Ҫӳлхуҫа Преображени чиркӗвӗ (Кудеиха)

Ҫӳлхуҫа Преображени чиркӗвӗ (выр. Храм Преображения Господня) — Чӑваш Республикин Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнчи православи храмӗ, XIX ӗмӗрти историпе архитектура палӑкӗ, регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗ.

Архитектура

Храма «четверик»(выр.)чăв. мелӗпе купаланӑ. Ҫуртӑн фасачӗсене классика архитектурин декорӗн элеменчӗсемпе капӑрлатнӑ. Ҫӳллӗ тӳрӗ кӗтеслӗ чӳречесене чӳрече айӗнчи хӑюсемпе палӑртнӑ тата тӗрлӗ сандриксемпе(выр.)чăв.: веер майлӑ (питӗрекен чулсемпе), пӗкӗ евӗрлӗ тата кронштейнсемпе (чӳрече ҫинче апсид(выр.)чăв.) виҫкӗтеслӗ тунӑ. Четверикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑрти пайӗсене горизонталь русӗпе тунӑ нишсемпе, фланкӑланӑ калаксемпе палӑртнӑ.

Стенасен варрипе вӑтам чӳречесем тӗлӗнче ҫаврака нишлӗ тӑваткал филёнкӑсем(выр.)чăв. вырнаҫнӑ. Вӗҫлекен карнизсене(выр.)чăв. сухариксен(выр.)чăв. хӑйӑвӗсемпе эрешленӗ.

Архитектура енчен храм XIX ӗмӗрӗн 1-мӗш ҫурринчи классика зодчествин формисемпе хӑпартнӑ ялти прихут храмӗн тӗслӗхӗ пек кӑсӑк.

Истори

Тӗп пулӑмсем
  • 1764 ҫул — Чулхула кӗпӗрнин Улатӑр уесӗнчи Пукрав Иваньково скитне пӑрахӑҫласа Кудеиха сали ҫывӑхне куҫарнӑ.
  • 1765 ҫул — Пукрав Иваньково скитӗнчен куҫарса килсе йывӑҫ храм тунӑ.
  • 1829 ҫул — чул храм тунӑ, унта пӗр придел(выр.)чăв. — Ҫӳлхуҫа Преображени ячӗпе — пулнӑ.
  • 1870 ҫул — Христос Раштавне тата Таса Турамӑш Пукравне чысласа икӗ придел тунӑ.
  • 1937 ҫул — храма хупнӑ.
  • 1991 ҫул — храма Шупашкар-Чӑваш епархине тавӑрнӑ.
  • 2002 ҫул — Чӑваш тата Шупашкар Варнава митрополичӗ(выр.)чăв. Ҫӳлхуҫа Преображени тӗп астулӗпе тӗп приделне сӑвапланӑ.
undefined

Кудеиха ялӗн Ҫӳлхуҫа Преображени храмне чи малтан 1764 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче асӑнни пур:

…1764 года сентября дня Духовной преосвященнаго Феофана епископа Нижегородскаго и Алатырскаго консистории села Порецкаго диаконъ Федоръ Васильевъ при подаче сегодня оного прихода росписей сказалъ: объявленные де при техъ поповскихъ росписяхъ таковыя же имянные росписи дали обретающагося отъ села де ихъ Порецкаго за рекою Сурою Покровской Иванковской пустыни, коя имеетца от них в четырехъ верстахъ иеромонаха Филарета … а та де пустыня имеется на основании такомъ огорожена оградою деревянною, въ ней — церковь деревянная во имя Преображения Господня зъ двумя пределы: один во имя Пресвятыя Богородицы Владимирския, второй — преподобных Анофрия Великаго да Петра Афонскаго. Монашескихъ келей деревянныхъ четыре…— Пӑрачкав салинчи Троица чиркӗвӗн тиекӗ Федор Васильев Чулхулари ӑс-хакӑл консисторине пӗлтернинчен.

Ҫырупа пӗрле тӑратнӑ хутсем тӑрӑх ҫав вӑхӑтра Кудеиха ялӗнче 51 кил пулнӑ, унта пурӑнакансен шучӗ — 214.

1764 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Екатерина II майра патшан Хушӑвӗпе (Манифестпа) килӗшӳллӗ Пукрав Иваньково скитне пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн унти икӗ приделлӑ йывӑҫ чиркӗве Кудеиха ялӗнче пурӑнакансен прихутне панӑ. Чиркӗве вырӑнти хресченсем Кудеихӑна куҫарнӑ та унта пӗр приделпа — Ҫӳлхуҫа Преображенине халалласа — ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа Кудеиха чиркӳллӗ ял пулса тӑрать.

Преображени чиркӗвӗ ҫумне таврари ялсен — Кудеиха тата «Кӗленче савучӗ» (халӗ Кожевенное сали) — ҫыннисене кӗртнӗ.

1824 ҫулта пысӑк пушар пулнӑ, ҫавна пула ялта йывӑҫ чиркӳ ҫунса кайнӑ, ҫак вырӑнтах Пукрав Иваньково скитне пӗтернӗ хыҫҫӑн юхӑнса кайнӑ Пукрав чиркӗвӗн чулӗсенчен чул чиркӳ тума йышӑннӑ. Кудеиха хресченӗсем пылчӑк тӑрӑх, ҫулсӑр-мӗнсӗр хӑйсен хулпуҫҫийӗсем ҫинче туса пӗтереймен Пукрав чиркӗвӗн чулӗсене Кудеихӑна куҫарнӑ, унтан хӑйсен укҫи-тенкипе Кудеихӑра чиркӳ туса лартнӑ, тӑм ҫумне ҫӑмарта шуррине хушнӑ, ҫакӑ ӑна калама ҫук ҫирӗп тунӑ. Чӑнах та, XX ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче чиркӗве аркатма хӑтлансан куполӑн пӗр пайне кӑшт кӑна ҫӗмӗрме пултарнӑ, ҫавӑн пекех чансене шӑратма ӑсатнӑ. Стенисем вара ҫынсене парӑнман, вӗсене ҫавӑн пекех хӑварнӑ (Кудеихӑра пурӑннӑ кинемей аса илнинчен, ҫӑлкуҫӗ — вырӑнти таврапӗлӳҫӗн С. И. Клюкинӑн харпӑр архивӗ).

Кудеихӑра ҫӗнӗрен туса лартнӑ чиркӗве (пушарта ҫунса кайнӑ йывӑҫ чиркӳ пекех) Ҫӳлхуҫа Преображение халалласа сӑвапланӑ, 1829 ҫулта унта кӗлӗсем ирттерме пуҫланӑ. 1870 ҫултанпа храмра тата икӗ придел уҫнӑ: сулахай придел — Христос Раштавне чысласа, сылтӑм придел — Таса Турамӑш Пукравне чысласа.

Совет самани

1917 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи ӗҫсем хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Преображени чиркӗвӗ 1937 ҫулччен ӗҫленӗ. Чиркӳ прихутӗнче Сӑр тарӑхӗнчи Кудеиха, Шадриха тата Кожевенный ятлӑ виҫӗ ял ҫыннисем тӑнӑ.

undefined

XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тата XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнчи сӑваплӑ чиркӳ ӗҫченӗсен хушшинче уйрӑммӑн ҫаксене палӑртмалла:

  • 1885—1903 ҫулсенче Преображени чиркӗвӗн настоятелӗ пулса ӗҫленӗ Андрей Остроумов священника;
  • Михаил Иванович Ветвинский псаломщика(выр.)чăв. (1859 ҫултанпа 1898 ҫулхи пуш уйӑхӗччен);
  • чиркӳре 20 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Александр Николаевич Троицкий тияккӑна(выр.)чăв. (1889 ҫултан пуҫласа 1902 ҫулччен);
  • 1908—1916 (пӗрремӗш ҫурри) ҫулсенче ӗҫленӗ Николай Владимирович Боголюбов священника,
  • 1916 ҫултан (иккӗмӗш ҫурри) 1918 ҫулччен ӗҫленӗ Александр Цветков священника.

Священниксенчен чылайӑшӗ, сӑмахран, Совет влаҫӗн ҫулӗсенче ӗҫленӗ Н. В. Боголюбовпа А. Н. Троицкий репрессире шар курнӑ. Кудеиха ялӗнчи Преображени чиркӗвӗнче ӗҫленисем хушшинче аса тӳсни те пур — Василий Константинов-Гришин атте. XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче храм настоятелӗ(выр.)чăв. пулнӑ май, Василий Гришин аттене 1937 ҫулта ҫӑхав тӑрӑх арестленӗ. Ӗҫ лагерӗсенче 10 ҫул пурӑнмалла айӑпланӑскер, вӑл 1943 ҫулта Мордва АССРӗнчи Темников лагерӗнче вилнӗ. 1958 ҫулта Василий Константинов-Гришина реабилитациленӗ, тепӗр ҫур ӗмӗртен тенӗ пек, 2000 ҫулта, Вырӑс Православи чиркӗвӗн Архиерей Соборӗ священномученик тесе канонланӑ. Пушӑн 14-мӗшне — Василий Константинов-Гришин атте вилнӗ кун — ӑна асӑнмалли кун тесе йышӑннӑ. Ҫак кун Кудеихӑри Преображени храмӗнче уяв собор литургийӗ(выр.)чăв. иртет.

Василий аттене 1937 ҫулта арестленӗ хыҫҫӑн чиркӗве хупнӑ та хуҫалӑх хуралти пек усӑ курма пуҫланӑ, кайран 70-мӗш ҫулсен варриччен кунта ял клубӗ вырнаҫнӑ, каярахпа 1990 ҫулччен — храм ҫуртне вырӑнти 8 ҫул вӗренмелли шкул столовӑйӗ вырӑнне усӑ курнӑ.

Совет самани хыҫҫӑнхи тапхӑр

Преображени чиркӗвне ҫӗнӗрен чӗртме 1991—1992 ҫулсенче, храм ҫуртне Шупашкар-Чӑваш епархине тавӑрса парсан, пуҫланӑ. 1991—1998 ҫулсенче вырӑнти энтузиастсен — Клавдия Семеновнӑпа Александр Прохорович Калентьевсен — вӑйӗпе, Кудеиха ял администраци пуҫлӑхӗ Юрий Дмитриевич Коннов пулӑшнипе храмӑн пӗр пайне (сулахай приделне) юсама тата кӗлӗсем ирттерме пуҫлама май килнӗ.

1998 ҫулта Павел Гуцаев иерея(выр.)чăв. храмӗн настоятельне лартсан храма юсаса ҫӗнетмелли иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. 2002 ҫулта Ҫӳлхуҫа Преображени чиркӗвӗн тӗп приделне юсаса пӗтерсе сӑвапланӑ, ӑна сӑваплама Шупашкар тата Чӑваш Митрополичӗ Варнава килнӗ. 2007 ҫулта Павел Гуцаев иерейпа, ӑна ҫав тапхӑрта Пӑрачкав салинчи Сӑваплӑ Троица соборне настоятель тата ҫӗнетес ӗҫӗн явапли туса хунӑ, тата 2006 ҫулта Преображени чиркӗвӗн иккӗмӗш пачӑшки пулма уйӑрса лартнӑ Илия Тарасиков иерей пӗрле ӗҫленипе Таса Турамӑш Пукравне халалланӑ сылтӑм придела юсаса пӗтернӗ. Кунта та вырӑнти ҫынсем пулӑшмасӑр пулман. Геннадий Иванович Клюкин тӑрӑшнипе сылтӑм придел валли йывӑҫран касса Ылтӑн хапхаллӑ иконостас(выр.)чăв. тунӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа храм виҫӗ престоллӑ.

2010 ҫултанпа храм настоятельне Евгений Анатольевич Слепухин аттене лартнӑ. Евгений атте Павел Гуцаев аттен храма юсаса ҫӗнетес ӗҫе малалла тӑснӑ. Евгений атте тӑрӑшнипе тата Кудеиха ҫыннисем, Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснисем пулӑшнипе храм ӑшӗнче совет самани ҫулӗсенче хӑпартнӑ стенасемпе пӳлӗмсене салатнӑ, храмӑн шалти пайне малтанхи (революцичченхи) тӗс кӗртнӗ.

Храма юсама уйрӑмах Кудеихӑри хисеплӗ вӗрентекенсен, Николай Ивановичпа Александра Семеновна Майоровсен ывӑлӗ Владимир Николаевич Майоров предприниматель, Кудеиха ял тӑрӑхӗн председателӗ Владимир Николаевич Лисин тата унччен ял канашӗн председателӗ пулнӑ Ю. Д. Конновӑн ывӑлӗ Александр Юрьевич Коннов пысӑк пулӑшу панӑ.

Ҫапла вара, хальхи вӑхӑтра Кудеихӑри Ҫӳлхуҫа Преображени чиркӗвӗ ҫиелтен пӑхсан та, шалта та, 1870 ҫулта тунӑ пекех. Чиркӳ чулран, ӑшӑ. Чиркӗвӗн вӑрӑмӑшӗ — 19 метр, чи анлӑ выранӗ — 15 метр, ҫӳлти карниз ҫӳллӗшӗ — 6,4 метр. Чиркӗвӗн пӗр сыпӑкӗ шлем формиллӗ. Чансем вырнаҫнӑ пайӗн тӑрри 2 яруслӑ, ҫӳллӗшӗ 12,8 метр.

Хальхи вӑхӑтра чиркӳ ӗҫлет. 2012 ҫулччен чиркӳ Шупашкар-Чӑваш епархийӗн IX Благочиннӑй округӗ шутне кӗнӗ, Раҫҫейре ҫӗнӗ епархисем йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Преображени чиркӗвӗ Чӑваш митрополийӗн Улатӑр епархийӗн II Благочиннӑй округӗ шутне кӗрет.

Турӑ Ҫурчӗн сӑвапӗсем

Храмра XVII ӗмӗрти сӑваплӑ Параскева Пятница(выр.)чăв. турӑшӗ упранать, унӑн хӑвачӗн пӗрчисемпе, турӑш ҫырнӑ чух усӑ курманпа пӗрех фряж стилӗпе(выр.)чăв. ҫырнӑскер. Параскева турӑшӗ Кудеиха ялӗнчи Преображени храмне ҫитиччен Уралӑн тӗрлӗ хулисенче, Новосибирскпа Санкт-Петербургра пулнӑ.

undefined
undefined
undefined

Пафлагон Стилианӗн(выр.)чăв. турӑшне Кудеихӑри Ҫӳлхуҫа Преображени храмӗ валли Троица Сергий лаврин(выр.)чăв. икона мастерскойӗнче ятарласа ҫырнӑ.

1934 ҫултан пуҫласа 1937 ҫулччен храм настоятелӗ пулса ӗҫленӗ Василий Константинов-Гришин асап тӳсекенӗн турӑшне храмра уйрӑмах сума сӑваҫҫӗ. Турӑша Екатеринбургри турӑш ҫыракансем 2010 ҫулта Преображени чиркӗвӗн настоятелӗ Евгений Слепухин протоиерей заказӗпе ҫырнӑ.

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш Республикин Правительстви тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. В. Игнатьев пулӑшнипе, Улатӑр тата Пӑрачкав Феодор(выр.)чăв. епископ сӑвапланипе Кудеиха ялӗнчи Преображени храмӗ 2015 ҫултан пуҫласа хӑйӗн территорине «Урӑ ялшӑн» слёт-семинарсем ирттерме парать.

Управ

Храма Чӑваш Республикин регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ, ӑна патшалӑх упраса тӑрать[1].

  • 1937—1990 — майӗпен храм юхӑнса пынӑ;
  • 1991—1998 — Христос Раштавне чысласа сулахай придела юсаса ҫӗнетнӗ;
  • 2002 — Ҫӳлхуҫа Преображенине чысласа тӗп придела ҫӗнӗрен туса лартнӑ;
  • 2007 — Таса Турамӑш Пукравне чысласа сылтӑм придела юсаса ҫӗнетнӗ.

Пуҫлӑхӗ

Храм настоятелӗ — Евгений Слепухин иерей[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Постановление Совета Министров Чувашской АССР от 23 октября 1990 г. № 299 «О дополнении списка памятников истории и культуры местного [АССР] значения, подлежащих государственной охране»
  2. ^ Храм Преображения Господня с. Кудеиха | Официальный приходской сайт. alat-hram-31.cerkov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • С. И. Клюкин. Засурская старина. Исторические очерки и документальные заметки в 2-х книгах. — Нижний Новгород : издательство ООО «Растр-НН», 2014. — Книга 1-я. — 569 с. — Страницы 404—408, 453—468.
  • Н. И. Муратов. Объекты культурного наследия Чувашской Республики, в 2-х книгах. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2012. — 277 с. — Страницы 205—206.
  • Государственный исторический архив Чувашской Республики. Фонд: 256. Опись: 1. Ед. хранения: 52. Дата: 1818—1915.

Темӑпа ҫыхӑннисем