Разин пӑлхавӗ
Сӑлтавӗсем
Вырӑс историографинче пӑлхав сӑлтавӗ таркӑн хресченсене пурнӑҫ тӑршшӗпех шыранипе тата феодалла ытлашши хӗсӗрленипе ҫыхӑннӑ тесе кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне централизациленӗ влаҫа вӑйлатни, 1649 ҫулхи собор уложенине йышӑнни сӑлтав пулса тӑнӑ. Тен, ҫак пӑлхава хӗвеланӑҫ енчи вырӑс ҫӗрсемшӗн вӑраха пыракан вӑрҫа пула ҫӗршыв экономики вӑйсӑрланни пӑлхава тӳрремӗнех хӗтӗртме пултарнӑ.
Патшалӑх налукӗ пысӑкланнӑ. Унтан та ытларах, маларах иртнӗ чума эпидемийӗн хыҫҫӑн килнӗ мур чирӗн эпидемийӗ, халӑх хушшинче выҫлӑх пуҫланнӑ. Крепостла хресченсенчен нумайӑшӗ Дон ҫине тарнӑ, унта вара «Донран никама та тавӑрса памастпӑр» принцип хуҫаланнӑ: унта лекнӗ хресченсем казаксем пулса тӑнӑ. Анчах «кил-ҫуртлӑ» пулса тӑнӑ казаксемпе танлаштарсан, ҫав хресченсен ҫӗнӗ вырӑнта нимӗнле пурлӑх та пулман, вӗсем Дон ҫинчи чи чухӑн халӑх шутланнӑ.
Ҫавӑн пек казаксене «голытьба казаксем» тенӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче яланах ӑҫта та пулин «вӑрлама» тухмалли походсене чӗнсен яланах ҫакӑнпа килӗшекенсем нумаййӑн пулнӑ[4].
Ҫапла майпа пӑлхавӑн тӗп сӑлтавӗсем ҫаксем пулнӑ:
- Хресченсене кропостлани;
- Социаллӑ картлашкан аялти сийӗсемшӗн налукӗсемпе тӳлевсем ӳсни;
- Влаҫ казаксен ирӗклӗхне чакарма тӑрӑшни;
- Дон ҫинче чухӑн казаксемпе таркӑн хресченсем пухӑнни.
Ҫар йышӗ
Пӑлхавҫӑсен тӗллевӗсем
Тӗллевсем пирки, уйрӑмах Степан Разин политика программи ҫинчен калаҫма йывӑр. Ҫарӑн дисциплини питӗ хавшак пулнине шута илсен, пӑлхавҫӑсен ҫирӗп план пулман темелле. Пӑлхава хутшӑннӑ тӗрлӗ ҫынсем хушшинче «ытарайми ҫырусене» сарнӑ, вӗсенче боярсене, дворянсене, приказ ҫыннисене «хӗнеме» ыйтнӑ.
Разин хӑй 1670-мӗш ҫулхи ҫуркунне Алексей Михайлович патшана хирӗҫ мар, патша ҫине япӑх витӗм кӳрекен сутӑнчӑк боярсене «хӗнеме» тухни пирки каланӑ. Правительствӑна хирӗҫле юхӑма ҫаврӑничченех патшана хирӗҫ ӗҫлекен боярсем пурри пирки сӑмах ҫӳренӗ. Сӑмахран, 1670 ҫул тӗлне Алексей Михайловичӑн пӗрремӗш арӑмӗ — Мария Милославская — вилнӗ. Унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ — 16 ҫулхи Алексей тата 4 ҫулхи Симеон патша ывӑлӗсем — вилнӗ. Халӑхра сарӑлнӑ сас-хура тӑрӑх вӗсене влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илме хӑтланнӑ сутӑнчӑк боярсем наркӑмӑш парса вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, престол куҫмалли Алексей Алексеевич Атӑл ҫине тарса тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса юлнӑ имӗш[5].
Ҫапла вара, казаксен ушкӑнӗнче Степан Разин хӑйне патша ывӑлӗшӗн тавӑракан тата Алексей Михайлович патшана «патша ҫине усал витӗм кӳрекен боярсенчен» хӳтӗлекен пек пӗлтернӗ[6][5]. Кунсӑр пуҫне пӑлхава ертӳҫи «хура халӑха» боярсемпе дворянсене пусмӑрӗнчен ирӗклӗхе кӑларма пулнӑ[7].
Малтанхи тапхӑр
Степан Разин пӑлхавӗ шутне хӑш-пӗр чухне «Зипунсем патне кайса килнине» (1667—1669) кӗртеҫҫӗ, ун чухне пӑлхавҫӑсен «ҫаратма» ҫула тухнӑ пулнӑ. Разин отрячӗ Атӑла хупласа тунӑ, ҫапла вара Раҫҫей хуҫалӑхӗ валли кирлӗ чи пӗлтерӗшлӗ ҫула пӳлсе лартнӑ. Ҫак тапхӑрта Разин ҫарӗсем вырӑс тата перс купса карапӗсене ҫавӑрса илнӗ. Тупӑш илнӗ хыҫҫӑн Ейӗк ҫинчи казаксен хулине туртса илсен, ҫавӑнпа пӗрлех тата перссен аллинчи Каспи тинӗсӗн ҫыранӗсене тустарса тухсан, 1669 ҫулхи ҫулла Степан Разин Кагальницки хулаш патнелле ҫул тытнӑ, унта вӑл хӑйӗн ҫарӗсене пухма тытӑннӑ. Ҫынсем ҫителӗклӗ пухӑнсаҫитсен Разин Мускавалла походпа тухни ҫинчен пӗлтернӗ.
Хатӗрленӳ тапхӑрӗ
«Зипунсем патне кайса килнӗ» хыҫҫӑн Разин хӑйӗн ҫарӗпе Аҫтӑрханпа Царицына пырса кайнӑ, унти хула ҫыннисем унпа пит кӑмӑллӑ юлнӑ. Поход хыҫҫӑн ун патне чухӑн ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пыма пуҫланӑ, вӑл пӗчӗкех мар ҫар пухнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл казаксен тӗрлӗ атаманӗсем патне пӑлхав ҫӗклеме чӗнекен ҫырусем ҫырнӑ, анчах отрядпа ун патне Василий Ус кӑна пынӑ.
Ҫапӑҫусем
1670 ҫулхи ҫуркунне пӑлхавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ, тӗрӗссипе каласан, вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Пӑлхав пуҫламӑшне ытларах чухне ҫак вӑхӑтран, 1667 ҫултан мар, шутлаҫҫӗ. Разин ҫарӗ Царицына ярса илнӗ те Аҫтӑрхан патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем хӑй ирӗкӗпе ун аллине парӑннӑ. Унта вӗсем воеводӑпа дворянсене вӗлернӗ, Василий Ус ертсе пыракан хӑйсен правительствине йӗркеленӗ.
Аҫтӑрхана илнӗ хыҫҫӑн Вӑтам Атӑло тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑх ӑна майлӑ пулса тӑнӑ. Самар патне ҫитнӗ май вӑл унпа пӗрле Никон патриарх тата Алексей Алексеевич патша ывӑлӗ пулни пирки сас-хура салатнӑ. Ҫакӑ унӑн ретне чухӑнсемпе ӳстерме май панӑ.
1670 ҫулхи кӗркунне тӗлне Разин ҫарӗ Чӗмпӗрӗн пӗр пайне хӑйӗн аллине ҫӗнсе илнӗ, Чӗмпӗр кремльне ҫавӑрса илнӗ. Милославский Иван Богданович ертсе пыракан гарнизон пӑлхавҫӑсем тапӑннине тӑватӑ хут сирме пултарнӑ. Чӗмпӗрти гарнизона Мускаври воеводӑсем ан ҫиттӗр тесе Разин темиҫе отряда вӗсем килес ҫул ҫине янӑ. авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫак отрядсем Ҫӗрпӗве ҫавӑрса илнӗ, авӑнӑн 16-мӗшӗнче Улатӑр хулине ярса илнӗ. Ҫавӑн пекех Разин отрячӗсем Саранска, Пензӑна ярса илнӗ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсен аллине Чикме хули лекнӗ.
Разин ҫыннисем тӗрлӗ уессенче пӑлхавсем ҫӗкленӗ. Пӑлхава путарас тӗллевпе правительство ҫарсем янӑ: Муромран Юрий Алексеевич Долгоруков ертсе пыракан ҫар тухнӑ, Хусантан — Барятинский Даниил Афанасьевич ертсе пыраканни. Правительство ҫарӗсем пӑлхавҫӑсен аллине лекнӗ хуласене ирӗке кӑларнӑ.
Чӗмпӗр патӗнчи ҫапӑҫура Степан Разина йывӑр амантнӑ. Хӑйӗн шанчӑклӑ казакӗсемпе вӑл Дон ҫине таврӑннӑ. Кунта вӑл сурансенчен сипленнӗ те каллех ҫар пухма пуҫланӑ. Анчах казаксен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗсем Разин витӗмӗ ытла ӳснинчен хӑраса Кагальницки хулашӗнче ӑна тапӑннӑ, тыткӑна илсе патша правительствин аллине панӑ.
Пӗтӗмлетӳ
Пӑлхава ҫӗкленнӗ ҫынсене питӗ нумай вӗлернӗ, ҫакӑ хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсене питӗ вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ. Сӑмахран, «Царица Эсфирь» карап ҫинчи анонимлӑ акӑлчан морякӗ, Юрий Долгоруков кнеҫ Атӑл ҫинчи пӑлхавҫӑсене асаплантарнине сӑнанӑскер, 1671 ҫулта Парижра пичетленсе тухнӑ хӑйӗн брошюринче ҫапла ҫырать:
Ҫак вырӑн питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тамӑк умӗ пекех вӑл туйӑннӑ. Йӗри-тавра виселицӑсем туса лартнӑ, кашни ҫинче 40, е 50 ҫын таран ҫакӑнса тӑнӑ. Тепӗр ҫӗрте юнланнӑ пуҫ каснӑ кӗлеткесем йӑваланнӑ. Унта та кунта пӑлхавҫӑсене тӑрӑнтарса лартнӑ шалчасем курӑнса тӑнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ виҫҫӗмӗш кунне те чӗрӗ пулнӑ, вӗсем йынӑшни илтӗнме пӑрахман.
Пӗлтерӳ нумай пулмасть Московире Стенька Разин туса кӑларнӑ пӑлхава тӗпӗ-йӗрӗпе пырса тивет // Записки иностранцев о восстании Степана Разина. — Т. 1. — Л.: Наука, 1968.
Хӑйсен тӗллевӗсене — дворянсене тӗп тӑвассипе крепостла правӑна пӗтерессине — Разин ҫыннисем пурнӑҫлайман. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пӑлханнӑ халӑхсене, уйрӑлса тухнӑ тӗн ҫыннисене, Донпа Запорожье казакӗсене йышлӑн хӑйсене майлӑ ҫавӑрма май килмен. Анчах Степан Разин пӑлхавӗ вырӑс обществинче пӗрлӗх ҫуккине, ҫӗршыва ҫӗнетсе улӑштарма кирлине кӑтартса панӑ.
Ӳнерте палӑрса юлни
Поэзи
- Александр Пушкин. «Стенька Разин ҫинчен хывнӑ юрӑсем»
- Марина Цветаева. «Стенька Разин»
- Василий Каменский. «Степан Разин»
Инструментлӑ кӗвӗ
- Дмитрий Шостакович. «Степан Разина вӗлерни»
Илемлӗ литература
- Алексей Чапыгин. «Разин Степан», 1927.
- Степан Злобин. «Степан Разин», 1951
- Василий Шукшин. «Эпӗ сире ирӗклӗх пама килтӗм», 1971.
- Святослав Логинов. «Колодезь», 1997
Кинофильмсем
- «Стенька Разин» («Понизовая вольница»), 1908. Режиссёрӗ В. Ромашков
- «Степан Разин», 1938. Режиссёрӗсем И. Правов, О. Преображенская
- «Гулящие люди», 1988. Режиссёрӗ И. Гурин
Ӑнлантарусем
- ^ Калмыцкое ханство , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи акан 16-мӗшӗнчи копийӗ // Большая российская энциклопедия
- ^ 1, 2, 3 Разина восстание // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
- ^ Пирӗн ҫӗршывӑн исторографинче ӑна ҫӑвӑн пекех Бунт Стеньки Разина тенӗ, Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.;
Крестьянская война под руководством (предводительством) Степана Разина, пӑхӑр: Крестьянская война под руководством Степана Разина // Н — Николаев. — М. : Советская энциклопедия, 1954. — С. 361—364. — (Пысӑк совет энциклопедийӗ : [51 томпа] / гл. ред. Б. А. Введенский ; 1949—1958, т. 29).; Шаблон:СИЭ - ^ Малыхин К. Г. История Донского края. — ИКЦ «МарТ», 2006. — 256 с. — ISBN 5-241-00706-7.
- ^ 1, 2 Усенко, 2006, с. 60.
- ^ Троицкий, 1969, с. 139.
- ^ Орлов, 1997, глава 12, с. 124.
- ^ Сообщение касательно подробностей мятежа, недавно произведенного в Московии Стенькой Разиным , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ // Записки иностранцев о восстании Степана Разина. — Т. 1. — Л.: Наука, 1968.
Вуламалли
- А. А. Данилов, Л. Г. Косулина. Конец XVI—XVIII век («История России» учебник 7 кл.)
- Буганов В. И. Разин и разинцы. — М., 1995.
- Лазарев С. Е. Образ Степана Разина в изобразительном искусстве // Преподавание истории в школе. 2016. № 8. С. 29-34.
- Усенко, Олег Григорьевич. Бродячие дети второго Романова. Галерея лжемонархов от Смуты до Павла I .. — Родина (выпуск № 8), 2006. — ISBN 0235-7089.
- Перри М. Самозванцы XVII в. и вопрос о легитимности правящего царя (Материалы международного научного семинара). — Академии Наук – Университета им. Лоранда Этвеша, 2009.
- Троицкий С. М. Самозванцы в России XVII–XVIII веков. — 1969.
- Орлов А. С., Георгиев В. А., Георгиева Н.Г., Сивохина Т.А. История России. Учебник. — Проспект, 1997. — 544 с. — ISBN 5-7896-0020-4.( ӗҫлемен каҫӑ)
Каҫӑсем
- Шпрингель В. А. Миф о царевиче Алексее Алексеевиче и попытки легитимации властных претензий С. Разина // Научные труды Московского педагогического государственного университета. Сер. Социально-исторические науки. М., 2005.
- Сборник народных песен о Степане Разине и разинщине // Российское общественное достояние (выр.)