Тихвин мӑнастирӗ (Ҫӗрпӳ)
Тихвин Турамӑш Успени мӑнастирӗ (выр. Тихвинский Богородичный Успенский монастырь) — Вырӑс православи чиркӗвӗн Шупашкар епархийӗн епархи мӑнастирӗ, Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ.
Мӑнастирӗн тӗп реликвийӗ — Турӑ Амӑшӗн тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвакан Тихвин турӑшӗн списокӗ.
Историйӗ
Вознесени чиркӗве хӑпартни, мӑнастире йӗркелени
Чи малтанах 1675 ҫултан кая мар (1671—1675 ҫулсенче) хула тулашӗнче, Мӑн тата Кӗҫӗн Ҫавал юханшывсем хушшинче йывӑҫран Тихвин чиркӗвне (тепӗр даннӑйсемпе вӑл Вознесенски ятлӑ пулнӑ, унта Тихвин Турӑ Амӑшӗн турӑшне чысласа придел вырнаҫтарнӑ) тата кельйине туса лартнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳ хулине Степан Разинпа(выр.)чăв. ун ҫарӗсем ҫӳмне хушӑннӑ чӑваш хресченӗсенчен тӗлӗнмелле хӳтӗленме пултарнӑран туса лартнӑ.
Ҫакӑн пек халап пур:
Оригиналлӑ текст (выр.)В октябре 1671 года казаки Степана Разина совместно с возмущенными ими чувашами подступили к стенам Цивильска.
Попытка взять город-крепость штурмом не удалась, и «разбойники» решили захватить его измором. Между тем, когда жизненные припасы и порох в городе истощились, а силы защитников крепости были на исходе, беспомощные жители хотели оставить город и бежать за 40 верст в соседние Чебоксары.
Но их колебание было успокоено тем, что благочестивая жительница города Иулиания Васильева сподобилась видения от Образа Божией Матери Тихвинской. Услышала раба Божия слова Царицы Небесной: «Дабы люди, сидящие во граде, сидели крепко: казаки город не возьмут, а когда город получит спасение, то жители построили бы монастырь за городом близ Стрелецкого луга, между реками Большой и Малый Цивиль…».
На месте, указанном Богородицей, стрелец Стефан Рязанов по личному обету построил деревянную церковь во имя Вознесения Господня и поставил кельи для монахов. Один из приделов Вознесенской церкви, был посвящён иконе Пресвятой Богородицы Тихвинской, покровительнице города.1671 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Степан Разин казакӗсем тарӑхса ҫитнӗ чӑвашсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ стенисем патне пырса тухнӑ.
Хӳтӗленнӗ хулана вӑйпа илме хӑтланни ӑнӑҫман, ҫавна пула «хурахсем» ӑна выҫӑхтарса парӑнтарма шутланӑ. Ҫав хушӑрах, хулари апат-ҫимӗҫпе тар пӗтсе ҫитме, хӳтӗлекенсен вӑйӗ чакма пуҫланӑ май ним тума аптӑранӑ хула ҫыннисем хулана пӑрахса кайса 40 ҫухрӑмри кӳршӗри Шупашкара тарасшӑн пулнӑ.
Анчах таса чунлӑ Иулиания Васильева Тихвин Турӑ Амӑшӗн Сӑнне курнӑ хыҫҫӑн вӗсен иккӗленӗвне лӑплантарнӑ. Турӑ чури Ҫӳлти Патша майрин сӑмахӗсене илтнӗ: «Хулара ларакан ҫынсем ҫирӗп ларччӑр: казаксем хулана илмӗҫ, хула ҫӑлӑнсан вара ҫынсем Стрелец ҫаранӗ ҫывӑхӗнчи хула тулашӗнче, Мӑн Ҫавалпа Кӗҫӗн Ҫавал шывӗсем хушшинче мӑнастир туса лартӑччӗҫ…».
Турамӑш кӑтартнӑ вырӑнта Стефан Рязанов стрелец хӑй сӑмах панипе Ҫӳлхуҫа Вознесенийӗн ячӗпе йывӑҫ чиркӳ туса лартнӑ, манахсем валли кельйӑсем хатӗрленӗ. Вознесени чиркӗвӗн приделӗсенчен пӗрине, хулане хӳтӗлекен Тихвин Таса Турӑ амӑшӗн турӑшне халалланӑ.Мӑнастир историйӗ[1]
В. Д. Димитриев историк «Чувашские исторические предания» кӗнекере ҫапла палӑртать[2]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Накал классовых противоречий вылился в Крестьянскую войну 1670—1671 годов. <…> Весной 1670 года Разин со своим повстанческим войском овладел Царицыном (ныне город Волгоград), Астраханью. В конце июля он выступил вверх по Волге. <…> В конце августа разницы подошли к Симбирску (ныне город Ульяновск), заняли острог, где размещался посад, но не сумели овладеть сильно укрепленной крепостью.<…>
Ещё в начале сентября чувашские и русские повстанцы осадили Цивильск и предприняли несколько приступов, чтобы занять его. Для подавления разинцев, осадивших Цивильск, из Казани выступило царское войско под командованием Д. Барятинского. По пути ему пришлось выдержать три сражения с отрядами чувашских повстанцев. 23 октября Барятинскому удалось освободить Цивильск от осады. Однако после ухода войска Барятинского город вновь был осажден разинцами. Лишь в конце 1670 года войска Д. Барятинского и М. Кравкова отогнали разинцев от Цивильска.Тӗрлӗ классем пӗр-пӗрине ӑнланса ҫитейменни 1670—1671 ҫулсенчи Хресчен вӑрҫине пуҫарнӑ. 1670 ҫулхи ҫуркунне Разин хӑйӗн пӑлхавҫисемпе Царицына (халӗ Волгоград хули), Аҫтӑрхана ярса илнӗ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпарнӑ. <…> Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Разин ҫыннисем Чӗмпӗр патне ҫитнӗ, посад вырнаҫнӑ острога йышӑннӑ, анчах вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ крепоҫе ҫентереймен.
Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех чӑвашсемпе вырӑс пӑлхавҫӑсем Ҫӗрпӳ хулине хупӑрласа илнӗ те ӑна йышӑнас тесе темиҫе хутчен тапӑнса пӑхнӑ. Ҫӗрпӳ хулине хупӑрласа илнӗ Разин ҫыннисене пусарма Хусантан Д. Барятинский ертсе пыракан патша ҫарӗ тухнӑ. Ҫула май вӑл виҫӗ хут чӑваш пӑлхавҫисен отрячӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Юпан 23-мӗшӗнче Барятинский Ҫӗрпӳ хулине хупӑрласа илнӑ пӑлхавҫӑсенчен ирӗке кӑларнӑ. Анчах та Барятинский ҫарӗ тухса кайсан хулана каллех Разин ҫыннисем хупӑрласа илнӗ. 1670 ҫул вӗҫӗнче ҫеҫ Д. Барятинскийпе М. Кравков ҫарӗсем Разин ҫыннисене Ҫӗрпӳ патӗнчен хӑваласа янӑ.
1675 ҫулта Вознесенски чиркӗвӗ валли Ҫӗрпӳри Троица соборӗнче упранакан Турамӑшӗн тӗлӗнмелле хӑватлӑ паллӑ Тихвин турӑшӗн копине тунӑ. Вӑл та ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваканскер шутланнӑ, турра ӗненекенсем ыйтнипе ӑна Хусан кӗпӗрнинчи хуласемпе ялсем тӑрӑх (ҫав шутра Шупашкар, Етӗрне) тытса ҫӳренӗ.
Тихвин Вознесени арҫынсен мӑнастирӗ
Каярахпа Вознесени мӑнастирӗ Тихвин (XVIII–XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче иккӗлле ятпа усӑ курнӑ Вознесенски Тихвин мӑнастирӗ) ятлӑ пулса тӑнӑ.
1723—1724 ҫулсенче сахал вотчинӑллӑ мӑнастирсене пӗрлештернӗ чухне унӑн манахӗсене Геронтиев пустыне куҫарнӑ, ҫак вырӑнта кӗске вӑхӑт хушши хӗрарӑм мӑнастирӗ пулнӑ, 1737 ҫултанпа каллех Тихвин (Вознесенски) арҫын мӑнастирне асӑннӑ. XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче мӑнастирте чултан тунӑ Вознесенски чиркӗвӗ пулнӑ, унӑн йышӗнче йывӑҫран тунӑ 5 кели, 3 кӗлет, 2 нӳхреп, ҫӑкӑр пӗҫермелли вырӑн, йывӑҫ карта тулашӗнче — хуҫалӑх хуралтиллӗ выльӑх картишӗ пулнӑ. Штат игуменран, 2 иеромонахран, схимонахран тӑнӑ; причтра диакон, тиечук тата пономарь пулнӑ. Мӑнастирӗн 9 теҫеттин тырпул акмалли ҫӗр тата 150 теҫеттин ҫаран пулнӑ, ҫурта сутса тата хупахран тупӑш илнӗ.
1764 ҫулта хӑйне хӑй тытса тӑма пуҫланӑ, ун йышӗнче 7 монах штачӗ (игумен, 3 иеромонах, иеродиакон, 2 монах) пулнӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)При конце населения города монастырь мужеской каменной, имянуемой Тихвинской. Построен по указу царя Алексея Михайловича, данному в 7183/1675/-м году. На состроение употребляемо иждивение от подавателей дворян и от общества граждан цывилских. Монастырь сей не числитца в штате. В нём строитель, монахов 6. Пропитываютца от подаяниев.
Хула вӗҫӗнче Тихвин ятлӑ чултан тунӑ арҫынсен мӑнастирӗ пур. 7183(1675) ҫулта панӑ Алексей Михайлович патша хушнипе туса лартнӑ. Ҫурт-йӗр тума дворянсенчен тата Ҫӗрпӳре пурӑнакан халӑх обществинчен пухнӑ укҫапа усӑ курнӑ. Ку мӑнастир штатра шутланмасть. Унта строитель пур, 6 монах. Халӑх мӗн пырса панипе пурӑнаҫҫӗ.Ҫӗрпӳ уес хулине сӑнласа пани (1785)[3]
1766 ҫулта унчченхи ҫӗрсене тытса тӑма ирӗк илнӗ. Мӑнастир ҫумӗнче масар пулнӑ, XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен унта ятлӑ-сумлӑ та пуян ҫынсене пытарнӑ. XVIII вӗҫӗпе XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнӗ куҫман пурлӑх йышӗнчен ҫакна асӑннӑ: настоятелӗн икӗ хутлӑ чул ҫурчӗ, ҫуррине чулран купаланӑ икӗ хутлӑ кельйӑсен корпусӗ, 3 часавай, Ҫӗрпӳ хулинчи причта ҫурчӗ тата ытти те. Мӑнастир пурлӑхӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи 40 теҫеттин тырпул акмалли ҫӗр тата 58 теҫеттин утӑ ҫулмалли ҫаран, Шупашкар уесӗнчи тӗмӗсемлӗ тата пулӑ тытмалли Оползино пушӑ ҫӗр (71 теҫеттин), Атӑл ҫинчи Чекурск затонӗнче пулӑ тытмалли вырӑн тата ытти те пулнӑ. Ҫак ҫӗрсене, ҫавӑн пекех хупаха, Атӑл урлӑ каҫармаллине тата Сӗве уесӗнчи шыв арманне тара панӑ; хыснаран мӑнастир 300 тенкӗ «ыр сунса панине» илнӗ.
1860-мӗш ҫулсен вӗҫнелле мӑнастир юхӑнса пӗтнӗ: ҫуртсем кивелнӗ, пурӑнакансен йышӗнче игумен, 2 иеромонах, иеродиакон, 8 послушник юлнӑ. Хуҫалӑха тытса тӑма юлашки игуменӑн саккуна пӑсса кӗлӗ тума чӑвашсене явӑҫтарас тӗллевпе чейпе махорка сутма тивнӗ.
1868 ҫулта Хусанти Антоний архиепископ мӑнастире килсе кайнӑ хыҫҫӑн консисторине ӑна хупма, манахсемпе пурлӑха вара Чикмери Михаил Архангельски арҫынсен мӑнастирне куҫарма сӗннӗ. Анчах та мӑнастире хӑварма хула ҫыннисем хӳтӗлесе тухнӑ, 1870 ҫулта раштавӑн 30-мӗшӗнчи Синод хушӑвӗпе вӑл Тихвин Турамӑш хӗрарӑм мӑнастирӗ пулса тӑнӑ[4].
Тихвин Турӑ Амӑшӗн хӗрарӑм мӑнастирӗ
Тихвин Турӑ Амӑшӗн хӗрарӑм мӑнастирне хӑйсен укҫи-тенкипе тата Василий Никитич Никитин (Хусан)[5], Василий Михайлович Мальцев (Мускав), Прокопий Ефремович Ефремов (Шупашкар) купсасем пулӑшнипе туса лартнӑ[6].
Малтанхи ҫулсенче Вознесенски чиркӗве, игуменйӑпа монашкӑсем пурӑнмалли ҫурта юсанӑ, хӗрарӑмсен шкулне туса лартнӑ. Хӗрарӑмсен шкулӗнче приют, пульница, кухнӑпа апатланмалли ҫурт, кӗпе-йӗмҫумалли пулнӑ. Мӑнастир хыҫӗнче причта ҫурчӗпе выльӑх-чӗрлӗх картишӗ туса лартнӑ.
1880 ҫулта Апашран йывӑҫран тунӑ Сӑваплӑ Харлампий чиркӗве куҫарса килнӗ, 1880–1886 ҫулсенче салатса пӑрахнӑ Вознесенски храмӗ вырӑнӗнче виҫӗ престоллӑ Тихвин чул чиркӗвне туса лартнӑ. Мӑнастирте пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ (1872–1897, 1915–1918 ҫулсенче: Сӑваплӑ Гурий братствин шкулӗ; 1897—1911 ҫулсенче: чиркӳ прихут шкулӗ). Унта ытларах енӗпе чӑваш хӗрачисем вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех богадельня пулнӑ. 1916 ҫултанпа мастерскойлӑ тӑлӑх хӗрачасем валли приют (1918 ҫулта приютра 23 хӗрача шутланнӑ) ӗҫленӗ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мӑнастир пурлӑхӗнче 74 теҫеттин тырпул акмалли ҫӗр, 61 теҫеттин утӑ ҫулмалли ҫаран, Ҫӗрпӳ уесӗнчи 149 теҫеттин вӑрман, Шупашкар уесӗнчи Оползино пушӑ тӑрӑхри пулӑ тытмалли вырӑн (71 теҫеттин) пулнӑ. Ҫавӑн пекех мӑнастирӗн скит, Сӗве уесӗнчи арман, Ҫӗрпӳ притч валли хуралтӑсемлӗ 2 йывӑҫ ҫурт, Василий Никитичпа Мария Ивановна Никитинсем (Никитин картишӗ) хӑварнӑ Хусанти 2 тупӑшлӑ чул ҫурт пулнӑ.
Турӑш ӳкерекен тата ылтӑнпа тӗрлекен мастерскойӗсем сахал мар тупӑш кӳнӗ, Атӑл урлӑ каҫарассине тара пани те тупӑшлӑ пулнӑ.
1917 ҫулхи Февраль революцийӗ хыҫҫӑн унӑн ҫӗрӗсене хресченсем туртса илнӗ, 1918 ҫулта пӗр пайне патшалӑх шутне куҫарнӑ.
1919 ҫулта мӑнастирӗн 38 теҫеттин тырпул акмалли ҫӗр тата Ҫӗрпӳ уесӗнчи 56 теҫеттин утӑ ҫулмалли ҫаран, хулари йывӑҫ ҫурт пулнӑ. Унӑн штатӗнче игуменья, 25 манашка, 214 послушница тата 2 священникпа 2 псаломщикран тӑракан причт шутланнӑ.
1920-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче кунта совет служащийӗсен хваттерӗсем, ача ҫурчӗ, пепке тата ваттисен ҫурчӗсем вырнаҫнӑ. Ун чухнех мӑнастир ҫӗрӗсем ҫинче ӑратлӑ шултра мӑйракаллӑ выльӑха ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен хуҫалӑх йӗркеленӗ.
1923 ҫулхи раштав уйӑхӗнче мӑнастир тӗн ушкӑнне регистрациленӗ.
1925 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче мӑнастире хупнӑ.
Совет саманинче пилӗк яруслӑ чиркӳ тӑррине(выр.)чăв. кирпӗч валли сӳтнӗ; ҫӗнетнӗ виҫӗ хутлӑ Тихвин соборӗн ҫуртӗнче ача ҫурчӗ, госпиталь, педагогика тата ҫӗвӗ училищисем вырнаҫнӑ.
1997 ҫулта ҫурт-йӗре турра ӗненекенсене тавӑрса панӑ, 1998 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Синод указӗпе мӑнастире каллех уҫнӑ[7].
Мӑнастир ҫурт-йӗрӗ
Тихвин Турӑ Амӑш турӑшӗн соборӗ
Культура эткерлӗхӗн объекчӗ (№ 2110030004). 1886 ҫулта П. Е. Аникин архитектор проекчӗпе вырӑс-византи стилӗн йӑли-йӗркипе туса лартнӑ[8].
Настоятель корпусӗ
- Келья корпусӗсем
- Хӑна ҫурчӗ
- Мӑнастир хуралтисем
- Апатланмалли вырӑн
- Хуҫалӑх корпусӗ
Сӑваплӑ хапха
- Башньӑпа карта стенисем
- Мӑнастир пӗви
Настоятельсем
| Мӑнастир настоятелӗсем | ||
|---|---|---|
| Вӑхӑт | Настоятель | Комментарисем |
| 1871 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ — паллӑ мар | Херувима игуменья | дьяк хӗрӗ; «пӗлӳ илмен»; «68 ҫулта» (1889 ҫул)[9] |
| … | паллӑ мар | |
| 1998 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ[10] — 2004 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ[11] | Агния (Яковлева) игуменья (1956—2004) | 1998 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Улатӑрти Киев-Николаевски Новодевичи мӑнастир настоятельници пулнӑ; мӑнастирте Тихвин Соборӗн алтарӗ умӗнче пытарнӑ |
| 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗ[12] — хальхи вӑхӑтччен | Нина (Волкова) игуменья | |
Турра кӗл туса пуҫҫапни
- Каҫхи Турра кӗл туни — 16:00;
- «Неупиваемая Чаша» ятпа Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ умӗнче шыва сӑвапласа кӗл туни — Литурги хыҫҫӑн, кӗҫнерникунсемпе;
- Харалампий асаплӑ священника акафистпа кӗл туни — Литурги хыҫҫӑн, эрнекунсемпе;
- Турӑ Амӑшне йӑлӑнса тархаслани — каҫхи кӗл туса пуҫҫапни вӑхӑтӗнче, эрнекунсемпе;
- Юрату ытларах, курайманлӑхпа тарӑху сахалтарах пулма кӗл туни — Литурги хыҫҫӑн уйӑхӑн пӗрремӗш вырсарникунӗ;
- Сӑваплисене кӗл туни — вырсарникунсемпе;
- Тутлӑ Иисуса мухтамалли юрӑ — аҫхи кӗл туса пуҫҫапни вӑхӑтӗнче, вырсарникунсемпе;
- Панихида — Литурги хыҫҫӑн, шӑматкунсемпе;
- Мӑнастир стенисем тавра хӗреспе «Богородице Дево, савӑн…» кӗлӗ каласа утса тухни — кашни кун, 12:00 сехетре.
Мӑнастир уявӗсем
- Утӑн 9-мӗшӗнче мӑнастирӗн сӑваплӑ турӑшне — Турӑ Амӑшӗн Тихвин турӑшне — уявлаҫҫӗ. Ҫак уявпа мӑнастир ҫӗрӗсем ҫинче ҫулсерен ирттерекен ял хуҫалӑх ярмӑрккине ҫыхӑнтарнӑ. Каярахпа ярмӑрккӑна мӑнастир тулашне кӑларнӑ, ӑна тӗрлӗ вӑхӑтра ирттернӗ: ҫӗртмен 26-мӗшӗнче (XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗччен), ҫӗртмен 24—27-мӗшӗсенче (1860-мӗш ҫулсен вӗҫӗччен), ҫертмен 24-мӗшӗ — утӑн 1-мӗшӗ (1870 ҫултанпа), ҫӗртмен 23—28-мӗшӗсем (1885 ҫултанпа), ҫӗртмен 23—29-мӗшӗсем (1890-мӗш ҫулсенчен). 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ӑна утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче ирттереҫҫӗ[13].
- Юпан 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ урамӗсем тӑрӑх хулана Степан Разин отрячӗсенчен тӗлӗнмелле майпа хӑтӑлнине халалланӑ хӗреспе утса тухаҫҫӗ. Хӗреспе утса тухассине хула хӳтӗлевҫи шутланакан Турӑ Амӑшӗн Тихвин турӑшне йӑтса ирттереҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Тихвинский Богородский православный женский монастырь. История монастыря. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания: Очерки истории чувашского народа с древних времен до середины XIX века / Второе, дополненное издание. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1993. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Топографическое описание по Казанскому наместничеству вообще и каждова города и уезда, 1785 // Материал подготовлен по материалам журнала «Казань». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
- ^ Чувашская энциклопедия. Тихвинский (Вознесенский) мужской монастырь. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Благотворитель Василий Никитич Никитин. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Портал органов власти Чувашской Республики. Цивильский район. Тихвинский Богородский женский монастырь. Краткая история создания монастыря. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Чувашская энциклопедия. Тихвинский Богородицкий женский монастырь. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Чувашская энциклопедия. Архитектура. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Список настоятельниц женских монастырей и общин. — СПб., 1889. — 56 с. — C. 10-11. Электронная библиотека Государственной публичной исторической библиотеки России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Смирнов А. П. Духовный подвиг игуменьи Агнии. Цивильск, 2006, с.13. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Фонд «Русское православие». Монашество. Агния (Яковлева). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Фонд «Русское православие». Монашество. Нина (Волкова). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Гусаров Ю. Н. Тихвинская ярмарка // Электронная Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Цивильский Тихвинский Богородицкий женский монастырь / [авт.-сост. О. Ю Сергеева]. — [Чебоксары, 2008]. — 47 с. : цв. ил. — Посвящ. 10-летию со дня восстановления Цивильского Тихвинского Богородицкого женского монастыря, 1998—2008. — 3000 экз. — ISBN 978-5-91499-003-6. — [2008-932]
- Смирнов А. П. Духовный подвиг игуменьи Агнии. — 2006.