Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ (Шупашкар)

Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ е Христос Ҫуралнин чиркӳ-часавайӗ (выр. Церковь Рождества Христова или Церковь-часовня Рождества Христова) — 2000 ҫулта Шупашкарта туса лартнӑ храм, хулан тӗп тӳремӗнче — Республика тӳремӗнче — вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Храма 1999 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Шупашкар тата Чӑваш Ен Архиепископӗ Варнава Республика тӳремӗнче Христос Ҫуралнин 2000 ҫулӗ ҫитнине уявлас умӗн хывнӑ[2].

2000 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Высокопреосвященнӑй Варнава строительство вӗҫленнӗ ятпа Тав кӗллине ирттернӗ[2].

2000 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Варнава Архиепископ Христос Ҫӑлавҫӑ Ҫуралнӑ ятпа лартнӑ храм престолне сӑвапланӑ.

Сӑвапланӑран пуҫласа 2009 ҫулччен Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ йышӗнче пулнӑ.

2009 ҫултанпа храм епархи статусне илнӗ.

2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе прихут храмӗ шутланать[2].

Архитектура

undefined

Проект авторӗ — Емельянов Н. Г. Аналог вырӑнне Арбат тӳремӗнчи нушаланса вилнӗ Бориспа Глеб ҫветтуйсен храмӗн проектне илнӗ[2] (архитекторӗ Вылегжанин Ю. С.)[3], ӑна Мускав правительстви парнеленӗ.

Чул хӑрах пуҫлӑ, тӑрӑллӑ чиркӳ-часавай тӗп калӑпӑш варрипе.

Чиркӳри стенасене 2015 ҫулта Византи стилӗпе ӳкерсе илемлетнӗ[4].

Сӑваплӑ япаласем

Христос Ҫуралнин храмӗн тӗп сӑвапӗсенчен пӗри «Житие царевича Дмитрия Угличевского» парсуна шутланать. Предани ҫак турӑш пулса кайнине Романовсен йӑхӗнчи пӗрремӗш патшан Михаил Фёдоровичӑн кукамӑшӗн ячӗпе ҫыхӑнтарать. 1601 ҫулта Борис Годунов патша Шупашкарти Никольски хӗрсен мӑнастирӗнче вӑйпах инокиние кӑларнӑ хыҫҫӑн княгиня пулнӑ Мария Шестова турӑшсем ҫыракансене ҫветтуй патша ывӑлӗн Дмитрий Угличевскин сӑнарне ӳкерме саккас панӑ.

2000 ҫултанпа турӑш-парсуна Шупашкар хулинчи Христос Ҫуралнин храмӗнче упранать[2].

Интереслӗ фактсем

  • Совет тапхӑрӗнче чиркӳ вырӑнне тӳремӗн ҫак пайӗнче 1981 ҫулта хута янӑ «Кукша пуҫ» фонтан пулнӑ (кун пек фонтансем, тӗслӗхрен, Саранскра Коммунизм урамӗнче тата Сарӑтура Киров тӳремӗнче циркпа юнашар упранса юлнӑ).
  • Строительство вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хулари хулӑх хушшинче шӳт сарӑлнӑ: Шупашкарта «… Ленин та чиркӗве кайнӑ»[5] (Ленин палӑкӗ чиркӗве хирӗҫ вырнаҫнӑ).
  • Ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче, Кириллпа Мефодий пӗр тан сӑваплӑ апостолсен асӑну кунӗнче, Шупашкар хулинче ҫулсеренех Введени соборӗнчен пуҫласа Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ таран хӗрес йӑтса утаҫҫӗ, Христос Ҫуралнин храмӗ патӗнче сӑваплӑ пӗр тан апостолсен Кирилпа Мефодий ячӗпе кӗлӗ ирттереҫҫӗ<[6][7]

Ӑнлантарусем

  1. ^ Р.К. Рахимов. Емельянов Николай Германович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чувашская Митрополия и Чебоксарская епархия. cheb-eparhia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Церковь Бориса и Глеба на Арбатской площади. temples.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Андреева Н., Ульянов И.Храм Рождества Христова распишут к Рождеству. ГТРК Чувашия (6 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  5. ^ Пойдет ли Чапаев, так же как и Ленин, в церковь? (выр.). grani21.ru (28 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ В Чебоксарах прошел Крестный ход, посвященный Дню славянской письменности и культуры (выр.). gov.cap.ru (25 ҫӑвӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ Богослужение в Неделю 7-ю по Пасхе, в День памяти святых равноапостольных Мефодия и Кирилла учителей Словенских в храме Рождества Христова на площади Республики г. Чебоксары. cheb-eparhia.ru (24 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем