Михаил Архангел соборӗ (Шупашкар)
Михаил Архангел соборӗ, Таса Михаил Архангел чиркӗвӗ, Михаил Архангел чиркӗвӗ (выр. Собор Михаила Архангела) — Шупашкарти Михаил архистратига халалланӑ православи храмӗ.
Шупашкар хулишӗн XVII ӗмӗрти хӑйне евӗрлӗ вырӑс зодчествин палӑкӗ — хальччен упранса юлнӑ куҫӑмлӑх йышши пӗртен-пӗр чиркӳ — икӗ юплӗ храм[1].
Палӑк вырнаҫнӑ территори: XVIII ӗмӗрте — Шупашкар кремлӗн тухӑҫ стени ҫумӗнче, халӗ — Константин Иванов тата Бондарев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта.
Историйӗ
Ҫв. Михаил Архангел чиркӗвне 1702 ҫулта прихут ҫыннисен укҫи-тенкипе туса лартнӑ.
1758 ҫулта ҫавӑн пекех прихут ҫыннисен укҫипе Параскева Пятница приделне тата чиркӳ тӑррине туса лартнӑ. Ҫапла майпа архитектура комплексӗн йышӗнче виҫӗ ҫурт пулнӑ: Михаил Архангелӑн сивӗ (ҫуллахи) чиркӗвӗ, Параскева Пятницӑн ӑшӑ (хӗллехи) тата чиркӳ тӑрри.
Революциччен чиркӳре вырӑнти реликви — Турӑ Амӑшӗн истори тата ӳнер хаклӑхне кӑтартакан Тихвин турӑшӗ — упраннӑ[2]. Ҫапах та совет саманинче вӑл таҫта ҫухалнӑ, ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар.
Совет саманинче чиркӗве хупнӑ (1927), хӗллехи храма тата илемлӗ чиркӳ тӑррине ҫухатнӑ (1930-мӗш ҫулсем), упранса юлнӑ ҫуртра вара чылай ҫул патшалӑх архивӗ (Чӑваш Республикин Наци библиотекин пӗр фончӗ) вырнаҫнӑ пулнӑ.
1993 ҫулта храма Шупашкар-Чӑваш епархине панӑ.
Архитектура
Сайра тӗл пулакан икӗ юпаллӑ куҫӑмлӑ храмӑн тӗсӗ — Шупашкарта упранса юлнӑ ҫакӑн йышри пӗртен-пӗр тӗслӗх.
Чиркӗве «вырӑсла барокко» архитектура стилӗпе тунӑ («четверик», закомара йышшипе, чӳрече анисене илемлетни) .
Хальхи тӑрӑмӗ
1996 ҫулта, кӑткӑс юсав ӗҫӗсем туса хӗрессене куполсем ҫине хӑпартнӑ хыҫҫӑн, кӗлӗсем ирттерме пуҫланӑ.
Ҫӗнетнӗ храма уҫнине Шупашкар-Чӑваш епархийӗ 50 ҫул тултарнине тата Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗ II Алексий пӗрремӗш хут килнине халалланӑ. Хальхи вӑхӑтра храм Шупашкарти епархи училищин шутланать[3], унта пулас священнослужищисем практика тата кӗлӗ ирттереҫҫӗ.
Духовенство
Храм настоятелӗ — Александр Федотов протоиерей[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Михаила Архангела храм. Чебоксары город, Бондарева улица, 12. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ Церковь Архангела Михаила. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Чебоксарское епархиальное Православное Духовное училище. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Духовенство | Официальный сайт I благочиния Чебоксарской Епархии Чувашской Митрополии. cheb1blago.cerkov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Димитриев В.Д., Селиванова С.А. Чебоксары: Очерки истории города XVIII века. — Чуваш. кн. изд-во, 2011. — С. 48. — 446 с.
- Государственный исторический архив Чувашской Республики Фонд: 381. Опись: 1-2. Ед.хранения: 37.
- Муратов Н. И. Объекты культурного наследия Чувашской Республики: Каталог. В 2 кн. Книга 1 / Н. И. Муратов. — Чуваш. кн. изд-во, 2011. — С. 108—110. — 232 с. — ISBN 978-5-7670-1866-6.