К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ
Ӳкерчĕк:Cheboksary Chuvash Drama Theatre 1980s.jpg
Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театăрĕ. 1980-мĕшсем.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ — чăвашсен этеплĕхĕн чи аслă вырăнĕ.
Театр кун-çулĕ
Театăра 1918 çулта Хусанта И. С. Максимов-Кошкинский пуçарса янă. А.Островскин «Не так живи, как хочется» пьесине лартнă.
1921 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче театр Хусантан Шупашкара куçса килнĕ. Театр репертуарĕнче чăваш драматургĕсен пьесисене тата вырăс классика куçарăвĕсене лартнă, спектакăлĕсене чăвашла вылянă.
1933 çулта театр академиллĕ ята тивĕçет.
1959 çулта ăна К. Иванов чыслă ятне параççĕ.
1947 çулта театр ушкăнне ГИТИСăн Чăваш студине (М. М. Тарханов курсĕ) ăнăçлă вĕçленĕ çамрăк ăстасем кĕреççĕ.
Паллă артистсем
- Ырсем Ольга Ивановна — театра йĕркелекеннисенчен пĕри.
- Тани Юн
- Кузьмина Вера Кузьминична
- Андреев Аркадий Алексеевич
- Яковлев Валерий Николаевич
- Верьялова Ирина Васильевна
- Демидов Александр Оскарович
- Димитриев Арсентий Валерианович
- Григорьева Нина Ильинична
- Зубкова Надежда Алексеевна
- Яковлева Нина Михайловна
Театрта ӗҫленӗ художниксем
Каçăсем
- Официаллă сайт 2012 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Театр хула сайтĕнче
- Ыран Яковлев спектаклĕсен фестивалĕ пуçланать
| Ку театр пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |