Пукравпа Татиана соборӗ (Шупашкар)
Пукравпа Татиана соборӗ (выр. Покровско-Татианинский собор) — Вырӑс православи чиркӗвӗн Шупашкар епархийӗн Шупашкарти собор храмӗ. Никӗҫне 2001 ҫулта Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗ II Алексий Чӑваш ҫӗрне килнӗ чухне хывнӑ. Уҫнӑ май ӑна собор статусне панӑ. 2006 ҫулхи авӑнӑн 16–17-мӗшӗнче сӑвапланӑ.
Историйӗ
1990-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнчен Чӑваш Республикинче Вырӑс православи чиркӗвӗн храмӗсемпе чиркӗвӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ҫӗннисене хӑпартаҫҫӗ.
Туса лартни
2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗ II Алексий(выр.)чăв. Шупашкар епархине ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене ун чухне вӑл иккӗмӗш хут килнӗ пулнӑ. Кунта пулнӑ вӑхӑтра патриарх Шупашкар хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫри ҫуртсен лаптӑкӗнче таса Татиана ячӗллӗ пулас храмӑн никӗсне хывнӑ саклат чулне сӑвапланӑ. Храма пилӗк ҫул хушши хӑпартнӑ. Ӑна тума предприятисем, организацисем тата Шупашкарпа республикӑра пурӑнакансем укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ. Чылай вӑхӑт хушши храм хулара хӑпартакан тӗп ҫӗнӗ ҫурт-йӗрсенчен пӗри пулнӑ. Храма хӑпартас ӗҫсене Чӑваш Республикин президенчӗ Николай Фёдоров тата Шупашкар епархийӗн управляющийӗ Варнава митрополит хавхалантарса тӑнӑ. Храма хӑпартнӑ май ҫӗнӗ йышлӑ ҫуртсен лаптӑкӗнче прихут чиркӗвне кӑна туса лартни ҫителӗксӗр пулнине, кунта ҫавӑн пекех ризница(выр.)чăв., вырсарни шкулӗ тата чиркӳ вулавӑшне вырнаҫтарнӑ собор комплексӗ кирли палӑрнӑ[1].
Уҫни
2006 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Варнава митрополит Татиана таса асапҫӑна халалланӑ соборӑн аялти храмне сӑвапланӑ. Ҫӳлти храмӑн престолне Таса Турамӑш Пукравне тата Приснодева Марийӑна халаллама йышӑннӑ. Унччен Шупашкарта 1672 ҫулта туса лартнӑ пилӗк тӑрӑллӑ Пукрав чул храмӗ пулнӑ, анчах 1935 ҫулта ӑна хупнӑ, 1980 ҫулта Шупашкар ГЭСӗн шыв управне йӗркеленӗ май аркатнӑ. Ҫӗнӗ ҫӳлти храма халӑх хушшинче ишсе аркатнӑ чиркӗве ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗрен туса лартни пек палӑртнӑ[1].
2006 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Пукравпа Татиана соборне Введени кафедра соборӗнчен Иркутск епископӗн Иннокентий святителӗн хӑватне куҫарнӑ, ҫавӑн пекех Татиана ҫветтуй асап тӳсекенӗн таса турӑшне (унӑн хӑвачӗпе пӗрле) илсе килнӗ. Ҫакна хӗрес ҫӳревӗ(выр.)чăв. ирттерсе йӗркеленӗ. Тепӗр кунне, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, Варнава митрополит ҫӳлти храма сӑвапланӑ. Ҫак кунах II Алексий(выр.)чăв. патриарх храма собор статусне пани ҫинчен калакан указа пӗлтернӗ[1].
Композицийӗ
Собор — 12 куполтан тӑракан храм, ӑна Византи стилӗпе туса лартнӑ. Тӗп алӑк тӗлӗнче С-евӗр кукӑр хурмӑллӑ колоннада вырнаҫнӑ. Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 1000 тӑваткал метр ытла, чиркӳ тӑррин ҫӳллӗшӗ 56 метр[1].
Хальхи вӑхӑтра собор ҫурт-йӗрӗн шутне Пукравпа Татиана соборӗн, Шыва кӗртекен Иоанн ячӗллӗ баптистериллӗ шыва кӗртмелли храм, вулавӑшпа административлӑ пӳлӗмсемлӗ вырсарни шкулӗ, ҫавӑн пекех часавай кӗреҫҫӗ[2].
Соборти сӑваплӑ япалисем
Пукравпа Татиана соборӗнче Иркутск святителӗ Иннокентий епископӑн ура тупанӗллӗ ковчежец, Татиана таса асапҫӑ(выр.)чăв. хисеплӗ турӑшӗ (унӑн хӑвачӗн пайӗпе), ҫавӑн пекех Варнава апостол, Сергей Радонежский(выр.)чăв. преподобнӑй, Серафим Саровский преподобнӑй, ырӑлӑхлӑ Матрена, Фёдор Ушаков(выр.)чăв. таса воин, Пантелеймон святитель хӑвачӗсен пайӑллӗ икконсем упранаҫҫӗ[1].
Пулӑмсем
2010 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Сӑваплӑ Татиана асапҫӑ кунӗнче, Татиана соборне Раҫҫей премьер-министрӗ Владимир Путин килсе кайнӑ, вӑл XIX ӗмӗрти Иоанн Предтечи турӑшне парнеленӗ[3].
Чиркӳ ҫыннисем
- Храм настоятелӗ — Николай Иванов протоиерей
- Евгений Степанов протоиерей
- Александр Соколов протоиерей
- Геннадий Малышкин протодиакон
- Петр Кадушкин иерей
- Иоанн Маштаков иерей
- Антоний Ванюшкин иерей
- Александр Семенов диакон[4]
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Покровско-Татианинский собор. https://www.sobor-pokrova.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Официальный сайт Покровско-Татианинского собора.
- ^ Путин посетил Покровско-Татианинский собор в Чебоксарах (2010-01-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Покровско-Татианинский собор. www.sobor-pokrova.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официальный сайт Покровско-Татианинского собора. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.