесени ячӗпе йывӑҫран тунӑ чиркӳ вырӑнне чулран туса лартнӑ[1], (виҫӗ престоллӑ(выр.)чăв.: Ҫӳлхуҫа Вознесени(выр.)чăв., Сӑваплӑ Тихон Задонский(выр.)чăв., аслӑ мученик Пантелеймон(выр.)чăв. ячӗсемпе)[2].
undefined

Мӑнастир ҫурчӗсем

  • Чиркӳсем: Ҫӳлхуҫанӑн Вознесенийӗ, Таса Турамӑш Пукравӗ, Никольски хапха чиркӗвӗ.
  • Пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑх хуралтисем.
  • Лаптӑкне кӗтессисенче башньӑсем луртнӑ хӳмепе картланӑ.
  • Ҫуртсен комплексне барокко стилӗпе тунӑ.

Настоятельсем

  • Настоятельница: Елисавета (Кривошеева) игумения, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 82 тултараймасӑр вилнӗ[6].
  • 2020 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче игумения вырӑнне Елисавета (Ванькина) манашкӑна лартнӑ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Путеводитель по фондам Государственного исторического архива Чувашской Республики. Часть 1 (1639—1939). Фонды учреждений и учебных заведений духовного ведомства , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчи копийӗ// РГУ «Государственный исторический архив Чувашской Республики»
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Браславский Л. Ю. Православные храмы Чувашии. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1995. — 350 с. , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнчи копийӗ — ISBN 5-7670-0882-5.
  3. ^ Журавский А. В. Алатырский Киево-Николаевский Новодевичий женский монастырь , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ// Православная энциклопедия
  4. ^ 1, 2 Православный Алатырь: монастыри , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнчи копийӗ // Официальный сайт администрации города Алатырь
  5. ^ Головченко Н. П., Муратов Н. И. Киево-Николаевский Новодевичий монастырь , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнчи копийӗ // Электронная Чувашская энциклопедия
  6. ^ Скончалась настоятельница Николаевского женского монастыря г. Алатырь игумения Елисавета (Кривошеева) (выр.). Официальный сайт Московского Патриархата / Древо-инфо.Ru. Московский Патриархат (13 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
  7. ^ Журналы заседания Священного Синода от 20 ноября 2020 года. Журнал № 90. Официальный сайт Московского патриархата (20 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем