Введени чиркӗвӗ (Шупашкар)
Православи храмӗ | |
Введени кафедра чиркӗвӗ | |
---|---|
Введенский кафедральный собор | |
![]() | |
56°09′06″ с. ш. 47°14′47″ в. д.GЯO | |
Патшалӑх |
![]() |
Хула |
Шупашкар, Константин Иванов урамӗ, 21 |
Конфесси | Православи |
Епархи | Шупашкар |
Никӗҫлевҫӗ | Хаяр Иван |
Никӗсленӗ вӑхӑт | 1555 ҫул |
Туса лартнӑ вӑхӑт | 1651 — 1657 |
Хальхи вӑхӑтра | Ӗҫлекен |
![]() |
Введени чиркӗвӗ (выр. Введенский собор) — Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ православи храмӗ, Чӑваш митрополийӗн тата Вырӑс православи чиркӗвӗн Шупашкар епархийӗн кафедра чиркӗвӗ. Хулари тата Чӑваш Республикинчи чи кивӗ ҫурт, федераци пӗлтерӗшлӗ палӑк.
Храмӑн тӗп престолне Таса Турамӑш храмне леҫнӗ уяв ячӗпе сӑвапланӑ.
Пӗрремӗш (пӗренесенчен купаласа хӑпартнине) храма ҫак вырӑнта Хаяр Иван патшан грамотипе 1555 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи хывнӑ. Шупашкар кремлӗнче унӑн никӗсне 1555 ҫулта Хусанти Гурий архиепископ сӑвапланӑ. Хальхи ҫурта XVII ӗмӗр варринче (1650-мӗш е 1660-мӗш ҫулсенче) туса лартнӑ.
Историйӗ
Хусанти Гурий(выр.)чăв. архиепископне панӑ Хаяр Иванӑн 1555 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи грамотинче ҫапла каланӑ: «где быти святой соборной церкве Введению Пречистой» (Таса Турамӑш введени собор чиркӗвӗ пулмалла) тата «назнаменовати место, где граду быти» (хула пулмалли вырӑна палӑртмалла). Гурий кунта пиртен чиркӳ вырнаҫтарнӑ, кӗҫех ун вырӑнне йывӑҫран ӑсталаса лартнӑ. 1559 ҫулта йывӑҫ чиркӳ ҫунса кайнӑ. 1660-мӗш ҫулсенче чиркӳн хальхи ҫуртне (сивӗ) туса лартнӑ, ӑна Таса Турамӑш храмне леҫнине халалланӑ. Каярахпа ун ҫумне ӑшӑ приделсем туса лартнӑ, сылтӑм енчен — преподобнӑй Сергий Радонежские асӑнса, сулахай енчен — Турӑ ҫынни преподобнӑй Алексие асӑнса. XVIII–XIX ӗмӗрсен чиккинче сулайхари придела аслӑлатсе тӑваттӑмӗш престол йӗркеленӗ, ӑна Харалампий священномученника асӑнса хатӗрленӗ.
Совет саманинче храма темиҫе ҫуллӑха хупнӑ пулнӑ. 1939 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш Республикин правительствин постановленийӗпе унӑн ҫуртне нумай пулмасть йӗркеленӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер галерейине панӑ. 1980-мӗш ҫулсем таранах ҫурҫӗр пайӗнче Таврапӗлӳ музейӗн (халӗ Чӑваш наци музейӗн) фонд управӑшӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. 1943 ҫулта музей экспоначӗсене васкавлӑн урӑх хупӑ храма куҫарнӑ, чиркӳре вара кӗлӗ вулама пуҫланӑ.
1945 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче Введени чиркӗвӗн настоятелӗ И. В. Сталин патне чиркӳ канашӗ, духовенство, Шупашкарти ӗненекенсем хӳтӗлев фондне 136 200 тенкӗ куҫарни ҫинчен телеграмма янӑ. Сталин телеграммӑпа хуравланӑ май чиркӳ канашӗн председательне Дмитрий Донский ячӗллӗ танк колоннине тума укҫа пухнӑшӑн тав тунӑ.
1985 ҫулхи ака уйӑхӗччен турӑ ҫынни преподобнӑй Алексийӗн тата Харалампий священномученикӑн приделӗсенче, ҫавӑн пекех притворӑн пысӑк пайне таврапӗлӳ музейӗн фончӗсем йышӑннӑ[1].
Сӑнласа пани
Ҫурта пӗрре мар юсанӑ, апла пулин те вӑл хӑйӗн малтанхи сӑнне тӗпрен илсен ҫухатман. Улшӑнусем кӑшт кӑна пулса иртнӗ, тата кайранхи вӑхӑтра притвора туса лартсан чиркӳ умӗн пӗрремӗш хучӗ хупланнӑ.
Чиркӳн шал енче классицизм тапхӑрӗнчи фрескӑллӑ ӳкерчӗксем, ҫавӑн пекех иконостас упранса юлнӑ. Чатӑрлӑ чиркӳ тӑрри XVII ӗмӗрти Мускав архитектурипе пӗрешкел. Храмран уйрӑм туса лартнӑскер, ӑна та темиҫе хутчен те ҫӗнетнӗ, апла пулин те вӑл хӑйӗн ӗлкине сыхласа хӑварнӑ.
Чиркӳре XX ӗмӗрӗн 3-мӗш чӗрӗкӗн икӗ Шупашкар архиерейне пытарнӑ: Иларий (Ильин) тата Вениамин (Новицкий).
Сӑваплӑ турӑшсем

Введени чиркӗвӗн сӑваплӑ турӑшӗсен шутне тӑваттӑ кӗрет:
- Турӑ Амӑшӗн Владимир турӑшӗ (киотра): XVI ӗмӗрте хатӗрленӗ, ылтӑнланӑ кӗмӗл ризӑпа илемлетнӗ пулнӑ, Патша хапхинчен сулахай енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Халап тӑрӑх, ӑна Хусанти тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Гурий архиепископ парнеленӗ.
- Ҫӑлавҫӑ турӑшӗ: халап тӑрӑх, чиркӗве ӑна Хусанти тата Сӗвери митрополит Тихон парнеленӗ. Унӑн маргаритпа (ахахпа) илемлетнӗ кӗмӗл оклад пулнӑ, ӑна вуникӗ уява сӑнлакан турӑш ӑшне кӗртсе лартнӑ пулнӑ.
- Турӑ Амӑшӗн угодникӗсен хӑвачӗллӗ Смоленск турӑшӗ: Тихон митрополит парнеленӗ, ӑна хӑйне вара ку турӑша 1687 ҫулта грузи патши Арчил парнеленӗ.
- Хусанти сӑваплӑ Гурий, Варсанофий тата Герман сӑнарӗсем: турӑша ӑшне вӗсен хӑвачӗн пӗрчисемлӗ кӗмӗл ковчежсем вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Халап тӑрӑх, Шупашкар ҫыннисем хайсем хушшинче суйланӑ ҫыннисене Хусана сӑваплӑ ҫынсен хӑвачӗн пӗр пайне ыйтса илме янӑ. Вӗсем ыйтнине пурнӑҫланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Дроздовская Е. П. Документы госистархива на выставке «Христом связуя времена» // Государственный исторический архив Чувашской Республик. — 2009. — 9 Ака уйӑхӗн.
Вуламалли
- Мордвинова А.И. Введенский собор города Чебоксары / Антонина Мордвинова; Чувашский гос. ин-т гуманитарных наук. — Чувашское кн. изд-во, 2009. — ISBN 978-5-7670-1608-2.
Каҫӑсем
- Введени чиркӗвӗн сайчӗ (выр.)